Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмса сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмса (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ — упӑшкасӑр, — сӑмса айӗпе мӑкӑртатса утрӗ Куҫма арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсӗ-и выҫса ҫитни? — пӑшӑлтатрӗ Ваҫиле сӑмса айӗпе, анчах тантӑшӗ илтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑнни пекех тӳрӗ сӑмса, чакӑр куҫсем, ялан калаҫакан ҫепӗҫ тутасем.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрлӗ кӗтесе тенкел лартрӗ те ун ҫине хӑпарса турӑшсен хыҫӗнчен пӗчӗк тӗрке кӑларчӗ, сӑмса тутрине салтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй сӑмса айӗпе мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата вӑл басмачсене еплерех йӗкӗлтенине астуса юлнӑ: сӑмса айӗнче пӳрнепе сӑтӑркаласа Буденныйӗн мӑйӑхне сӑнласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешсем сӑмса юхтарсах пӑрлантарнӑ кӗрт ҫинчен пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ярӑнаҫҫӗ хулӑн хытӑ хутпалан.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Манран та ирттерет, сӑмса — вӑй!

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Вӗсем Украинӑри ҫапӑҫусене хутшӑнакан салтаксем валли ӑшӑ ҫӑм нускисем ҫыхнипе, сӑмса тутрисем тӗрленипе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Сӑмса айӗнчиех.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан хӗрлӗ тӗслӗ тӑваткал сӑмса тутрипе тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ.

Потом красным клетчатым платком утер пот со лба и сказал:

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Сӑмса тутриччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манӑн ҫамка ҫинче юнланса пӗтнӗ сӑмса тутри выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена шурӑ платйӗпеччӗ, ҫил ӑна хывса илесшӗн лӑскарӗ, унӑн вӑрӑм та тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫесене сапаласа яма тӑрӑшрӗ, вара вӑл пуҫне Завьяловӑн сӑмса тутрипе ҫыхрӗ — косынкине хӑйпе пӗрле илме маннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тумтирне тасатас тесе сӑмса тутрипе сӑтӑрать, сӑтӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хулӑн та самаях вӑрӑм сӑмса.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗн-ха, тархасшӑн, ыратать-и, — куҫҫульне сӑмса тутрипе шӑлнӑ май тархасласа макӑрчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑл чӗн пиҫиххине ман сӑмса патнех илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Чӑваш тӗррипе илемлетнӗ сӑмса тутрисем, салфеткӑсем, шӑрҫасемпе тенкӗсенчен ӑсталанӑ тухья-хушпу, масмаксем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Каччӑ, хӗр аллинчен тӗрленӗ сӑмса тутри илсе, вӑртах пуҫне ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех