Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сӑмса тутӑрӗ витӗр, манран йӗрӗнетӗн пулсан тутуна эс унпа картла, — сӗнчӗ каччӑ.
I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Сӑмса ан каҫӑртӑр, мӗн тунине критик куҫӗпе пӑхӑр, йӑнӑшсене йышӑнма ан хӑрӑр.Не задирайте нос, смотрите на свои поступки критически и не бойтесь признать ошибки.
15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Чӑнах та, ҫыннӑн ури вырӑнне алӑ, куҫӗ вырӑнне хӑлха, хӑлхи вырӑнне сӑмса лартсан, этемӗн кӗлетки пӑсӑлса каять; ун пек ҫынна урама кӑларса ярсан, ӑна курма ҫӗршер кара ҫӑвар пухӑннӑ пулӗччӗ…
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Ҫынна вӑрҫма пӗлетпӗр эпир, сӑмса айӗнчине вара курмастпӑр.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗскен каласан, фашистсем пирӗн сӑмса тӗлӗнчех, пӗр шикленмесӗр темелле, ҫав кӗперпе анлӑн усӑ куратчӗҫ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Пуяндайкин сӑмса айӗнче тем мӑкӑртатакан пулчӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Хӗрлӗ сӑмса питне пӗркелентерсе илчӗ:
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Сасартӑк вӑранса кайнипе Павӑл ҫамкипе сӗтел кӗтессине ҫапӑнать, сӑмса умӗнче мӑрлатса ларакан ула кушакне тарӑхнипе ҫӗрелле тӗртсе ярать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
— Ҫумӑр пулать, — терӗ вӑл, — ман сӑмса вӗҫне пӗр тумламӗ ӳкрӗ, ав.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
— Сӑмса тутрисӗр те ҫӳреместпӗр.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Кӗркури, «чӑваш», «хырӑм», «пӑта» евӗрлӗ сӑмахсене асӑнкаласа, сӑмса айӗнчех тем ҫӑрӑлчӑкӗ ҫӑрса кӑларчӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Пӗр ҫӗрулмине алла илнӗччӗ ҫеҫ, Кӗркури, сивӗ, шывлӑ куҫне ман ҫинелле палт ҫавӑрса, каллех чӗрпӗнкӗ меццо-сопрано ҫине таврӑнса, сӑмса витӗр хӑтӑрса та пӑрахрӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Иван Иванча тӑруках элес-мелес тинӗс хумӗ хупласа хучӗ тейӗн: вӑл пӗр ӑстрӑм чӗлхесӗрленнӗ пекех ларчӗ, вара такӑна-такӑна, сӑмахне ҫӑта-ҫӑта сӑмса витӗр нӑрӑлтатма пуҫларӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пациент хӗрлӗ-кӑвак ҫӗвеллӗ, шӑйӑрӑлчӑклӑ питне нушаллӑн, шӑлне ҫыртса пӗркелесе илчӗ те, сӑмса шӑтӑкне сарса пӑрахса, сулахай аллипе пилӗкне ярса тытрӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Тарӑн пӗрӗмлӗ, мухмӑр тӑртанчӑклӗ, шӑмарчӑк сӑн-питне кӑвак сивӗ ҫапнӑ, куҫайӗ путса кӑвакарнӑ, сӑмса тӑпси шӑйӑрӑлнӑ, ҫамки тӑрӑх шултра тар патӑртатать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Унтан вӑл «яка пӑр ҫинче юлнӑ» клиенчӗсене чӑл-чал сапаланӑ куҫӗсемпе «сӑнӑ вӗҫтерсе» илчӗ те, куҫ харшине сӑмса кӑкӗ ҫине пуҫтарса, «шпагат» тума пикенекен хуралҫӑ-милиционерсене шӑппӑн, анчах ҫирӗппӗн, чышкине шатӑртаттарса чӑмӑртаса хытӑрларӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Усал шӗвек наркӑмӑшӗпе хӗрсе хӗтӗхленнӗ ӑш вӗҫҫи пуҫа арпаштарсах минретме пуҫласан, чун куҫҫулӗпе тасалнӑ, чӗреренех пӑчӑртанса тухакан сӑмахӗсене сӑмса айӗпе нӑрӑлтатса йӑвалантарма пуҫларӗ:
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Упӑшки вара, анрашса, малтанхи сӗвӗрӗнкӗ мӑкӑр-мӑкӑрнех пӑрӑҫласа сӑмса айӗн ҫӑрать-ха.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ку та ҫитмерӗ-ха Пуриса — «качтакине» вӑл каллех сӑмса витӗр латсӑр сӑмахсемпе тӑварларӗ, унтан, сулланкаласа пӗшкӗнсе, ал сӗмӗпе хыпалакаласа тупса ҫӗр ҫинчен пакетне илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чылайччен ларчӗ вӑл хальхинче чусталанса, саҫҫимах анкӑ-минкӗленсе кайса, сӳтӗлсе, курайманлӑхпа кӗвӗлсе ҫитнӗ ӑш-чиккине сӑмса витӗр ӗнӗрсе кӑларса.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.