Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмса сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмса (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ертӳлӗх тытӑмӗнче хирӗҫӳ тухма пултарать, унта сӑмса чикме ан тӑрӑшӑр, анчах мӗн те пулин кӑсӑклине пӗлес шанчӑка та ан вӗҫертӗр.

Не исключен конфликт в руководящих сферах, не позволяйте вовлечь себя в эту ситуацию, но и не упускайте возможности узнать нечто интересное.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Манӑн сӑмса халиччен пӗлмен пылак тутӑллӑ тӗтӗм шӑршине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Куҫҫуль тумламӗсем, сӑмса хӗррипе юхса анса, чӗтрекен ҫӳлти тути патне ҫитеҫҫӗ те тута ҫинчен сиксе сӗтел ҫинех ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

— Хамӑр пултарнипе ыттисене тӗлӗнтерер, пирӗн ҫумран «сӑмса шывӗсем» аякра тӑччӑр, — терӗ руль умӗнче ларакан Иваҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ӑна вӑл пӗр хут кӑна мар ман сӑмса умӗнче вӗҫтерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кӑштахран каччӑ хӑй парӑннине пӗлтерсе, хӗре алӑ тытса мухтарӗ, кӗсьерен сӑмса тутри кӑларса тарланӑ пит-куҫне шӑлса тулалла тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Сахал йӗкӗт-и уншӑн пӗр-пӗрин сӑмса кӗмӗрчӗкне хуҫнӑ?

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗлетӗр-и?.. — Кӑкӑр умӗнчи кӗсьерен симӗс хуплашкаллӑ пысӑк мар блокнот тата шариклӑ кӗске ручка кӑларчӗ те сӑмса айӗн мӑкӑртата-мӑкӑртата ҫырчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Монтажниксен сарлака пиҫиххийӗпе ҫыхӑнса ҫекӗл карабинӗпе колонна ункинчен-кӑканӗнчен ҫакланнӑскер, ҫак ҫӳллӗшре те вӑл хӑйне «килти» пекех туять пулмалла, пӗр шиксӗр хӑй ӗҫне тӑвать, «Юлашки электричка» юрра сӑмса айӗн ӗнерлет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӳхе тута, шӗвӗртерех сӑмса, ҫивӗч куҫ, вӑрӑм ҫивӗт…

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗнтӗ кӑтӑкланмасть сӑмса, пӗҫерсе ыратма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп пырса ҫитнӗ чухне хӑва тӗмӗ ҫумӗнче ларатчӗ, пиҫсе кайнӑ аллисене сӑмса шывӗпе сӑтӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Лайӑх туять вара ман ват сӑмса! — терӗ вӑл салтӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тӗрӗсле, тӗрӗсле, — сӑмса айӗн мӑкӑртатрӗ Ваҫҫа, — пӗр ҫыпҫӑннӑскер, уйрӑлас ҫук эс манран.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Теприн ҫырлисене татма пуҫланӑччӗ кӑна, сӑмса умӗнченех чӑрӑш йӗкелӗ патлатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пип-пип, чӑв-чав! сиккелет сӑмса умӗнчех вӗлтрентӑрри.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑй! чӑй! сирпӗнет икӗ еннелле пӑчкӑ кӗрпи, пите-куҫа сапать, сӑмса айне лексе кӑтӑклантарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хуппине сӳсе, тикӗс чутласа палӑксен ҫӳлти енӗсене куҫсем сӑмса, ҫӑвар касса паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳп-тӳрӗ, лайӑх чутласа тасатнӑ, саваласа якатнӑ юпа тӑрринчи пайӗ ҫине тирпейлӗн куҫсем, сӑмса, ҫӑвар касса кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйӗн кинне тӳрех палласа та илеймерӗ вӑл — питӗ начарланса кайнӑскере: куҫӗсем тавра — хура ҫаврашкасем: саралса кайнӑ питӗнче вӗҫлеке сӑмса кӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех