Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗнчен, унӑн уҫса янӑ, кӑвакрах ҫӳҫпе витӗннӗ, супӑньтен йӑваласа тунӑ пек курӑнакан кӑкӑрӗнчен йӗрӗнес туйӑм та Якова пурӑнма кансӗрленӗ, ҫав туйӑма пытарма, курӑнми тума йывӑр пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тетӗшӗн тӳрккес, хура кӗлетки Яков пурнӑҫне тата тепӗр мӗлке илсе кӗртрӗ, манаха курни унра малашне тем пулассине систерекен йывӑр туйӑм ҫуратрӗ, унӑн тӗксӗм, хухса пыракан сӑн-пичӗ вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫакӑн пек туйӑм пулнӑ сехетсенче ӑна фабрикӑра уншӑн, хӑйӗншӗн, темле хӑрушӑ япала пур пек, вӑл куҫа курӑнми йӑсӑрланса, тӗтӗмленсе тӑнӑ пек сисӗннӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак туйӑм уншӑн тутлӑ апат хыҫҫӑн та, хӗрарӑмпа ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн та пӗр пекех кӑмӑллӑ пулнӑ.Оно являлось одинаково приятным и после вкусного обеда и после обладания женщиной.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лӑпкӑ минутсенче Попова сӑнарӗ ун куҫӗ умне тухса тӑнӑ, анчах та тӗлӗннисӗр пуҫне нимӗнле туйӑм та ҫуратман; акӑ ӗнтӗ ҫын кӑмӑла каять, ун ҫинчен шухӑшлатӑн, анчах та вӑл сана мӗн тума кирлине ӑнланма ҫук, унпа — хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫын пекех — калаҫма та ҫук.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пуҫӗ мухмӑрпа пӑтранса тӑнине тата лӗнчӗркесе ҫитнӗ кӗлетки ывӑннине туйнӑ вӑхӑтрах, шӑллӗне сӑнаса, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче тепӗр кӑткӑс туйӑм ӳссе пынине сисрӗ: вӑл шӑллӗне пӗр вӑхӑтрах ӑмсанать те хисеплет те; унран вӑрттӑн тӑрӑхлани те, ӑна курайманни те пур.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ун ӑшӗнче шӑллӗне юратман тата ӑмсанакан туйӑм ҫуралчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Никита, кулнӑ чухнехи пек, ҫӑварне чалӑштарчӗ, хӑйӗн тӗксӗм кӑвак сухалне ывҫи ӑшне пуҫтарса тытрӗ те, кулма чарӑнса, тӗттӗмлӗхре малаллах калаҫрӗ; унӑн сӑмахӗсем Петра хускатса ячӗҫ, унӑн ытларах пӗлес туйӑм ҫуралчӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл темле хӑрушӑ япала пуласса кӗтрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Илья Тихонпа калаҫни, дворник ҫине пушшех те сиввӗн, юратмасӑр пӑхакан туса, Артамонов ӑшӗнче темле шиклӗ туйӑм ҫуратнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑйне ҫӑлса хӑварас туйӑм ӑна хӑвӑрт тавҫӑрса илме хушрӗ:Чувство самосохранения подсказывало ему быстренькие догадки:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ывӑлӗ ашшӗ патне пынӑ та, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса, алӑк янаххи ҫумне тӑнӑ, Петр ун ҫине пӗр пӑшӑрханмасӑр пӑхнӑ, унӑн, ывӑлне тытса ачашлас килнисӗр пуҫне, урӑх нимӗнле туйӑм та пулман.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑрас туйӑм уйрӑмах пӗр ӗҫ хыҫҫӑн вӑйланса кайрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Никитӑн пӗрмаях Тихона лайӑхрах пӗлес, ҫав вӑхӑтрах тата ҫав сарлака янахлӑ, ӑнланмалла мар мужикрен хӑрас туйӑм ӳссе пынӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сирӗн пысӑк туйӑм пулнӑ пулсан, эсир те нефтепровод кун-ҫулӗшӗн, Тӑван ҫӗршывшӑн тӑрӑшни аван пулнӑ пулӗччӗ!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ман туйӑм ҫавнашкал мар-и! —
