Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стени (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вакунӑн лак тӗсӗпе йӑлтӑртатакан стени вӗсен йӑмӑх хӗрлӗ халачӗсемпе вӗлкӗшсе вӗлтӗртетет.

Блещущая лаком стена вагона рябит, отражая их яркокрасные халаты.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуйӑс чарӑнсан, малти вакунри купӑсҫӑна сӗтӗрсе пычӗҫ; кӗҫех вара ытти вакунсенчи казаксем те чышса тултарнӑ пек лӑк кӗрсе тулчӗҫ, сырӑшсене ватса, утсене вакун стени ҫумне хӗстерсе лартса, кӗпӗрленсе чыхланчӗҫ.

На следующей остановке притянули из переднего вагона гармониста, из других вагонов битком набились казаки, сломали кормушки, толпились, прижимая лошадей к стене.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Томилин Иван пӳрчӗн хӑрах стени урам еннелле мӑкӑрӑлса тухнӑ: кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анасран ӑна ҫӗре алтса тӗкӗленӗ кукӑр туратлӑ тӗкӗ ҫеҫ тыткаласа тӑрать, — ахӑртнех, хаяр шӑпа харсӑр артиллериста хӑйне те, наводчикра ҫӳренӗ чух, нимӗҫ тата вырӑс ҫыннисен ҫурчӗсене нумай аркатнӑшӑн тавӑрас тенӗ пулмалла.

У Томилина Ивана падала на улицу стена хаты, держала ее врытая в землю рогатая подпорка, — видно, мстила лихому артиллеристу судьба за те немецкие и русские домики, которые разрушил он, будучи наводчиком.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑрринчен пуҫласа тӗпне ҫитичченех пӗр айкки хӗҫпе касса антарнӑ пек яп-яка, касса антарнӑ пайне шыв тахҫанах юхтарса кайнӑ, яка айккинче халӗ, крепость стени ҫинчи бойницӑсем пек шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ.

Срез у него от вершины до подошвы ровный, точно кто-то одним взмахом сабли отсек вторую его половину, которую давно размыла и унесла река, и весь этот срез теперь рябит норками, как стена крепости бойницами.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Гришатка Пугачевран айккинерех пӑрӑнма шутланӑччӗ, анчах сасартӑк крепость стени хыҫӗнчен салтакӑн сухаллӑ пичӗ курӑнса каять.

Собрался Гришатка отъехать подальше от Пугачева, да вдруг заметил, как из-за крепостной стены из-за огромных бревен высунулось бородатое лицо солдата.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Казаксем, вите стени хушӑкӗ витӗр кӑларса ывӑтнӑ Франя мӗн тунине пӑхас тесе, пӳлӗм картисем ҫине кӗпӗртетсе улӑхса кайрӗҫ; хӑшӗ-пӗрисем витерен хыпаланса чупса тухрӗҫ.

Казаки застучали, взбираясь на перегородки, чтобы посмотреть, что будет делать упавшая у пролома Франя; некоторые спеша выходили из конюшни.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна Григорий аллипе тӗртсе ячӗ те, вӑл, куллине татса, ҫурӑмӗпе витен ҫуркамлӑ стени ҫумне ҫитсе ҫапӑнчӗ.

И, обрезав смех, глухо стукнулся спиной о рубленую стену конюшни, откинутый Григорием.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак картина халь чиркӳ стени ҫинче, сылтӑм енче ҫакӑнса тӑрать, унта вӑл хаяр суд пынӑ куна ӳкерсе кӑтартнӑ: святой Петр аллинче ҫӑраҫҫи, унпа вӑл шуйттана тамӑкран хӑваласа кӑларать; хӑраса ӳкнӗ шуйттанӗ, хӑй пӗтессе сиссе ӗнтӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр кускаласа ҫӳрет, халиччен тамӑкра асапланнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем ӑна пушӑпа, вут пуленккипе, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗне-хӗне хӑвалаҫҫӗ.

Намалеванная на стене церковной в правом притворе, в которой изобразил он святого Петра в день Страшного суда, с ключами в руках, изгонявшего из ада злого духа; испуганный черт метался во все стороны, предчувствуя свою погибель, а заключенные прежде грешники били и гоняли его кнутами, поленами и всем чем ни попало.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл нӳхрепӗн стени ӑшне чавса тунӑ вучахха ҫурҫӗрчченех тӑрӑшса вутсыпписем пӑрахкаласа ларчӗ; кунта ӑшӑ каминри пек кӑвартан кӑна сарӑлма пултарать; салтаксем шӳтлесе: ҫӗр чӑмӑрне ӑшӑтиччен, эпир ӑнсӑртран килсе пурӑнма пуҫланӑ хуралтӑра ӑшӑ пулас ҫук, тесе кулчӗҫ.

До полуночи он часто и заботливо подживлял огонь в широкой нише, выдолбленной в стене овощехранилища; тепло здесь могло быть только от углей, как в камине; солдаты шутили, что, пока не нагреешь весь земной шар, в их случайном жилище будет холодно.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пирӗн блиндаж стени паян ишӗлсе анчӗ те (кунта хӑйӑр) пӗр тупӑк кӗтесси тухрӗ.

В нашем блиндаже сегодня осыпалась стена (здесь песок) и показался угол гроба.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Танк патӗнче калаҫса тӑракансене кансӗрлес мар тесе Андрейпа Лена айккинелле, сарай стени патне пӑрӑнчӗҫ, кунта вара, хӑйсем кӑшт ҫеҫ паллашнине пӑхмасӑрах, пуҫа мӗн кӗнӗ ҫавӑн ҫинчен кӑмӑллӑн та ҫӑмӑллӑн калаҫма тытӑнчӗҫ: йытӑсем ҫинчен, ҫапӑҫу ҫинчен, Мускав ҫинчен, иртнӗ пурнӑҫпа пулас пурнӑҫ ҫинчен…

Стараясь не мешать общему разговору около танков, Андрей и Лена отступили в сторону, к стене сарая, и тут, несмотря на короткое знакомство, с удивительной обоюдной легкостью и живостью заговорили о разных разностях, что приходило каждому на ум: о собаках, о боях, о Москве, о прежней и будущей жизни…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку офицерсем леш, ҫывӑхри пакгаузӑн хыҫалти стени патӗнче чарӑннӑ ҫӑмӑл машина ҫинчен аннӑ пулмалла.

Эти офицеры, видимо, сошли с той легковом машины, что остановилась возле задней стены ближайшего пакгауза.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Корней хирӗҫ чӗнмесӗр алӑка урипе тапрӗ те ҫав тери хыттӑн шалт! тутарса хупрӗ, пӗтӗм пӳрт стени чӗтренсе кайрӗ.

Корней, не отвечая, толкнул дверь ногой и так сильно захлопнул ее, что задрожали стены.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Пӗр ҫара та кичем картишӗпе ҫирӗм фута яхӑн аяккарах ларакан чул ҫуртӑн чӳречесӗр стени ҫеҫ курӑнать.

Был виден только пустой, унылый двор и глухая стена кирпичного дома в двадцати шагах.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Анчах Джонсие ку асамҫӑ часах ҫапса ӳкерчӗ; Джонси хӑйӗн сӑрлана тимӗр кровачӗ ҫинче Голландири пек пӗчӗк чӳрече витӗр юнашар ҫуртӑн кирпӗч стени ҫине пӑхса, пӗр хускалмасӑр тенӗ пекех выртать.

Однако он свалил ее с ног, и Джонси лежала неподвижно на крашеной железной кровати, глядя сквозь мелкий переплет голландского окна на глухую стену соседнего кирпичного дома.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Ҫӗр пӳртӗн кайри стени ҫумне вырнаҫтарнӑ сӗтел хушшинче Болотинск райкомӗн секретарӗ Воронин ларать.

За столом, расположенным у стены землянки, сидел секретарь Болотинского райкома Воронин.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка мӗнле ларнӑ ҫавӑн пекех, пӳрт стени те хупӑрласа илме пултарайман инҫете тинкерсе, пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Марийка сидела, не меняя позы, неподвижно смотря в даль, которую не могли заслонить от нее стены избы.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Йытӑ вилнине пӗлсен, вӑл сасартӑк ҫӳлелле сикнӗ, ҫӑмне тӑратнӑ, хӳрипе сулкаласа хӑйне хӑй ҫапма пуҫланӑ, читлӗх стени ҫине сиксе ҫаклатмаллисемпе урай хӑмисене кышлама тытӑннӑ.

Когда он понял, что она умерла, он вдруг вспрыгнул, ощетинился, стал хлестать себя хвостом по бокам, бросился на стену клетки и стал грызть засовы и пол.

Арӑсланпа йытӑ // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 13–16 стр.

Андрюха! — кӑшкӑрчӗ вӑл пӗрмаях, траншея стени ҫумнерех ҫыпҫӑнса тӑрса.

Андрюха! — все кричал он, прижимаясь к стенке траншеи.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр стени ҫумӗнче ҫӑнӑх ларӗ ларать, теприн ҫумӗнче — тӗрлӗрен каткасем.

У одной стены стоял ларь для муки, у другой разные кадки.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех