Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саркайӑксем, иҫмасса, тӗттӗмле тенӗ пекех юрлама пуҫлаҫҫӗ.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Йӑмрасем тӑрринче ир пуҫласа каҫченех саркайӑксем юрлаҫҫӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ҫав самантрах, шӑпчӑксемпе саркайӑксем ӑмӑртмалла юрра шӑрантарнӑ чух, тата вӗсен хушшине куккук сасси хутшӑнсан, сана юмахри тӗнчене илсе ҫитернӗн туйӑнать.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Саркайӑксем, вӗлтрен кайӑкӗсем, ылтӑн тӗклӗ кӑвакарчӑнсем, пакӑлти попугайсем тата ытти кайӑксем ҫыран тӑрӑхӗнчи йывӑҫсен хушшинче пинӗ-пинӗпе вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ вӑл вӑхӑтра ҫавӑнта саркайӑксем тытаттӑм.
Асатте кӑҫатти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 111-114 с.
Вӗсем хыҫҫӑн чавкасем, саркайӑксем, чакаксем, пӑрчкансем, кӑсӑясем, мӑйпӑрансем тата ытти вӗҫен кайӑксем хӑпарчӗҫ.
Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.
Ула кураксем ҫапла ҫухӑрашнине илтсе, шурӑ куҫлӑ чавкасем, вӑрам хӳреллӗ чакаксем, ҫутӑ-сарӑ, ылтӑн пекех йӑлтӑртатакан тӗклӗ саркайӑксем пур енчен те вӗҫсе килчӗҫ.
Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.
Вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ кайӑксен вӑрманта хӑйсен пӳрчӗсем пур: шӑшисем тымарсем хушшинче — чи аялта пурӑнаҫҫӗ; тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем, сӑмахран, шӑпчӑк пеккисем, хӑйсен йӑвисене тӳрех ҫӗр ҫине тӑваҫҫӗ; саркайӑксем — ҫӳлерех, йывӑҫ тӗмӗсем ҫине, йывӑҫ хӑвӑлӗ ӑшӗнче пурӑнакан вӗҫен кайӑксем — улакаткасем, кӑсӑясем, тӑманасем — тата ҫӳлерех тӑваҫҫӗ; йывӑҫӑн тӗрлӗ ҫӳлӗшӗнче тата чи тӑрринче ҫӑткӑнсем: хурчкапа ӑмӑрткайӑксем вырнаҫаҫҫӗ.
Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.
Саркайӑксем ҫеҫ унти шӑплӑха хускатаҫҫӗ, унтан тата куккуксем такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене ӑмӑртса шутлаҫҫӗ.Только иволги нарушают тишину да кукушки наперебой отсчитывают кому-то непрожитые года.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Саркайӑксем хаваслӑ юрлаҫҫӗ; герань чечекӗ тата хушӑран ачасем граф садӗнчен илсе килекен гициант пӗчӗк пӳлӗмре тутлӑ шӑршӑ сараҫҫӗ, ҫав шӑршӑ гаван сигарӗн шӑршипе тата кил хуҫи арӑмӗ ҫанӑ тавӑрсах хытӑ тӗвекен корица е ваниль шӑршипе килӗшӳллӗ хутшӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук-ха, — теҫҫӗ ӑна, вӑл вара сехет шакканине, кофе авӑртмалли арман ҫатӑртатнине, саркайӑксем юрланине итлесе, куна лӑпкӑн ирттерет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн тетрачӗ ҫине тӳрӗ йӗрсем ӳкерчӗ, вара пысӑк саспаллисем ҫырса пачӗ, унтан саркайӑксем чӗвӗлтетнине итлерӗ, кил хуҫи арӑмӗн чавсисем мӗнле хускалкаланине ҫурма уҫӑ алӑк витӗр сӑнарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче тулта та, пӳртре те питӗ шӑпчӗ: карета кустӑрмисен шавӗ те, алӑк сассисем те илтӗнместчӗҫ; малти пӳлӗмре сехет меллӗн шаккатчӗ те саркайӑксем юрлатчӗҫ, анчах ку пӗрре те шӑплӑха пӑсмастчӗ, пурнӑҫ чарӑнса ларманнине ҫеҫ систеретчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ эсир саркайӑксем ҫинчен калатӑр пулӗ тесе: вӗсем ирех юрлама тытӑнаҫҫӗ.— Я думал, вы говорите о канарейках: они с утра начинают трещать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ те туртатӑп, саркайӑксем юрланине итлетӗп.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӳречисем пӗтӗмпех плющпа та кактуспа картланса ларнӑ, саркайӑксем дюжина ытла, виҫӗ йытӑ, питӗ лайӑхскерсем!Окна совсем закрыты плющами да кактусами, канареек больше дюжины, три собаки, такие добрые!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1