Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрре хӑраса ӳксен, хӑрани час иртсе каймасть вара, ку туйӑм урӑх туйӑма час парӑнмасть: вӑл, эпӗ нихӑҫан та пӗшкӗнместӗп тесе мухтанаканскер, пуҫне пӗксе, упаленнӗпе пӗрех, траншея тӑрӑх хыпаланчӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир ӑнланатӑр, вӗсене ӗҫлеттерекен сисӗм-туйӑм вӑл, хӑвӑр сиссе-туйса курнӑ сисӗм туйӑм мар, вак-тӗвекпе интересленнӗ пирки мар, чапа, мухтава тухас шухӑшпа та мар ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, вӗсене пӗр-пӗр урӑх сисӗм-туйӑм, вӑйлӑрах сисӗм-туйӑм, вӗсенчен етресем уланӑ ҫӗрте те ытти ҫӗрти пекех лӑпкӑн пурӑнакан ҫынсем туса хуракан сисӗм-туйӑм ӗҫлеттерет, ку сисӗм-туйӑм вӗсене, пӗрре вилес вырӑнне ҫӗр тӗрлӗ вилӗмпе вилес хӑрушлӑх пур ҫӗрте те лӑпкӑн пурӑнакан тунӑ, ҫав условисенче вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлесе, ҫӗр ҫывӑрмасӑр, тасамарлӑхра пурӑнаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах снаряд хӑвӑра сӗртӗнмесӗрех иртсе кайсан вара, сире чун кӗрсех каять, темӗнле, калама ҫук ырӑ пек туйӑнса каять сире, пӗр самантлӑха эсир ҫав туйӑм тыткӑнне кӗрсе ӳкетӗр, ҫак хӑрушлӑхра, ҫав пурнӑҫпа вилӗм вылянинче эсир темӗнле, уйрӑммӑнах кӑмӑла килекен илем пуррине куратӑр; сирӗн вара етрене е бомбӑна хӑвӑрпа юнашарах, тата ҫывӑхарах ӳкерес килет.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр ӑнланмалла мар туйӑм ӑна ҫырана илсе тухрӗ, халь тепӗр чун сасси вӑрмана шала илсе кӗрет.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тискер ҫынсен ку туйӑм питех те вӑйлӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах шалти туйӑм чӗрчун ҫынна ҫакӑн пек парӑннине ӑнлантарса параять-и?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Аптранӑ енне, Виталий Дина пирки кӑварлана-кӑварлана килекен кӑмӑлне мӗн тери унран аяккарах пистерме-пистерме тесе тӑрмашрӗ, ку туйӑм вара, хуҫинчен пушшех те шӑл йӗрнӗ пек, Дина еннелле татах та ҫатӑрах туртӑнчӗ те туртӑнчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак туйӑм, пӗтӗм ӑстӑнпа ҫамрӑк чун-хавала сивчир пек лӑскакан ҫак капламлӑ туйӑм, йӗкӗтӗн чӑлӑм куҫ хупман каҫӗпе канӑҫсӑр кӑнтӑрлисене, самантлӑха та лӑш тумасӑр, кӑваррӑн тӗлкӗштерчӗ те тӗлкӗштерчӗ.Эти мысли не давали ему спать, и оттого болели все раны, несмотря на уколы и лечение.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
…Ку ырату, малтан-малтанах, савӑнӑҫпа хутӑш кӑшт кӑна вӗчӗлтетме пуҫланӑ хӗрхӳ туйӑм ҫеҫскер, Дина больницӑна пырса кайнӑранпа самаях вӑхӑт иртерехпе, вӑл тепре килсе кӗрессе ӗнтӗ пач шанӑҫа ҫухатмӑ пӑрахнӑранпа, талӑксерен-талӑксерен йӑлтах хӗрхӳ туйӑма куҫса, Виталин ахаль те канӑҫсӑр кун-каҫӗсене пушшех канӑҫсӑрлантарса, сӑнӑ пек чике-чике тирме тытӑнчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗлмен, чухлӑман мар Виталий, пӗлнӗ, чухланӑ: ҫак туйӑм, этем чӗринче хавхалануллӑ хӑватпа тан тапса тӑракан ҫак нӗрсӗр те пархатарлах мар туйӑм, ту тӑрринчен хыттӑн ыткӑнса анакан шыв-сикки евӗр, чарусӑррӑн та ҫул ҫинчи чӑрмавсене сирпӗнтере-сирпӗнтере, йӗкӗте те, никама та пӑхӑнмасла шавлӑн та пӑтравлӑн талпӑнчӗ те талпӑнчӗ ирӗке, хӑйне пӗр чиперлетсе, пӗр путсӗрлетсе талпӑнчӗ те талпӑнчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каярахпа ҫак туйӑм, ӳссе, аталанса пырса, ҫирӗп ӑс-тӑн ӑнланӑвӗ пулса тӑчӗ.которое, все более и более проникая в сознание, привело меня к убеждениям,
Суд // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Ҫамрӑк чухнех, — сӑмахне малалла тӑсать Александр Ильич, — хальхи пӗтӗм строя килӗштермен темле туйӑм манра палӑрма пуҫларӗ.
Суд // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Чура сутуҫисем тӗрӗслӗхпе суялӑха уйӑраймиех пӑтраштарса янӑ ӗнтӗ, вӗсен чысӗ те, намӑсӗ те пӗтнӗ, чунӗсенче нимле ятлӑ-сумлӑ туйӑм та юлман; хӑҫан та пулин пулнӑ пулсан та, Африкӑри чура суту-илӗвӗн тискерлӗхӗнче вӗсем ӑна тахҫанах ҫухатнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӗсен ҫемйинче ырӑ ӗҫ тӑвас тенӗ туртӑмсем яланах ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ: вӗсене иккӗшне те — ырханкка, епрешке амӑшне те, трук вӗриленсе каякан ашшӗне те ҫав туйӑм ҫитмен.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Пӗр туйӑм — шик — ун чӗринче: автобусран, Эркаирен, пуҫлӑхсенчен, арӑмӗнчен, сунас пек чир-чӗр ересрен, кивҫен укҫа ыйтаканран, милицирен те ҫӑваран, хӗл пуласран, йытӑсенчен, суя сӑмах-мӗн илтесрен, халӑх судне хӑй лекесрен, — темрен-темрен те вӑл хӑрать.
Хӑравҫӑ // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 153–156 с.
Пур вӗри пӗр туйӑм унӑн: алка ҫакнӑн хӑлхаран юратать вӑл кунӗн-ҫӗрӗн ҫакӑнма телефонран.Лишь одна любовь рекой залила и в бездну клонит — любит этакой серьгой повисеть на телефоне.
Суя сӑмах саракан // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 106–109 с.
Хӑйсен арканнӑ карапне курсан, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсене йывӑр туйӑм пусса илчӗ.Увидев свой корабль, миссис Уэлдон и ее спутники испытали тягостное чувство.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дикӑн Уэлдон миссисӑнни пек ултавлӑ туйӑм пулмарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑнара чухне стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫӳремен сехете курсан, сехет ӑстин ӑна ҫав тери хута ярасси килет, ҫавӑн пекех кит сунарҫине те, океанра ишекен кита курсан, ӑна хӑвӑртрах гарпунпа тытас хӗрӳллӗ туйӑм ҫавӑрса илет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫак туйӑм ун «Вальдек» ҫинчи килӗшмен ҫынсем хушшинче капланса ӳссе кайнӑ, паллах.Несомненно, это свойство развилось у него на «Вальдеке», где люди пришлись ему не по вкусу.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.