Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑхман сăмах пирĕн базăра пур.
сӑхман (тĕпĕ: сӑхман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ишек пасарӗнче авалхи бояр ывӑлӗсем пек ҫӳрет: хура пустав сӑхманпа, ҫутӑ сӑмсаллӑ карттуспа, сӑран атӑпа, тӗрӗллӗ кӗпе умӗ курӑнтӑр тесе, сӑхман ҫухине ярханах янӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ан сирсе яр сӑхмана, сивӗ пулать, шӑнсан татах чирлетӗн, — терӗ аппа, вара сӑхман аркипе мана мӑй таран витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан шухӑшларах тӑчӗ те ӑна каялла кӑларса илсе кӑмака ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хура сӑхман кӗсйине чикрӗ, сӑхманне кӑмака ҫине пӗрене ҫумне чӑмӑртаса хучӗ.

Но, пораздумав, вынул обратно, положил в карман кафтана и, свернув его, спрятал на печи.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫитменнине тата, юнланнӑ кӗпепе сӑхман ҫилӗм пек ҫыпҫӑнса ларнӑ та, сӑхмана туртсан вӑл кӗпене ӳт ҫумӗнчен тӑпӑлтарать.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл мана сӑхман аркинчен (сӑхманне ҫирӗп пурҫӑн материрен тунӑччӗ) пит ҫивӗч ярса тытрӗ те ещӗкрен туртса кӑларчӗ.

Она очень ловко схватила меня за полу кафтана из прочной шелковой материи и вытащила наружу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ун ҫинче хӑй пирӗн пата калаҫма пынӑ чухнехи капӑр сӑхманех илемленсе тӑрать, анчах халӗ ку сӑхман тӑмпа вараланса пӗтнӗ тата ӑна йӗплӗ йывӑҫ турачӗсем ҫуркаланӑ.

На нем все еще красовался нарядный кафтан, в котором он приходил к нам для переговоров, но теперь кафтан этот был перепачкан глиной и изодран шипами колючих кустов.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Унӑн тӑла сӑхманӗ мӗнле пулнине те эпӗ лайӑх астӑватӑп; ӑна вӑл ҫӳлти хутра, хӑйӗн пӳлӗмӗнче мӗн чухлӗ тӳрлетрӗ пулин те, юлашкинчен сӑхман лӑстӑк ҫӗтӗке тӑрса юлчӗ.

Я хорошо помню, какой у него был драный кафтан; сколько он ни чинил его наверху, в своей комнате, в конце концов кафтан превратился в лохмотья.

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пӗр ямшӑкӗ — хӗллехи ҫӗлӗк, сӑхман тӑхӑннӑ курпун старик кӳме туртине аллипе хыпалакаласа пӑхать, кӳлме хатӗрленӗ кӳме ҫине тарӑн шухӑшлӑн тинкерет; тепри — яштака ҫамрӑк каччӑ, хӗрлӗ хӑмач кӗштеклӗ кӗпепе, сарӑ кӑтра ҫӳҫне хыҫкаланӑ чух пӗрре пӗр хӑлхи ҫине, тепре тепӗр хӑлхи ҫине анса ларакан хура кӑчкӑ ҫӑм шлепки тӑхӑннӑскер — хӑйӗн сӑхманне ларкӑч ҫине хучӗ, унтах тилхепине пӑрахрӗ те, лаптаклатса явнӑ чӑпӑрккипе ҫапкаласа, пӗрре хӑйӗн атти ҫине, тепре ҫӑмӑл урапана тикӗтлекен лавҫӑсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Один из ямщиков — сгорбленный старик в зимней шапке и армяке — держал в руке дышло коляски, потрогивал его и глубокомысленно посматривал на ход; другой — видный молодой парень, в одной белой рубахе с красными кумачовыми ластовицами, в черной поярковой шляпе черепеником, которую он, почесывая свои белокурые кудри, сбивал то на одно, то на другое ухо, — положил свой армяк на козлы, закинул туда же вожжи и, постегивая плетеным кнутиком, посматривал то на свои сапоги, то на кучеров, которые мазали бричку.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тул ҫутӑлать, ирхи уҫӑ та сулхӑн сывлӑш ӑна ҫӗклентерсе пырать, вӑл, аллисене пустав сӑхман айӗнчен хыҫалалла тытса, хӑйӗн ҫӗрӗ тӑрӑх утса ҫӳрет, сӑхманӗ, автан хӳри пек, ҫӳлелле ҫӗкленнӗ; Артамонов йывӑр урипе ҫункавсемпе турпассене таптать, хӑй: — Олешкӑна ирӗклӗрех ҫӳреме парас пулать, ан тив, ун ҫинчи кӑпӑк тасалтӑр.

Он идёт по холодку, в перламутровом сумраке раннего утра; ходит по своей земле, сунув руки за спину под кафтан; кафтан приподнялся петушиным хвостом; Артамонов давит тяжёлою ногой стружку, щепу, думает: «Олёшке надо дать выгуляться, пускай с него пена сойдёт.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Акӑ унӑн сарӑхнӑ кивӗ сӑхманӗ, ҫипписем халь витӗр палӑраҫҫӗ, сарса пӑхсан, ҫак сӑхман витӗр Чӗмпӗр курӑнать.

А вот и его старый сохман весь в дырах — разверни и увидишь сквозь них Симбирск.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ку вӑл — символ… ку вӑл, юлашкинчен, лайӑх ҫӗленӗ сӑхман, ҫак сӑхмана пин ҫынна тӑхӑнтарма пулать!»

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

— Арчи ҫӑраҫҫине кӑвак сӑхман кӗсйинче тытать; сӑхманӗ пӳлӗмӗнчех ҫакӑнса тӑрать…

— Ключ от сундука хранится в боковом кармане его фиолетового кафтана; он висит на стене в келье…

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑхман аркине уҫса Титок хӑяккӑн Нагульнов ҫине пӑхса илчӗ.

— Титок искоса глянул на Нагульнова, распахнул полу зипуна.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑхман айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраканни мӗн санӑн?

Это что у тебя под зипуном выпинается?

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗтӗк-ҫатӑк малахайӗ ҫине хӑй капюшон витсе янӑ, килте тӗртсе тунӑ кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ.

Он был в своем сером домотканом зипуне с накинутым на рваный малахай капюшоном.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Ӗҫлекенсем хушшинче, темле, тӗлӗнмелле, ырханскерсем, йӗс тӗслӗ, шерепеллӗ чалма, кӗске кӑвак сӑхман тата чӗркуҫҫи тӗлӗнче тӑвӑр та, анчах тӗпне шалпар туса ҫӗлетнӗ шӑлавар тӑхӑннӑскерсем пурччӗ.

…Среди работавших были какие-то странные, сухие, бронзовые фигуры в красных чалмах, в фесках, в синих коротких куртках и в шароварах, узких у голени, но — с широкой мотней.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Ну, сывӑ пул! — терӗ вӑл, хӑйӗн ывалӗ васкавлӑн сӑхман тӑхӑнма пуҫласан.

— Ну, прощай! — сказала она, когда сын ее стал быстро натягивать на себя кафтан.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Эсӗ паҫӑр мана: санӑн питӳ ҫутах мар, пӗркеленкӗ терӗн, — калаҫма пуҫларӗ Обломов, сӑмахне малалла тӑсса, — ҫапла, эпӗ ҫемҫешке, тӑхӑнса ҫӗтнӗ сӑхман пекех кивӗ, анчах ку — ҫанталӑка пула мар, ӗҫе пула мар, вуникӗ ҫул хушши ҫутта хам ӑшра хупса усранӑран ҫапла, вӑл тухмалли ҫул шырарӗ, анчах хӑйӗн тӗрмине ҫеҫ ҫунтарса ячӗ, ирӗке тухаймасӑр сӳнчӗ.

— Ты сказал давеча, что у меня лицо не совсем свежо, измято, — продолжал Обломов, — да, я дряблый, ветхий, изношенный кафтан, но не от климата, не от трудов, а от того, что двенадцать лет во мне был заперт свет, который искал выхода, но только жег свою тюрьму, не вырвался на волю и угас.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Калас пулать, кучер ҫийӗнчи сӑхман пӗрре те шӑтӑк-ҫурӑк мар.

Надо заметить, что армяк на кучере был вовсе без дыр.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑй — ҫурӑмне ҫӳлелле тӑратнӑ, сӑхман аркисене айккинелле сарса пӑрахнӑ.

Как он спиной-то кверху, а полы кафтана врозь…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех