Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тат сăмах пирĕн базăра пур.
тат (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Касса тат мана ҫурмаран, анчах эпӗ вӗсене пӗчӗк ҫитменлӗхшӗн те каҫарма пултараймастӑп!

Режь меня, не могу прощать им даже малейших упущений!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ман пиҫиххи хыҫӗнчен ҫӗҫӗ кӑларса ил, — терӗ Бен, — аквалангӑн пур чӗнӗсене те касса тат.

— Достань у меня из-за пояса нож, — сказал Бен, — и перережь все ремешки акваланга.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Ҫиес тетӗн-тӗк, мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ тат та ҫи.

Захотел полакомиться — рви сколько хочешь.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Юлашкинчен тат апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсем те пур: пӗр пӗчӗк ҫыххинче ултӑ уйӑх пурӑнмаллӑх аш-какай консервипе сухари хатӗрленӗ, ӗҫмеллисенчен уртӑш ҫырли эрехӗ ҫеҫ пур, шыв пӗр тумлам та илмен.

Наконец, были еще и съестные припасы: небольшой, но утешительный мешок содержал шестимесячный запас концентрированного мяса и сухарей; можжевеловая водка была единственным напитком, а воды совершенно не было.

XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Йӑлара тат калаҫусенче те темскер килӗшӳсӗррине, ҫителӗксӗррине, хӗсӗннине Василий ытларах та ытларах туйса пырать, анчах вӑл ҫемьери ачашлӑхпа лӑпкӑлӑха мӗн илтнине илтес мар, мӗн курнине курас мар тесе питех те тӑрӑшать.

Было и в обычаях и в разговорах что-то недоброе, ограниченное, узкое, и Василий все острее чувствовал это, но так велика была его потребность в семейном тепле и уюте, что он старался не слышать того, что слышал, и не видеть того, что видел.

9. Хуратул икерчисем // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кунта, паллах, хулари мар ӗнтӗ, никам та: «Ан тат», «Ан тапта», «Ан вырт» тесе хӑратса ҫырса хуман.

Настоящих, не городских, без устрашающих табличек: «Не рвать», «Не ходить», «Не лежать».

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Евгений, сана халь аванрах, турӑ пулӑшсан, чӗрӗлӗн те; анчах ҫак вӑхӑтпа усӑ курса юл, аннӳпе иксӗмӗре йӑпат ӗнтӗ, христианин тивӗҫне туса тат!

— Евгений, тебе теперь лучше; ты, бог даст, выздоровеешь; но воспользуйся этим временем, утешь нас с матерью, исполни долг христианина!

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ҫитет, атте, ҫитет, кӑмӑла ан тат ӗнтӗ! —

— Полно, папаша, полно, сделай одолжение! —

III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Тат

Дотянулся рукой до деревца…

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Халех парса тат.

Немедля верни.

Ҫӗр улпучӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Парса тат.

Верни.

Ҫӗр улпучӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Нумай тӗрлӗрен чечек пулать вӗсем ҫинче; анчах, леш тӗнчери вӑй сыхлатӑрах сана, пӗрне те ан тат.

Много будет на них цветов разных; но сохрани тебя нездешняя сила вырвать хоть один.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Вӗсем вырӑссен ваттисем каланӑ сӑмаха: Мускав ҫине каяс пулсан, пуҫна малтанах касса тат, тенине пӗлмеҫҫӗ, — терӗ Сталин.

— Они не знают старую русскую мудрость, сказал Сталин: если идешь в Москву, отруби голову заранее.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Касса тат

Перережь…

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Касса тат… — пӑшӑлтатса калать амӑшӗ; унӑн куҫӗсем хупӑннӑ, питҫӑмартисем шалалла путса кӗнӗ, вилнӗ ҫыннӑнни евӗр, ҫӗр тӗслӗ, кӑвакарнӑ тутисем аран-аран хускалаҫҫӗ:

— Режь… — тихо шепчет мать, — глаза у нее закрыты, лицо опало, оно землисто, как у мертвой, а синие губы едва шевелятся:

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Ытларах тат, Саня! — савӑнса кайрӗ Маша!

— И побольше, Саня! — обрадовалась Маша.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1870-мӗш ҫулсен вӗҫнелле Раҫҫейӗн Хура тинӗсре икӗ «поповка» (2) ,майӗпен ҫӳрекен темиҫе корветпа шхуна тат пассажирсене турттаракан пӑрахутсем кӑна пулнӑ.

К концу семидесятых годов Россия имела на Черном море лишь две «поповки», несколько тихоходных корветов и шхун и пассажирские пароходы.

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл мана: «Пирӗн турӑ пасарти хака хутшӑнмасть. Пирӗн хамӑрӑн хаксем, туррӑн — хӑйӗн. Эсир килӗшместӗр пулсассӑн, жидсем патне кайӑр, ахӑрнех вӗсем пӗрер пус хаклӑрах парӗҫ, анчах мана сакӑрвунӑ пус парӑмна тӳлесе тат», терӗ.

А она мне: «У нас бог до привозных цен не касается. У нас свои цены, а у бога свои. А если вы несогласные, то идите к жидам, может, они вам на какую-нибудь копейку больше дадут, только сначала верните мне восемьдесят копеек вашего долга!»

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӑмӑлу пулсан — музыка итле, кӑмӑлу пур-тӑк — садра вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ чечек тат, унтан спектакль пӗтсен, халӑха сут.

Хочешь — слушай музыку, хочешь — нарви тайком левкоев в садоводстве и после спектакля продавай публике —

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта грушӑсем, панулмисем, апельсинсем урам варринчех ӳсеҫҫӗ иккен, мӗн чухлӗ ҫиес килет, ҫавӑн чухлӗ тат та ҫи, уншӑн сана кунти ҫырла-ҫимӗҫ садӗнчи хуралҫӑсем пек ҫурӑмран тӑварпа персе ӑшалантармаҫҫӗ те иккен.

в котором груши, яблоки, апельсины росли прямо на улицах, так что можно срывать их сколько угодно и никто за это не всадит тебе в спину хороший заряд соли, как сторожа в наших фруктовых садах.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех