Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темле сăмах пирĕн базăра пур.
темле (тĕпĕ: темле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каллех, мечӗке стена ҫумне персе сиктернӗ пек, темле шкул ачи вӗҫсе ҫитрӗ.

Опять, словно мяч, брошенный с силой об стенку и отскочивший от нее, примчался какой-то школьник.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Пӑтӑрмахпа усӑ курса, пӗчӗк ача тытнӑ темле ватӑ няня хыҫран хӗсӗнсе кӗчӗ.

Пользуясь моментом, сзади протиснулась вперед старая нянька с ребенком на руках.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Аллинче темле кантра пур, кантрин тепӗр вӗҫне кӑвак пустав халат ҫийӗн ҫанӑсӑр шурӑ халат уртса янӑ ҫыннӑн хулӗ айӗпе янӑ.

В руках он держал веревку, второй конец которой был пропущен под мышками человека в голубом холщовом халате, поверх которого была накинута белая безрукавка.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Алӑк патӗнче каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унӑн чӗрине сасартӑк темле хӗрхенӳллӗ туйӑм хӗссе лартрӗ, вара ӑна хӑй ури айӗнчи кӑтрашка урай палуба пекех силленсе илнӗн туйӑнчӗ.

На выходе оглянулся, и вдруг такая острая жалость стиснула его сердце, что ему показалось, будто шероховатый пол закачался под его ногами, как палуба.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Масар ҫинчи пек темле тӑманасем кӑшкӑраҫҫӗ…

Какие-то совы кричат, как на кладбище…

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсенчен кирек хӑшӗ те темле хаяр тигрӑран та усалрахчӗ, кашниех пӑру пек пысӑкчӗ.

Любой из них хуже тигры лютой, и ростом каждый чуть не с телка.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Темле шуйттан пенӗ.

Какой-то черт вдарил.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑйӗн ҫара кӑкӑрӗ ҫине Давыдовӑн тусанланнӑ тельняшки пырса выртсан ӑна темле, халиччен пулман пӑлханчӑк туйӑм ҫавӑрса илчӗ: вӑйлӑ арҫын ӳчӗн пӗтӗм вӗрилӗхӗ-ӑшши ун ӑшне кӗрсе, ӑна пӗтӗмпех тултарса лартнӑ пек пулчӗ…

Странное, незнакомое и волнующее чувство испытала она в тот момент, когда запыленная Давыдовская тельняшка легла ей на голую грудь: будто все горячее тепло сильного мужского тела вошло в нее и заполнило всю, до отказа…

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Варя тӑтӑшах тем калама тӑчӗ, анчах ӑна темле вӑй чарса пычӗ.

Все время Варя порывалась что-то сказать, но какая-то сила удерживала ее.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сан пит ҫинче темле йӑрӑмсем пур.

— Лицо у тебя в каких-то полосах.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫамки ҫинче тем йӑраланса ҫӳренипе вӑранса кайрӗ — темле эрешмен е хурт пулчӗ пулмалла.

Проснулся он оттого, что по лбу его что-то ползало — наверное, паучок или какой-нибудь червяк.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан ҫӗр ҫине выртрӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрса кайрӗ, — ӑна таҫта, ҫӗр шӑрши кӗрекен темле тӗттӗм, ҫемҫе вырӑна татӑлса аннӑ пекех туйӑнчӗ…

Лег на спину и тотчас уснул, будто провалился во что-то черное, мягкое, пахнущее землей…

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов питне ҫуса ячӗ те ҫакна курчӗ: темле ватӑрах, кукша-гражданин, аллисемпе сак ҫине тӗреннӗ те, пӗшкӗнсе, куҫне чарса, пӗр вӑтанмасӑр, ун хырӑмӗ ҫинчи ӳкерчӗке пӑхса тӑрать, хӑй, савӑннипе каҫса кайса, шӑппӑн ӗхӗлтетет.

Давыдов ополоснул лицо, увидел: некий пожилой, лысый гражданин, опираясь о лавку руками, изогнувшись, в упор, беззастенчиво рассматривал рисунок на животе Давыдова и, захлебываясь от восторга, тихо хихикал.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Виҫӗ казакран мана пӗри те шӑнӑрли лекменшӗн, пурте темле хевтесӗр те чирлӗ пулнӑшӑн эпӗ айӑплӑ-им?

— Чем же я виновата, что из трех казаков мне ни одного жилистого не попалось, а все какие-то немощные да полухворые?

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чухне тӗл пулсан, хӗр, именсе те ачашшӑн пӑхса, йӑл кулнӑ, вӑтаннипе унӑн пичӗ сасартӑк хӗрелнӗ, анчах халӗ унӑн куҫӗсенче темле урӑх, ҫитӗннӗ, пысӑк туйӑм ҫиҫсе тӑнӑ…

И тогда, при встречах, она улыбалась ему смущенно и ласково, и смятение отражалось на ее вдруг вспыхивающем лице, — но теперь в ее взгляде было что-то иное, повзрослевшее и серьезное…

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ав Нагульнов темле ют чӗлхе вӗренет — тӗлӗнтермӗш; Крамсков мучи ҫирӗм ҫул хушши тӗрлӗ шӑрпӑк курупкисем пухать — тӗлӗнтермӗш; эсӗ Лушка Нагульновӑпа явӑҫатӑн — тӗлӗнтермӗш; урамра пӗр-пӗр ӳсӗр пырать, такӑна-такӑна каять, ҫурӑмӗпе ҫатан картасене шӑлса типӗтет — ку та тӗлӗнтермӗш.

Вот Нагульнов какой-то чужой язык выучивает — чудинка; дед Крамсков двадцать лет разные спичечные коробки собирает — чудинка; ты с Лушкой Нагульновой путаешься — чудинка; пьяненький какой-нибудь идет по улице, спотыкается и плетни спиной обтирает — тоже чудинка.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атте темле путсӗр пулнӑ пулин те, вӑл асма та пӗлнӗ, ӗҫлеме те пӗлнӗ.

Какой бы отец непутевый ни был, но он умел погулять, умел и поработать.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл темле асаплӑ кулӑпа кулман пулсан, — эпӗ, тен, макӑрман та пулӑттӑм, кунта ниепле те тӳсеймерӗм…

Ежели бы он не улыбался какой-то замученной улыбкой, — я, может, и не заплакал бы, а тут никак не мог сдержаться…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чукмарпа, темле тимӗрпе ислетнӗ…

Кольями били и каким-то железом…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ ак ҫак иртсе кайнӑ историе аса илтӗм те, ҫӑвар темле типсе, ӗнтӗхсе кайрӗ…

А тут вспомнил эту старую историю, и что-то во рту стало сухо и солоно…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех