Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сухаллӑ ҫын калаҫать имӗш — эп ӑна сассинченех палларӑм:
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Альбина Альбертовнӑн хаваслӑ сассинченех эпӗ вӗсем магазинсем тӑрӑх ҫӳренине, темӗн туянса таврӑннине тавҫӑрса илтӗм.Судя по оживленно-радостному голосу Альбины Альбертовны, были они в магазинах и что-то купили.
13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Маринкӑн сӑнне-питне курмастӑп эпӗ, анчах сассинченех вӑл халӗ кӳренсе тута тӑснине туятӑп.
11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ют ҫын килнине сассинченех уйӑртӑм.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Эпӗ ун сассинченех Алёнка крыльцана тухнине тавҫӑртӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫинҫе сасӑпа калаҫакан ҫамрӑк сӑнарлӑ офицере калаҫнӑ чух хӗрелсе кайрӗ, питҫӑмартийӗсем ҫине хӗрлӗ-хӗрлӗ пӑнчӑсем тухрӗҫ, сассинченех, хӗрелнинченех паллӑ ӗнтӗ вӑл ачалла, хӑй мӗн те пулин тӗрӗс мар каласа ярасран хӑраса калаҫакан ҫамрӑк пек, шикленсе калаҫни.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сӑмахран акӑ, ҫӗр питне хуплакан нӳрлӗ те хура каҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне, ҫав тӗттӗмлӗхе вӑл хӗрачан шиклӗрех те тытӑнчӑклӑрах сассинченех илтнӗн туйнӑ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл калаҫнӑ чух, унӑн пит-куҫне курмасӑрах, сассинченех вӑл ӑшшӑн кулнине туйса илетӗн.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Тӗттӗмре Зимин пит-куҫӗ курӑнмасть, анчах Катя ун сассинченех командир партизанра пурӑнма пуҫланӑранпа паян чи кӑмӑллӑ иккенне чухласа илчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тимофей ӗнтӗ сассинченех «хутап» тени мӗне пӗлтернине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа картузне йӑпӑр-япӑр хыврӗ те аллисене пилӗкӗ тӑрӑх ярт тӑсса тытрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Фомин кӑмӑллӑн кулкалани сассинченех паллӑ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Чупайсем хӗрӳллӗ салам пӗлтереҫҫӗ!» — тесен, вӑл хӗпӗртесе кайнине сассинченех чухларӑм.«Горячий привет из Чубаево!» — сказав это я почувствовал, как он был рад звонку.
«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3
Ниловна Саввӑна сассинченех палларӗ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Сассинченех пӗлтӗм.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сассинченех вӑл ку Петрон стройра ҫӳремелли учӗ иккенне уйӑрса илчӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑна сассинченех уйӑрса илме пулать.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эп часах! — Сы-мин Хэ Дао-туна сассинченех палларӗ те, айӑплӑ ҫын кӗтмен-туман ҫӗртен амнистие лекнӗ пек, савӑнса кайрӗ.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Шурочка ӑна евӗклӗн те салхун кулса пӳлчӗ, ҫав кулла Ромашов ун сассинченех уйӑрса илчӗ:Она перебила его, с ласковой и грустной улыбкой, которую он услышал в ее тоне:
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сассинченех паллӑ — ку юрлакан хӗрарӑм ӳсӗр.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Ҫапла, эпӗ ӑна выляса илӗртрӗм, улталарӑм, телейсӗр турӑм… кайран, сирӗн шутӑрпа, сире ҫыпӑҫатӑп! — терӗ вӑл, сассине пусарса, анчах хӑй кӗҫ йӗрсе ярасси сассинченех сисӗнчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956