Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмса сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмса (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пирки ӗмӗтленетӗр пулсан сӑмса ҫине картса хурӑр.

Желающие, возьмите это на заметку.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пуҫламӑшне ӗҫтешӗрсене халаллӑр, халӗ пур ҫӗре те сӑмса чиксе эсир пуринчен те ҫӳлте пулнине ӗнентермелле мар.

Посвятите начало недели работе в коллективе – сейчас не надо вылезать вперед и доказывать, что вы выше всех.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юнкун хутсене таҫта та сӑмса чикме юратакан ҫынсенчен айккинерех пытарса хурӑр, унсӑрӑн конкурентсем сирӗн ырӑ кӑмӑлпа усӑ курма пултарӗҫ.

В среду постарайтесь держать свои деловые бумаги подальше от любопытных взглядов, так как конкуренты легко могут воспользоваться вашей доверчивостью.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнекун хӑвӑрӑн пурнӑҫ йӗркине лайӑхлатӑр, ыттисен ӗҫӗсене сӑмса ан чикӗр.

В пятницу важно упорядочить свой образ жизни, не втягивайтесь в круговорот чужих проблем.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапах та хӑй чунӗ ҫемҫелнине палӑртасшӑн мар курӑнать, кӑххӑм! кӑххӑм! ӳсӗрет, сӑмса шӑнкартам пекки тӑвать.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрсен сӑмса шӑтӑкӗсене ӗнӗк шӑрши пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тулта ун сӑмса шӑтӑкӗсене нӳрӗ сывлӑш пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ун ҫине пӑхрӗ те, ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса кайрӗ: ҫыннин сӑмса вырӑнӗнче темле путӑк, хӑлхисем ҫук, хӑрах алли вырӑнне пиншак ҫанни ҫеҫ уртӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмса юхать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫӗн ҫӗрулми илсе килнӗ пулсан аванччӗ, — куҫҫульне сӑмса тутри вӗҫӗпе типӗтрӗ Соня.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хӗр пуҫне пурпӗрех хам майлӑ ҫавӑраймарӑм: те каҫӑр сӑмса килӗшмерӗ ӑна, те кӗске пӳ-си?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс ху сӳпӗлти, йӗпе сӑмса!..

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Совет пир-авӑрӗ ку диагональ ҫумӗнче — ниме тӑман япала! — терӗ шӗвӗр сӑмса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Поджогин хӑйӗн кӑвак куҫӗсене кӑшт кӑна хӗссе хан ҫине куларах пӑхса ларчӗ, Кучак уланпа Булат Ширин, паҫӑртанпах пӗр сӑмах та хушманскерсем, пуҫӗсене пӗксе ялан кавир ҫине тинкерчӗҫ, вӗсем ку харкашу часрах пӗтессе кӗтрӗҫ пулас, Сахиб-Гирей вара, воевода сӑмахӗсемпе чунтан эрленсе те вӗчӗрхенсе ӳкнӗскер, кунти сывлӑша шӑршласа пӗлме тӑрӑшнӑ пек, вӗҫӗмсӗр сӑмса ҫунаттисене вылятрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сан тусу Булат Ширин ҫав йӗпе сӑмса Шигалее ыйтса илессишӗн Мускава темиҫе хутчен те кайса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата эсир, икӗ ҫуламан пӑру, ҫав йӗпе сӑмса умӗнче алманчӑ чысне те хӳтӗлеймерӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп Пимен мучине аса илтӗм те куккана итлерӗм, ҫӗре анса лашан тарланӑ чарисем хӑпарса аннине, вӑл хӑйӗн сарӑлса кайнӑ сӑмса шӑтӑкӗпе аран сывланине, ҫаралса кайнӑ хӳрипе вӑйсарран сулкаланине пӑхса тӑтӑм та ӑна мӗн тери йывӑр пулнине туйса илтӗм.

Я вспомнил про Пимена и послушал дядьки. Я слез с лошади, и когда я посмотрел, как она носила потными боками, тяжело дышала ноздрями и помахивала облезшим хвостиком, я понял, что лошади трудно было.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Филимон Гордеич малтан ҫилленнӗ пек пулчӗ, пит-куҫне сӑмса тутрипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лешӗн вӑл вӑхӑтра ӳпкерен юн тапса аннӑ иккен, сӑмса тутрипе ҫӑварне хупласа юнне юхма чарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Эппин, Кутемере кӑнтӑрлапа ҫитме пулать», — тарланӑ ӗнсине сӑмса тутрипе шӑлса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех