Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVIII

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.28 15:05

Пуплевӗш: 189; Сӑмах: 1509

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Гитлер Смоленск ҫывӑхӗнчи вӑрманта тимӗрпе бетонран тунӑ блиндажа вырнаҫнӑ сехетре Тӗп фронтра ҫапӑҫакан нимӗҫсен фашистла ҫарӗнче хиртех кӗлӗ ирттерчӗҫ: пасторсем проповедь вуларӗҫ тата салтаксене ҫапӑҫура ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума пиллерӗҫ.

Наступленине кайма пур енӗпе те хатӗрленсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Мускава аркатса тӑкма мӗнле вӑй пуҫтарнине Гитлер салтакӗсем курчӗҫ, хӑйсен ҫарӗ ҫӗнтерессе шанса тӑчӗҫ.

Анчах кӗлӗ ирттернӗ хыҫҫӑн, нумайранпа ҫарта пулнӑ пулсан та, ӗҫӗсем ӑнса пыман фон Гротт полковник ертсе пыракан полкра часах калама ҫук тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ, ун ҫинчен тӑхтаса тӑмасӑрах Гитлер Ставкине пӗлтерчӗҫ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ нимӗҫсен фашистла ҫарӗшӗн ҫав кунсенче куллен тӗл пулакан япала пулман.

… Аслӑ салтак Отто Кугель, Лейпцигра линотипист пулса ӗҫленӗскер, кӗлӗрен чӗмсӗр те салхуллӑ таврӑнчӗ. Взводра никам та, салтаксен шухӑш-кӑмӑлӗсем мӗнле пулнине ҫирӗп пӑхакан Иоган Брюгман обер-сержант, хӑй нацине хӗрӳллӗн юратаканскер те, гестапон вӑрттӑн агенчӗ Генрих Эльман салтак та ҫакна асӑрхаса илеймерӗҫ. Вӗсем пурте пасторӑн хӗрӳллӗ кӗллипе хавхаланнӑ, пулас ҫӗнтерӳпе наградӑсем ҫинчен, трофейсемпе Мускавра хаваслӑ пурӑнасси ҫинчен шавлӑн ӗмӗтленчӗҫ. Ӑҫтан вӑхӑт пултӑр-ха Кугель ҫине ҫаврӑнса пӑхма? Ҫитменнине тата Кугель иртнӗ кунсенче те яланах пуҫ ыратать, чирлерӗм, тесе ӳпкелешнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн салтаксем пурте хӗҫпӑшалӗсене тасатса боеприпассем хатӗрлерӗҫ те ҫырусемпе дневниксем ҫырма ларчӗҫ. Пӗр Брюгман ҫеҫ ытлашши ӗҫсе тултарнипе ниепле те лӑпланма пултараймарӗ, — яланах пулас наступлени ҫинчен сӳпӗлтетрӗ. Вӑл е кутник ҫине выртса лаша пек харлаттарчӗ, е хӑйӗн ыйхинчен вӑранса сиксе тӑчӗ те, тӑнкараймасӑр, салтаксем выртакан сакайне пӑхкаласа кӑшкӑрчӗ:

— Аха, шарламастӑр-и? Ҫапла, ҫапла, ыран пирӗн авиаци Мускавран котлет туса хумасть тесе калатӑр-ха кам та пулсан, эпӗ ҫав йӗксӗкӗн шӑлӗсене ҫапса хуҫатӑп! Ну-ка, кам мана ҫавӑн пек килентерес тет? Ха-ха! Тен, кам та пулин Мускава ҫитме юлнӑ ҫӗр километра пӗр эрне хушшинче утса тухаймастпӑр, тесе шутлать? Пӗлме интереслӗ: камӑн урисем вӑйсӑрланнӑ? Ха-ха! Ҫук, тепӗр эрнерен эпир, мур илесшӗ, Мускав кабарӗнче ӗҫсе-ҫиетпӗр, Парижри пекех! Астӑватӑр-и? Ҫапла, ҫапла, кашни валлиех хӗр пулать, мур илесшӗ!