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ӑшра кунсерен вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланса пыракан ҫӗнӗ туйӑм — ҫав тери хаяр курайманлӑх ҫуралнӑ самант кашни ҫыннӑн пулнӑ пулӗ, тетӗп.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫак туйӑм, ҫак ӗмӗт кашнинчех пулнӑ: акӑ Павловски набережнӑйра — сарнӑ чул ҫинче — йывӑр аманнӑ салтак выртать, — хӑй таврашӗнче пилӗкҫӗр салтак йынӑшса-ахлатса выртать пулин те, вӑл ҫапах та турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтать, ҫӑлӑнӑҫ памасан, вилӗмне часрах ярччӗ, тет; иртсе пыракан генерала ҫул парас тесе, мӗнпур вӑйне пухса халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗнӗ ополченец та хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; кӗпер урлӑ йӗркеллӗн, пӗрне-пӗри хӗстермесӗр каҫса тӑма хушса тӑракан генерал хӑй те часрах каҫса кайса хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет; васкаса пыракан батальонпа пӑтрашӑнса кайнӑ матрос та — хӗссе хунипе сывлаймиех пулнӑ матрос та — ҫӑлӑнасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; акӑ кӗпер патне пӗр аманнӑ офицера носилкӑпа тӑватӑ салтак йӑтса килеҫҫӗ, кӗпер умӗнче халӑхӗ ытла пӑтрашӑнса тӑнипе вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, вара аманнӑ офицера вӗсем Николаевски батарея умне ҫӗр ҫине вырттарчӗҫ, апла пулин те — офицерӗ те, салтакӗсем те хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ; пӗр тупӑ умӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ артиллерист та ҫаплах шухӑшлать, начальниксем ӑна туппине бухта тӗпне яма хушнӑ, вара вӑл юлташӗсене чӗннӗ те чӑнкӑ ҫырантан туппине шывалла тӗртнӗ, ҫакна вара вӑл мӗншӗн апла тума хушнине ниепле те ӑнланса илеймест; карапсене аркантарса яма бомбӑсем хурса хӑварнӑ флот ҫыннисем те — карапӗсем патӗнчен баркас ҫине ларса васкавлӑн ишсе каякан флот ҫыннисем те, — хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Вилӗмрен… хӑрас туйӑм… этемре хӑй ҫуралнӑ чухнех пулать.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑйӗн кӑкӑрӗ мӗн тери йӗпе иккенне туять вӑл — ҫак туйӑм ӑна шыв ҫинчен аса илтерет, ҫав хӑй туякан йӗпе япалана тем пекех ӗҫӗччӗ ӗнтӗ вӑл.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Петербургра пурӑннӑ чухнехи парӑмӗ те аса килчӗ ӑна, ун ӗнтӗ ӑна тахҫанах тӳлесе татмалла; хӑй каҫхине кӑна юрланӑ цыган юррин кӗвви аса килчӗ; куҫӗ умне хӑй юратнӑ хӗрарӑм сӑнӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ, тӗксӗмрех кӗрен лентӑллӑ чепчикпа вӑл; пӗр 5 ҫул маларах хӑйне кӳрентернӗ ҫын аса килчӗ ӑна, ку ҫынна вӑл хӑйне кӳрентернӗшӗн халӗ те тавӑрман-ха, ҫак хушӑрах, ҫакӑ тата ытти пин-пин тӗрлӗ япалана аса илнӗ хушӑрах вӗл, уҫҫӑнах мар пулин те, хӑй ҫав тери хӑраса ӳкнине тата хӑйне вилӗм кӗтнине туйсах тӑчӗ, ку туйӑм унтан пӗр самантлӑха та уйрӑлмарӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.