Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек икӗпитленни Воропаевӑн чӗринче кӳрентернинчен ытларах темӗнле йӗрӗнчӗк туйӑм ҫуратрӗ, анчах мӗнле те пулин выводсем тума вӑл халлӗхе питӗ сахал пӗлет-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаева хӑнӑхса ҫитнӗ хыҫҫӑн, вӑл ӑна вырӑс хӗрарӑмӗн хӑйне евӗрлӗ хӑюсӑр та чӗмсӗр юратӑвӗпе юратнӑ, ҫав юратура хӗрӳ туйӑм тени хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫын пӗрре ҫулран тухса ӳксен унӑн пурте пӗтет, туйӑм та пулмасть.Когда человек выбит из колеи, — у него все выбито, и чувство тоже.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тепӗр чухне ҫак туйӑм ирӗксӗрех пӗтӗм халӑх ҫине куҫать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаевӑн ирӗксӗрех чарӑнса тӑмалла пулчӗ, канма тиврӗ, анчах ӑшри темле вӑйлӑ туйӑм ӑна ним кӗтсе тӑмасӑрах, халех атакӑлама хушрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тӳрех пулакан малтанхи туйӑм сайра хутра кӑна тӗрӗс пулма пултарать, Корытов та, тен, паллашнӑ чухнехинчен нумай лайӑхрах пулӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах ҫав туйӑм ӳссе пыр патнелле ҫӗкленчӗ, ҫӑвара темле типӗ йӳҫек тултарчӗ, унӑн тӳсмелле мар каялла ҫаврӑнас, тепӗр хут пӑхса илес килсе кайрӗ.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах ҫав ыйтусем айӗнче ывӑлне ҫав тери юратнӑ туйӑм, уншӑн ырӑ тӑвас килни, унӑн чӗри патне ҫывӑхрах пулас килни пулчӗ, ҫак туйӑм, вӑраххӑн сарӑлса, вӑйланса пычӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑй мӗн кӗтни пулман пирки унӑн чӗрине кӳренӳ тулса ларчӗ те, ҫав туйӑм вара часах судьясене те суда курайман, вӗсенчен йӗрӗнекен тарӑху пулса тӑчӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Прокурорӑ туйӑм тӗлӗшпе чухӑн, сӑмах енчен пуян калаҫӑвӗ Павелпа унӑн юлташӗсем патне ҫитеймерӗ пулмалла, — вӗсене ниепле те пырса тӗкӗнмерӗ курӑнать, — вӗсем пурте лӑпкӑнах ларчӗҫ, малтанхи пекех илтӗни-илтӗнми калаҫса, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кулса илчӗҫ, вӑхӑчӗпе хӑйсем кулнине пытарма юриех ҫилленнӗ пек пулчӗҫ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурне те пӗр хурлӑхлӑ туйӑм ҫавӑрса илнӗ, — вӑл туйӑм амӑшне те куҫса, ӑна тата ытларах ыраттарчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Такама ун чунӗ хӗрхеннӗ пек пулчӗ, чӗринче темле тарӑхтаракан йӳҫӗк туйӑм тытӑнса тӑчӗ.Было ей жалко чего-то, на сердце лежало нечто горькое, досадное.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ывӑлӗ каллех ӑна аллине тӑсса пачӗ, вара унӑн сӑнӗнче темле ачаш туйӑм палӑрчӗ.Сын снова протянул ей руку, и что-то ласковое дрогнуло в его лице.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Халь ӗнтӗ вӑл ҫав кунсене манса кайрӗ, анчах вӗсене пула ҫуралнӑ туйӑм сарӑлчӗ, тата ҫутӑрах та савӑнӑҫлӑ пулса тӑчӗ, чуна шаларах кӗрсе кайрӗ, чӗрӗ пулса, ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫунчӗ.
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшне Рыбин, унӑн юнӗ, сӑн-пичӗ, вӗри куҫӗ, унӑн сӑмахӗсем аса килчӗҫ те, тискер кайӑксем умӗнче вӑйсӑр пулнине пӗлнипе ҫуралнӑ йывӑр туйӑм чӗринчен пӑчӑртаса лартрӗ.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Калаҫнӑ май унӑн кӑкӑрӗнче мӑнкӑмӑллӑ туйӑм ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ, ҫав туйӑм, паттӑр ҫын сӑнарне туса, хӑй валли сӑмахсем ыйтрӗ, пыра пӑчӑртаса лартрӗ.
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Шухӑш ҫакӑнтан малалла аталанмарӗ, ӑна пӗтӗмпех пусса лартакан салхулӑх та ӑш пӑтраннинчен килнӗ туйӑм хупласа хучӗҫ.А дальше мысль не развивалась, утопая в томительном унынии, вязком чувстве тошноты.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ, чӗрине кичем туйӑм ыраттарса, лӗклентерсе ячӗ.У нее задрожали ноги под коленками, унылое чувство засосало сердце, вызывая тошноту.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн чӗри хӗрӳленсе кайрӗ, ӑшӗнче темле савӑнӑҫлӑ туйӑм вӗресе тӑчӗ.В груди у нее было горячо, и что-то неясно радостное трепетало там.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫакӑ вара ун ӑшӗнче пӑтравлӑ туйӑм ҫуратрӗ, — вӑл хӑйне шанмарӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне ырларӗ, иккӗленнӗ пек пулчӗ те шӑппӑн салхуланчӗ…
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.