Ӳсӗр Брюгман пакӑлтатнине никам та итлемерӗ. Ыранхи наступлени ҫинчен салтаксем тӑраничченех калаҫнӑ ӗнтӗ. Вӗсем халь пурте хӗп-хӗрлӗ пуличчен хӗртнӗ тимӗр кӑмака умӗнче, сакайне аран-аран ҫутатакан шӑн-ҫуран тунӑ шӑршлӑ ҫуртасем патӗнче ларса, тимлесех хӑйсен ӗҫӗсене турӗҫ. Брюгмана пӗр Отто Кугель ҫеҫ вӑхӑтран вӑхӑта итлекелерӗ, хура куҫхаршисене салхуллӑн ҫӗклекелесе ун ҫине тӗксӗммӗн тинкерчӗ…

Отто Кугелӗн Лейпцигра амӑшӗ ҫеҫ пурӑнать; ашшӗ коммунистсем кӑларса тӑракан хаҫат типографин рабочийӗ пулнӑскер, Гитлер влаҫа хӑй аллине илнӗ хыҫҫӑн концентрациллӗ лагерте вилнӗ, пиччӗшӗ нумай пулмасть Ленинград патӗнче вилсе выртнӑ. Отто Кугель телейсӗр амӑшӗ пирки пӑшӑрханать, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ӑна час-часах ҫыру ҫырать. Анчах паян вӑл ун патне ниепле те ҫыраймарӗ: ӑшӑ сӑмахсем вырӑнне пастор кӗлли ҫинчен пӗлтерекен ҫилӗллӗ сӑмахсем ҫырӑнчӗҫ. «Сире, нимӗҫ салтакӗсене, — терӗ пастор, — вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗ валли турӑ суйласа илнӗ, кирлӗ пулсан, сирӗн хӑвӑр пурнӑҫӑра та хӗрхенмелле мар…» Вӑт мӗнле киревсӗр! Отто Кугелӗн ӳсер Брюгмана питрен ҫупса ярасси, ыттисене вара пасторӑн ирсӗр кӗлли ҫинчен пӗр-икӗ ҫирӗп сӑмах каласси килсе кайрӗ.

Отто Кугель малтанах хӑйӗн дневникӗ ҫине ҫырса хурасшӑн пулчӗ, кайран, кӑмӑлӗ лӑплансан, шухӑшӗсене йӗркене кӗртсе, пур ӑшӑ сӑмахсене те асне илет, вара амӑшӗ патне ҫыру ҫырать.

Анчах унӑн дневникӗ ҫине те ҫырасси килмерӗ. Мӗн ҫинчен ҫырмалла-ха? Паян пулса иртнӗ чи пысӑк ӗҫ вӑл — пастор кӗлли. Анчах пастор турӑ ячӗпе ҫынсене вилме яни ҫинчен ҫырма юрать-и? Чи пысӑк хыпар паян — ҫӗнӗ наступлени ҫинчен пӗлни. Анчах ун ҫинчен мӗнле те пулин шухӑша ҫырма юрать-и вара? Отто Кугель хӑйӗн дневникӗ ҫине питӗ асӑрханса, укҫа пухмалли ешӗк ӑшне пуҫтарнӑ пек, пулса иртнисене ытларах, шухӑшӗсене сахалтарах ҫырса пыма тӑрӑшнӑ.

Паян пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен мӗнле ҫырса хумаллине пӗлмесӗр, Отто Кугель дневникне пӗр тӗллевсӗр сиркелеме пуҫларӗ. Унӑн куҫӗсем уйрӑм сӑмахсене курчӗҫ. Ҫулла ҫырса пынисем пысӑк, вӗсенче вӑрҫӑ ҫинчен мӗн ҫырнине Отто Кугель халь дневникӗнче усраман пулӗччӗ. Тӗлӗнмелле, мӗнле айван пулнӑ вӑл Россия ҫине кайнӑ походӑн малтанхи кунӗсенче. Кӗркунне ҫырса пынисем кӗскелнӗҫемӗн кӗскелсе пыраҫҫӗ: нимӗҫ салтакӗн вӑрҫӑри пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса пыма юлашки кунсенче пачах нумай вӑхӑт кирлӗ пулман иккен.

Отто Кугель хӑй сисмесӗрех ҫырса пынисене пӗтӗмӗшпех вулама пуҫларӗ…

«… Октябрӗн 23-мӗшӗ.

