Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тимка пахча чавать, качака валли ҫупӑ ҫыхса хатӗрлет, вут-шанкӑ ҫӗклет, пӗчӗк йӑмӑкӗсене апат ҫитерет, хӗрле пӑруне кун каҫиччен темиҫе хут кӗтӗве кайса ярать, лешӗ, анравскер, тепӗр ҫур сехетренех кӗтӳрен тарса килет те витене кӗрсе пытанать.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑс хранӗ Патӗнче вахтӑра тӑраҫҫӗ, манометр тӑрӑх сывлӑш (е шыв) пусӑмне тӗрӗслеҫҫӗ, шыв виҫине сӑнамалли кантӑк витӗр хуранти шыв шайне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, кӑтартусене кашни ҫур сехетренех ҫырса пыраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тепӗр тӑватӑ сехетренех Чебурашкӑна пурте шырама тытӑнӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Юр варкӑшса вӗркенӗ тӗттӗм ҫӗрте вӗҫнӗ чух, ҫапӑҫу иртсен пӗтӗм шӑмшак сӑрӑлтатса тӑнӑ вӑхӑтра ала пек шӑтӑннӑ самолетпа тинӗс ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн икӗ сехетренех офицерсен клубӗнчи ҫутӑ та капӑр пӳлӗмсене ҫитсе кӗрсен, пули-пулми калаҫса эрех ӗҫнӗ чух — епле пӑхӑн-ха вилӗм ҫине, епле ҫавӑн пек вырнаҫусӑр хирӗҫӗве асӑрхамӑн е ҫавӑн ҫинчен кӑштах та пулин шухӑшламасӑр тӑрӑн?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— «Хамӑр тӗл пулнӑ хыҫҫӑн тепӗр сехетренех Христиновкӑран ҫирӗм километрта эшелона нимӗҫ танкӗсем персе пӑрахрӗҫ».
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл-и-ха, регланӗ ҫуннӑ вӑхӑтра пит-куҫне перчеткипе хупӑрласа, ваннӑ самолетне ҫӗр ҫине лартать те тепӗр сехетренех урӑх самолетпа тӳпенелле вӗҫсе каять?
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Валька тепӗр сехетренех таврӑнчӗ, хӑй пите салху, кровать ҫине ларчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗнле-ха ҫыннӑн хӑйне хӑй ҫирӗп тытас хӑвачӗ пултӑр, пӗр сехетренех вӑл хӑй мӗн тӑвасса пӗлмест пулсан?Какая же воля может быть у человека, который не знает, что он сделает через час?
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ман ӑшра икӗ ҫын: пӗри пурӑнмаллипех пурӑнать, тепри шухӑшлать те малтанхи мӗн тунине тишкерет, пӗрремӗшӗ тепӗр сехетренех сирӗнтен те, тӗнчерен те ӗмӗрлӗхех уйрӑлӗ, иккӗмӗшӗ вара…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта халӗ фронта каякан составсем кӑна ҫӳренӗ, вӗсемпе ҫар ҫыннисем столицӑран тухса кайса, пӗр-икӗ сехетренех хӑйсен оборонӑра тӑракан дивизийӗсен иккӗмӗш эшелонӗсене ҫитнӗ, тата электрически поездсем кашни ҫур сехетрех хула ҫывӑхӗнче пурӑнакан рабочисене тата хулана сӗт, ҫырла, кӑмпа, пахча-ҫимӗҫ илсе килекен хресчен хӗрарӑмӗсене платформа ҫине кӑларса янӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл пӗр ҫур сехетренех каялла ҫаврӑнса килчӗ.
27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӑруласан тепӗр 1—2 сехетренех вӗсене пӑру пӑхакан аллине паратпӑр, вӑл чеченскерсене ӗнери ӗҫтерет тата ытти те, — терӗ И. Федотова. — Дояркӑсен ӗҫ укҫи сӗтрен, вӑл мӗнле пахалӑхпа кайнинчен тата продукци хисепӗнчен килет.
Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06