Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасӑсене (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра ҫил варкӑшӗ уҫӑмсӑррӑн юрланӑ сасӑсене илсе ҫитерчӗ…

В это время со стороны красных ветерок на гребне своем принес невнятные звуки пения…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, урапасем лачӑртатнӑ сасӑсене хупласа, каҫса кайса ахӑлтатнӑ, янӑравлӑн кӑшкӑрашнӑ сасӑсем киле-киле илтӗнеҫҫӗ.

Оттуда, покрывая говор колес, раскатами бил смех, звучали выкрики.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах сотник, кӑшкӑрашнӑ сасӑсене пӳлсе, халӑх пухӑвне меллӗн ӗҫлӗ калаҫу ҫине ҫавӑрса ячӗ.

Но сотник, прерывая крики, умело направил сход на деловое решение вопросов.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫеҫен хирте, хутортан пӗр ҫукрамра пулӗ, аслӑ ҫул тӑрӑх колоннӑсем тӑсӑлса шӑваҫҫӗ; ҫил унтан уҫӑмсӑр шӑв-шавсене, лашасем кӗҫеннӗ, кустӑрмасем лӑчӑртатнӑ сасӑсене хӑваласа килет.

В степи, в версте расстояния от хутора, тянулась по шляху колонна; до дворов доплескивало ветром невнятный гул голосов, конское ржанье, перегуд колес.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тинех кӑмӑлӗ тулнӑ Христоня тек шарламарӗ, тепӗр оратор сӑмахӗсене унчченхи пекех тимлӗн тӑнласа тӑчӗ, унтан ҫӗкленӳллӗн чӗтренсе тухакан хулӑн сассипе, ҫӗршер сасӑсене хуплантарса, пырне ҫурас пек кӑшкӑрса ячӗ: «тӗ-ӗ-ӗ-ӗрӗс!..»

Христоня, удовлетворенный, замолкал, слушал нового оратора с прежним неослабным вниманием и первый покрывал сотни голосов своим густым октавистым «верна-а-а!..»

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Крутогоров, вӑкӑрӑнни пек пысӑк та тарлӑ мӑйне пӑрса, пӗр авӑк ун ҫине пӑхса выртрӗ, татти-сыпписӗр пенӗ сасӑсене хуплантарса, хаяррӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Крутогоров секунду смотрел на него, повернув бычью потную шею, — завопил, покрывая гром стрельбы:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Правлени чӳречисем ҫап-ҫутӑ ҫуталса ларнине, унта пысӑк пӳлӗмре те, пуху иртекен пӳлӗмре те, тӗттӗм коридорта та, килкартинче те темӗн чухлӗ халӑх пулнине курсан, шавлӑ сасӑсене, кулса тӑнине илтсен, ун ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илчӗ — кӗрлесе юхакан шыва сикнӗнех туйӑнчӗ ӑна.

Но как только он увидел освещенные окна правления, толпившихся там людей — и в большой комнате, где обычно проходили собрания, и в темном коридоре, и во дворе, — как только он услышал оживленные голоса, смех, по телу его пробежала неприятная дрожь — такое ощущение, точно ему надо было прыгать в бушующую воду.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тем тӑршшӗ тӑсӑлнӑ лавсем ҫине пӑхсан, каҫхи сасӑсене итлесен — чӗрере ҫав тери савӑнӑҫлӑ туйӑм ҫӗкленет, ҫеҫенхирти юрра илтсен ҫеҫ чӗре ҫавӑн пек савӑнӗ-и тен…

Посмотришь на эту растянувшуюся вереницу саней, прислушаешься к ночным звукам, — и в душе рождается такое отрадное чувство, которое может вызвать разве лишь песня, разгулявшаяся в степи…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хула пурнӑҫӗнчен ютшӑнма ӗлкӗрнӗ Листницкий кулнӑ сасӑсене, автомобильсем кӑшкӑртнине, хаҫат сутакансем ҫухӑрашнине — хулара пин-пин сасӑллӑн янлакан мӗн пур шӑв-шава савӑнӑҫлӑн итлесе утрӗ, ҫав яка тумланнӑ ҫынсен ушкӑнне хӑйӗншӗн ҫывӑха хунӑ ҫӗртенех иккӗленчӗк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫиппине салтса яма пикенчӗ:

Листницкий, отвыкшей за годы войны от города, с радостным удовлетворением впитывал в себя разноголосый гул, перевитый смехом, автомобильными гудками, криком газетчиков, и, чувствуя себя в этой толпе прилично одетых, сытых людей своим, близким, все же думал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак сасӑсене эпир хӗвел тухичченех итлерӗмӗр.

Мы были слушателями до восхода солнца.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Купӑсҫӑ чи ҫинҫе сасӑсене вӗтӗртеттерсе янӑратма пикенчӗ.

Гармонист пустил на нижних ладах мельчайшей дробью.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл чӳречерен нумайччен пӑхнӑ, анчах выльӑха мӗнле хӑваланин картинине куҫпа курса палӑртайман-ха, тӗрӗссипе картинӑна ҫеҫ мар, утса пыракан чӗрӗ выльӑхсен йышне те, геройсен сӑн-пичӗсене курма май пур ҫынсене те — ҫураннисене, юланутлисене курса палӑртайман; вӑл вырӑн пейзажне — тусене те, кӗрхи ҫутӑ тӗспе сӑрланнӑ ту хушшисене те; кӗпӗрленсе пыракан ӗне, сурӑх, лаша кӗтӗвӗсене те курма пултарайман; выльӑх кӗтӗвӗсем хӑваланӑ чухне янӑраса тӑракан сасӑсене: ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек илтӗнекен пиншер ура сассисене, кӗтӳҫӗсен савӑнӑҫлӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑ сассисене, сурӑхсем макӑрнине, ӗнесем вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн мӗкӗрнине, хӑйӗн кӗтӳне ертсе пыракан ӑйӑр пӑшӑрхануллӑ тулхӑрнине, йытӑсем вӗрнине, пушӑсем шартлатнине, ту ҫинчен юхакан шывсем шавланине, ту хушшисенче янӑракан сасӑсене Илья курман та, илтмен те.

Он смотрел в окно, но еще зрительно не представил себе всю картину перегона, вернее — не просто картину, а живую, движущуюся массу скота, людей, где бы можно было увидеть и лица пастухов — пеших и конных, и пейзаж местности — горы, ущелья уже в осенних красках, и идущие стада, отары, табуны, и не только увидеть, но и услышать те характерные звуки, которые всегда сопутствуют перегону: глухой, точно идущий из-под земли топот тысяч копыт, немного охрипшие голоса, блеяние овец, протяжное и грустное мычание коров, тревожное ржание жеребца, ведущего свой табун; лай собак, хлопки кнутов, шум горных рек и эхо, плывущее по ущелью.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ничево, Голубок, — тенӗ ӑна Аниканов, аякра ҫухалса янӑракан сасӑсене пӑшӑрхануллӑн итлесе.

— Ничего, Голубок, — тревожно прислушиваясь к замирающим вдали крикам, говорил Аниканов.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Травкин хӑй те, траншейӑна кӗрсе ларса, ҫӗрлехи сасӑсене итленӗ, анчах унӑн шухӑшӗсем кунта мар, вӗсем чӑн-чӑн малти крайра пулнӑ.

Сам Травкин тоже сел в траншею и прислушивался к ночным звукам, но мысли его были не здесь, а на подлинном переднем крае.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Шутланӑ хушӑрах хӑй алӑк ҫинелле пӑхкаласа илет, пысӑк пӳртри сасӑсене тӑнласа итлекелет.

Он считал, поглядывая на дверь и прислушиваясь к голосам в большой избе.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Кондратьев вара ҫак сасӑсене те кӑмӑлласа итленӗ, така ашӗн техӗмлӗ шӑршине туйса, вучах умӗнче те ларма юратнӑ, ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ бурка айӗнче ыйхӑран вӑранма та лайӑх пулнӑ ӑна, хӑвӑрт юхакан шывӑн чуллӑ ҫыранне кайса ҫӑвӑнма та килӗштернӗ вӑл.

И Кондратьеву приятно было и слышать эти звуки, и сидеть у огня, ощущая вкусный запах баранины, и просыпаться под мокрой от росы буркой, и умываться на берегу каменистого и быстрого ручья.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах Володя урӑх сасӑсене те илтнӗ.

Но Володя знал и другие звуки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унтан Евдокия Тимофеевна ҫакӑнтах, алӑк хыҫӗнче пекех, иртсе каякан машина кӑшкӑртнине, урамри сасӑсене илтрӗ.

Потом Евдокия Тимофеевна услышала, что в комнате, как будто тут же за дверью, загудела проезжавшая машина, донеслись голоса с улицы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл вырӑсла калаҫнӑ сасӑсене, Терекӗн хӑвӑрт та пӗр тикӗс юххине илтрӗ, вара пӗр-икӗ утӑмран ун умне юхан-шывӑн шӑвакан кӗрен лаптӑкӗ, ҫыран хӗррисенчи тата ӑшӑх вырӑнсенчи сӑрӑ йӗпе хӑйӑр, аякри ҫеҫенхир, шыв ҫийӗнчен уйрӑлса тӑракан кордон тӑрри, йӗплӗ курӑк ҫинче ҫӳрекен тӑлласа янӑ, йӗнерлӗ лаша тата тусем тухса тӑчӗҫ.

Он услыхал звуки русского говора, услыхал быстрое и равномерное течение Терека, и шага через два перед ним открылась коричневая продвигающаяся поверхность реки, с бурым мокрым песком на берегах и отмелях, дальняя степь, вышка кордона, отделявшаяся над водой, оседланная лошадь, в треноге ходившая по тернам, и горы.

XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хӑрасса вӑл хӑраман, анчах та хӑй вырӑнӗнче урӑх ҫын пулсан, вӑл ҫынна хӑрушӑ пулма пултарнине туйнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, тӗтреллӗ нӳрлӗ вӑрманалла уйрӑммӑнах хытӑ тинкерсе, сайра та вӑйсӑр сасӑсене итлесе, пӑшалне алӑран алла куҫарнӑ тата хӑйӗн кӑмӑллӑ та ҫӗнӗ туйӑм пуррине сиссе пычӗ.

Не то чтоб ему было страшно, но он чувствовал, что другому на его месте могло быть страшно, и, с особенным напряжением вглядываясь в туманный, сырой лес, вслушиваясь в редкие слабые звуки, перехватывал ружье и испытывал приятное и новое для него чувство.

XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех