Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсир чирлӗ-и? —терӗ вӑл, ман ҫине тинкерсе пӑхса.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун ҫине тинкерсе пӑхрӑм та эпӗ сӑмах хушмарӑм.
Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл, темӗн аса илесшӗн пулса, ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ, унтан каллех кӑштах хӗрелсе кайрӗ те юлашкинчен вара татсах: — пурте! — терӗ.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шӑппӑн, сӑмах чӗнмесӗр пырса ларчӗ вӑл ман ума, хӑй ман ҫинелле тинкерсе пӑхать.Она села против меня тихо и безмолвно и устремила на меня глаза свои.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ума ҫитсен, вӑл чарӑнса тӑчӗ те, эпӗ пуррине кура тӗлӗннӗ пек пулса, мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ, унтан вара вӑрт ҫаврӑнчӗ те васкамасӑр пристань еннелле утса кайрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвел ҫути куҫне ан йӑмӑхтартӑр тесе, аллипе хупласа, инҫетелле тинкерсе пӑхать, кулкаласа илет те ҫавӑнтах хӑй тӗллӗн калаҫа пуҫлать, ҫав вӑхӑтрах юрласа та ярать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗнтӗ кимӗ пек япалана курасчӗ-ха тесе, эпӗ темӗн пек тинкерсе инҫете пӑхрӑм пулин те, нимӗн те кураймарӑм.Признаюсь, сколько я ни старался различить вдалеке что-нибудь наподобие лодки, но безуспешно.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӑшра хӗрӳлӗх пуррине е шухӑш вӑйлӑланнине кӑтартни мар-ха ку: куҫа йӑмӑхтариччен ҫутатать те, ҫапах та сиввӗн пӑхать, яка хурҫӑ ҫути евӗрлӗ вӑл, нумайччен те пӑхса тӑмасть хӑй, анчах тинкерсе, йывӑррӑн пӑхса илет те именмесӗр каланӑ сӑмах намӑслантарнӑ пек вӑтантарать, нимӗн туйӑмсӑр лӑпкӑ кӑмӑлпа пӑхмасан, ӑна чӑрсӑр пӑхать теме те пулать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халь ӗнтӗ куҫсем те ҫав тери тинкерсе пӑхрӗҫ, хӑлхасем те ҫав тери лайӑх итлерӗҫ, шухӑш та ҫав тери вӑйлӑ ӗҫлерӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лётчик тинкерсе тӑнларӗ те, таҫтан аякран кӑшкӑрнӑ сасса илтрӗ:
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Бэла, ҫак сӑмахран тӗлӗннӗ пек пулса, ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ.Она посмотрела ему пристально в лицо, как будто пораженная этой новой мыслию;
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вал чеен кулса илчӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Старший лейтенант ҫавӑнтах кузов ҫинчен анчӗ те, курӑк ҫине ларса, ҫул ҫинелле тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.Старший лейтенант сейчас же вылез из кузова и присел на траве, зорко смотря на дорогу.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та унӑн хӗвелпе, ҫилпе пиҫсе ларнӑ сӑнӗ ҫине, куҫ хӗррисем ҫумӗнчи, ҫамки ҫинчи, тутисем хӗрринчи ҫип пек ҫинҫе пӗрмеленчӗк йӗрӗсем ҫине, унӑн хура, ялан шухӑша кайнӑ пек курӑнакан ӗшенчӗкрех куҫӗсем ҫине тинкерсе пӑхсан, ӑна тата тепӗр вунӑ ҫул хушса пама пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй мӗнле вӗҫнине ҫӗр ҫинчен питех те тинкерсе сӑнаса тӑнине астуса, халӗ унӑн пурнӑҫӗнчи чи пысӑк ыйту — вӑл малашне вӗҫесси е вӗҫес марри татӑлнине пӗлсе, Алексей ҫак кунхине хӑйӗн мӗн тумаллисенчен те ирттерчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Майор ӑна питӗ те туслӑн, тинкерсе итлерӗ.Майор слушал его не то чтобы учтиво, нет, а очень как-то по-дружески, участливо и внимательно.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей малтанхи пекех шухӑша кайнӑн, нимӗн ҫине тинкерсе пӑхман пек пулса ларнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Алексей (вулакан палларӗ ӗнтӗ ӑна) ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк хресчен хӗрӗ ҫине тинкерсе пӑхса тӑнӑ.Алексей (читатель уже узнал его) между тем пристально глядел на молодую крестьянку.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫамрӑк хуҫа малтан эпӗ мӗн тунине тинкерсе асӑрхаса пычӗ; анчах хутсем тӑрӑх юлашки икӗ ҫул хушшинче хресченсен йышӗ нумайланни, вӗсен чӑххи-чепписем тата килти выльӑхӗсем сахалланни палӑрсассӑнах, Иван Петровичӑн, кӑна пӗлнипе, кӑмӑлӗ тулчӗ те урӑх вара вӑл мана итлемерӗ; эпӗ хутсем тӑрӑх шыра-шыра тата тӗплӗ ыйта-ыйта ултавҫӑ старостӑна чӑлхантарса ҫитерсе чӗнми тунӑ ҫӗре, Иван Петрович, мана тарӑхтарма тенӗ пекех, хӑйӗн пуканӗ ҫинче харлаттарса ҫывӑрса кайрӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936