Наступлени пуҫланни паян ҫирӗм кун тултарчӗ. Малтанах ӗҫ питӗ кал-кал пычӗ, ҫавӑнпа та эпир ноябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавра пулса, ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче хӗрлӗ площадь тӑрӑх утса иртетпӗр тесе шухӑшларӑмӑр. Мускав ҫинчен калаҫнӑ чух пирӗн сӗлекесем юхрӗҫ… Ним те тухмарӗ! Ҫитеймерӗмӗр!

Вырӑссем пире ытларах та ытларах тӗлӗнтереҫҫӗ: вӗсем никам курман-илтмен, шуйттанла (ҫырса пама та сӑмах тупаймастӑн!) ҫирӗп тӑраҫҫӗ. Темиҫе кун хушши пирӗн батальон пӗр пӗчӗк ялшӑн ҫапӑҫрӗ. Мӗнпе вӗҫленчӗ-ха? Вилнисене пытаракансем Российӑра тата тепӗр нимӗҫ масарӗ турӗҫ.

Эпир текех малалла кайма пултарайманни пуриншӗн те паллӑ. Мускава ҫитме ҫӗр километртан та каярах юлнӑ теҫҫӗ. Юлнӑ!

Пылчӑк. Сивӗ. Ниушлӗ часах хӗл ларать?

Октябрӗн 25-мӗшӗ.

Мӗнле телей! Пирӗн полка канма тыла куҫарчӗҫ. Яла йышӑнтӑмӑр. Ҫынсене пурне те урама хӑваласа кӑларнӑ. Ҫакӑн чухне пирӗн Брюгман обер-сержант никама та хӗрхенсе тӑмарӗ: хӑйӗн тӑван килне пӑрахса тухасшӑн мар пулнӑ пӗр старике персе вӗлерчӗ. Ҫапла, унӑн алли чӗтремест…

Ҫирӗм кун хушшинчех эпир ҫав териех пыйтланса, тасамарланса кайрӑмӑр, ӑна ҫырса пама нимле май та ҫук. Кунӗпех вырӑссен пӗчӗк хура мунчисенче, пӳртсенче ҫӑвӑнтӑмӑр. Пусӑсенче шыв ҫитмерӗ. Тинех таса кӗпе-йӗм илтӗмӗр, анчах хӗллехи тумтир ҫук та ҫук! Мунча хыҫҫӑн уйрӑмах шинелпе сивӗ пулчӗ. Ӗмӗрӗпех вут умӗнче ларса ирттернӗ пулӑттӑм ҫав!

Пирӗн патри фронтра шӑплӑх, таҫта ҫурҫӗрте артиллери кӗрлени шӑпланмасть. Тепӗр тесен, хӑшпӗр чух шӑпланать те пулӗ, анчах хӑлха, ҫирӗм кун хушшинче янӑранӑ пекех, яланах янӑрать.

Октябрӗн 26-мӗшӗ. Аннерен ҫыру илтӗм.

Вӑл ҫапла ҫырать: «Вырӑссемпе ҫапӑҫнине эпир кунта туймаллипех туятпӑр, ҫакӑн пек нихҫан та туйман. Пирӗн мӗн пурӗ те пӗр ӗмӗт кӑна: хӑвӑртрах вӑрҫӑ пӗттӗрччӗ… Хулара уксах-чӑлахсем нумайланчӗҫ. Шутласа пӑх-ха, вӗсене ӑмсанаҫҫӗ те…»

Мӗскӗн анне! Мӗншӗн вӑл ҫакӑн пек ҫырусем ҫырать?

Октябрӗн 29-мӗшӗ.

Кӗҫӗр кӳршӗри ял патӗнче артиллери склачӗ сывлӑша сирпӗнчӗ. Пӑхма хӑрушӑ вӗт! Склада хурахсен темле ушкӑнӗ сирпӗтнӗ тесе калаҫаҫҫӗ. Вӗсен йӗрне тупнӑ. Хурахсен ушкӑнне аркатса тӑкма Митман обер-лейтенантӑн виҫҫӗмӗш ротине янӑ.

Ноябрӗн 1-мӗшӗ.

Ҫакӑ паллӑ: Митман роти пӗтнӗ. Татах тепӗр масар. Вӑл ротӑран пурне те тупайман: Митманпа пӗрле темиҫе салтак пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ… Ниушлӗ хурахсем патӗнче?

Ноябрӗн 2-мӗшӗ.

Кану вӑхӑчӗ пӗтрӗ. Вӑрҫӑра самӑрланаймӑн!

Пире урӑх вырӑна куҫараҫҫӗ. Канма чарӑнкаланӑ хушӑра кӑна ҫыратӑп. Утатпӑр ҫуран. Пылчӑк, сивӗ, хуйхӑ!

… Каҫ. Пирӗн ротӑна фронтри чи хӑрушӑ вырӑна тӑратрӗҫ пулас. Эпир — пысӑк сӑртӑн тӑрринче, вырӑс масарӗ ҫинче.

Ҫӳлӗ те хӑрушӑ.

Ноябрӗн 6-мӗшӗ.

Тӑватӑ кун хушши ӗҫлерӗмӗр эпир масар ҫинче: ҫӳремелли канавсем алтрӑмӑр, дзотсем, блиндажсем тата танксене хирӗҫ перекен тупӑсене лартмалли шӑтӑксем чаврӑмӑр, танксене алтса пытартӑмӑр…

Пирӗн асапсене ҫырса пама май ҫук. Эпӗ ҫак масар ҫинче темиҫе каҫ ӗҫличчен пӗр ҫул катӑркӑра ӗҫлеме хатӗр.

Масар тахҫанхиех, сӑрт тӳпи пӗтӗмӗшпех вилесемпе тулнӑ. Пире вуншар тупӑк, купи-купипе шӑмӑ кӑларса пӑрахма тиврӗ, ҫаксене пурне те ҫумӑрлӑ тӗттӗм каҫсенче турӑмӑр…

Эпир, вилесене шӑтӑкӗсенчен кӑларса, хамӑр кӗрсе вырнаҫрӑмӑр. Халь виле шӑтӑкӗсенче пурӑнатпӑр. Пирӗн блиндаж стени паян ишӗлсе анчӗ те (кунта хӑйӑр) пӗр тупӑк кӗтесси тухрӗ. Ӑна туртса кӑларма юрамасть, блиндаж пӑсӑлма пултарать. Эпир ҫак стенана плащ-палаткӑпа карса хутӑмӑр. Манӑн вырӑн шӑпах тупӑк тӗлӗнче.

Ҫырма пултараймастӑп, алӑсем чӗтреҫҫӗ…

Ноябрӗн 7-мӗшӗ.

Паян ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Пирӗнпе юнашар тӑракансем танксен хӳтлӗхӗпе темиҫе хутчен те атакӑна кӗчӗҫ, анчах усӑсӑр: вырӑссем хурҫӑ пекех ҫирӗп тӑраҫҫӗ.

Ҫӗрле юр ҫурӗ. Хӗл ҫитрӗ пулас. Нивушлӗ хӗл ҫавӑн пек ир ларать? Вырӑс хӗлӗ ҫинчен эпӗ яланах хӑраса шухӑшлаттӑм. Анчах эпӗ халь хӗл ҫитнӗшӗн савӑнатӑп: вӑл пирӗн ӗҫсене витсе хучӗ. Халь эпир шӑмӑсем ҫинче ҫӳреместпӗр, ку та питӗ аван.

Анчах блиндажри тупӑк… Турӑҫӑм, ман валли урӑх вырӑн пушансанччӗ хӑть!

Ноябрӗн 9-мӗшӗ.

Мана, хамӑн ҫылӑхлӑ шухӑшсемшӗн, хаяррӑн тавӑрчӗҫ. Ленинград патӗнче Эриха вӗлернӗ. Хаклӑ пиччем! Юратнӑ пичче! Ҫыру кӳршӗ арӑмӗнчен килчӗ; анне вырӑнпа выртать… Мӗскӗн аннем!

Ноябрӗн 10-мӗшӗ.

Пулма пултараймасть! Тӗлӗнсе каймалла! Паян вырӑссен радиоустановки пӗлтерчӗ… Ҫук, ӗненмелле-ши? Ҫапла, ӗненесех пулать… Эпир паян Ганс Лангут сӑмахӗсене илтрӗмӗр, вӑл Митман ротинчи салтак. Темиҫе салтак тата Митман хӑй те вырӑссем патӗнче тыткӑнта! Мӗнле майпа вӗсем унта лекнӗ — ӑнланмалла мар. Ганс Лангут каларӗ: вырӑссем патӗнче… (малалла вуламалла мар туса, чернилпа хуратса хунӑ).

Ноябрӗн 11-мӗшӗ.

Пире разведка пулӑшать. Тин ҫеҫ паллӑ пулчӗ: ыран ирпе вырӑссем пире атакӑлама хатӗрленеҫҫӗ. Тӗлӗнмелле хыпар! Эпир атакӑна сирсе яма хатӗрленетпӗр. Ӗҫ нумай, вӑй ҫук…

Иртнӗ каҫ эпӗ ҫывӑрнӑ чух аташрӑм терӗҫ…

Ноябрӗн 12-мӗшӗ.

Ҫак хӑрушӑ кунӑн юлашки минучӗсем иртсе пыраҫҫӗ. Калама ҫук тискер ҫапӑҫу пулчӗ. Эпир масар ҫинчен тартӑмӑр. Пурте мар. Нумайӑшӗсем ют виле шӑтӑкӗсенче юлчӗҫ… Пӗр сехет каялла батальон командирӗ Брейт майор ҫапӑҫура хӑраса ӳкнӗшӗн икӗ салтака строй умӗнчех персе пӑрахрӗ. Пирӗн ачсем пурте арӑслансем пекех ҫапӑҫнӑн туйӑнать мана.

Ноябрӗн 14-мӗшӗ.

Ҫук, халӗ мана тамӑк хӑрушӑ мар.

Вӑтӑр сехет ытларах, пӗр чарӑнмасӑр, пӗр ялшӑн ҫапӑҫу пычӗ; ҫав ялта манӑн нимле ӗҫ те ҫук. Эпир каллех тартӑмӑр. Ҫав тери ывӑнса ҫитрӗм, ҫӑкӑр чӑмлама та вӑй ҫук…

Эпӗ халлӗхе чӗрӗ-ха, анчах телей-ши ку?»

… Пурне те вуласа пӗтернӗ. Тепре ҫырса хурасси кӑна юлать, тен, вӑл пурнӑҫра юлашки пулать. Анчах мӗн ҫинчен ҫырмалла-ха? Ҫук, ҫак хӑрушла ӗҫ пулас умӗн, ҫӗнӗ наступлени умӗн, Отто Кугель дневник валли сӑмах тупаймасть. Амӑшне ҫыру ҫырмалла-и? Анчах пуҫра ҫакӑн пек хуйхӑллӑ шухӑшсем чухне амӑшне ҫырма юрамасть…

Отто Кугель вырӑнӗнчен тӑрса шинельне илчӗ.

— Эсӗ ҫыру кайса ярасшӑн-и? — ыйтрӗ салтаксенчен пӗри.

— Ара, — сулхуллӑн хирӗҫ каларӗ Кугель.

— Манӑнне те ил!..

Ҫак калаҫӑва илтнӗ темиҫе салтак Кугеле йӗри-тавра сырса илчӗҫ, — вӗсен аллисенче ҫырусем.

— Отто, илсе кай, тархасшӑн!

— Эпӗ те сивӗ ҫӗре тухма хӑратӑп…

— Отто, автоматна ил…

Ҫырусене пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн Отто Кугель автоматне ҫакрӗ те пӑчӑ пӳртрен тухса кайрӗ.

Ҫак самантра ял ҫинче симӗс ракета ҫунса пӗте пуҫланӑччӗ. Унӑн ҫутти сивӗ тӗтре карса тӑракан тавралӑха ҫутатаймарӗ — хӑвӑрттӑн вӑйсӑрланса пычӗ, ҫавӑнпа та Отто Кугель ял хӗрринчи вӑрмана та пӑхса илме ӗлкӗреймерӗ. Ракета сӳнсен куҫран пырса чиксен те курмалла мар тӗттӗм пулса ларчӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех