Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саплӑк сăмах пирĕн базăра пур.
саплӑк (тĕпĕ: саплӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вара саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ тумтирпе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Пӗр саплӑк тулӑ, тепӗр саплӑк вир, пӑрҫа, сӗлӗ…

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тухса тӑрать те мӗнле те пулин грузчик, хӑй ҫийӗнче — саплӑк ҫинче саплӑк ҫеҫ-ха, хырӑмӗ хавшӑрса кӗнӗ, ҫӳҫ-пуҫне куршанкӑ ҫыпҫӑнса тулнӑ, ҫапах та — мӗн тӑвӑн, — пӗтӗм тӗнчипе революци тӑвассинчен кая пӗртте ӗмӗтленмест…

Вылезет какой-нибудь грузчик, на самом — дыра на дыре, брюхо подвело, голова в репьях, и — что же думаете, — меньше чем на мировую революцию не замахивается…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Намӑс ҫеҫ, саплӑк ҫине саплӑк!

Срамота одна, заплата на заплате!

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

«Сывӑ-и, мӗскӗнӗм!» тет вара вӑл, чи чӑлахрах та саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ тумтирлӗ карчӑка тупсан.

— Здорово, небого! — обыкновенно говорил он, отыскавши самую искалеченную бабу, в изодранном, сшитом из заплат платье.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Шкул ачисен сарӑ номерлӗ картузне тӑхӑнсан вӑл ҫав тери савӑннӑччӗ, анчах саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ опанка тата килте тӗртсе тунӑ пуставран ҫӗленӗ шалпар йӗме ҫулталӑкӗпех хывмасӑр тӑхӑнса ҫӳреме лекнӗшӗн господасен ачисем умӗнче намӑсланса ҫӳренӗччӗ.

В памяти о первых днях гимназии осталась радость от ученической фуражки с желтой цифрой и чувство тяжкого стыда перед господскими детьми из-за дважды подшитых опанок и старых суконных штанов, которые он не снимал круглый год.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Казаксем ун ҫинче шуратман сарӑ пӳсрен ҫӗленӗ аялти салтак кӗпине кӑна хӑварнӑ, хывса илнӗ йӗмӗ вырӑнне тӗсӗ кайса пӗтнӗ лампаслӑ, ҫыпӑҫусӑр алӑпа саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк казак шӑлаварне панӑ.

Казаки оставили на пленном одну нижнюю солдатскую рубаху из желтой, неотбеленной бязи да взамен отобранных штанов дали изорванные в клочья казачьи шаровары с выцветшими лампасами и неумело приштопанными латками.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темиҫе ҫӗрте саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, шӑлавар вӗҫӗсене кунчисем ӑшне ҫавӑрса чикнӗ шурӑ чӑлхисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ; ҫавӑнпа куҫ илми ытараймасӑр пӑхать те казак тӑхӑнса ҫӗтейми хулӑн тӗпӗсемпе, йӑлтӑрти ҫутӑ тӗс пуклешкисемпе илӗртсе ӑмсантаракан акӑлчан ботинкисем ҫине.

Белые, многократно штопанные шерстяные чулки, с заправленными в них шароварами, были изорваны; потому-то казак и не сводил очарованного взгляда с английских ботинок, прельщавших его толщиною неизносных подошв, ярко блестевшими медными пистонами.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑ вара, — Дымшаков хӑйне шиклӗн итлекен арӑмӗ ҫинелле пуҫне сӗлтрӗ, — саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ тумпа ҫӳремен пулӗччӗ!..

А она вот, — Дымшаков кивнул на пере-пуганно слушавшую его жену, — не ходила бы в чиненом-перечиненом!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ларкӑчӗ кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, кайри хырӑмсарлӑхӗ — чӗрӗ чӗнтен, йӑранисем тасатсан-тасатмасан та ҫуталмаҫҫӗ: ун ҫинче пӗр эреш-мереш тӗсӗ те ҫук.

Подушка потерта и залатана, задняя подпруга — из сыромятного ремня, стремена — в упорно не поддающейся чистке, застарелой ржавчине.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ҫав кунсенче тӑхӑнса ҫӳренӗ тумтир пӗтӗмпех: ҫӗтӗк сӑхман, ҫаралса юлнӑ ҫӗлӗк, саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ шӑлавар таҫта кӗлетре выртать…

Где-то в кладовке валялась вся одежда, какую он носил в те дни: потертый армячишко, облезлая шапчонка, залатанные штаны…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Парӑмсен шӑтӑк-шӑхӑрне вӗсем пӗр-пӗр ҫӗрте укҫа ҫаклаткаланипе те тепӗр ҫӗрте кӑшт-кашт пӑкӑланипе ҫех питӗркеленӗ, саплӑк ҫине саплӑк купаланӑ; нумайӑшӗ вӗсенчен — ытларах чухне хӑйсен арӑмӗсем хистенине пула — рота сумминчен е салтаксене ирӗклӗ ӗҫшӗн килекен тӳлевсенчен чӗпӗтмешкӗн те пит именсех тӑман; хӑшӗ-хӑшӗсем салтаксен укҫаллӑ ҫырӑвӗсене, — йӗрке тӑрӑх, вӗсен ҫав ҫырусене уҫса пӑхмаллаччӗ, — уйӑхӗ-уйӑхӗпе, мӗн унта, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе те, памасӑр тытнӑ.

Они строили заплату на заплате, хватая деньги в одном месте, чтобы заткнуть долг в другом; многие из них решались — и чаще всего по настоянию своих жен — заимствовать деньги из ротных сумм или из платы, приходившейся солдатам за вольные работы; иные по месяцам и даже годам задерживали денежные солдатские письма, которые они, по правилам, должны были распечатывать.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Комисси малашне ӗҫлесе татмалла кӗпе-тумтир е урана тӑхӑнмалли памалла тунисем, телейлисем, кӗлет умӗнчех хывӑнаҫҫӗ те кӑмӑллӑн эхлеткелесе, куҫӗсене ҫиҫтерсе, палӑрмаллах мар куллипе сӑн-пичӗсене ҫутӑлтарса, хӑйсен кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартса пӗтернӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпи-тумтирӗсене васкавлӑн пуҫтаркаласа хураҫҫӗ, ӳт курӑнман ҫӗнӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнса яраҫҫӗ.

Счастливцы, которым комиссия определила выдать одежду или обувь в счет будущей выработки, прямо на амбарной приклетке телешились и, довольно крякая, сияя глазами, светлея смуглыми лицами от скупых, дрожащих улыбок, торопливо комкали свое старое, латаное-перелатаное веретье, облачались в новую справу, сквозь которую уже не просвечивало тело.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Саплӑк ҫине саплӑк лартса та шӑтӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ шалпар сӑрӑ халачӗпе лайӑхрах чӗркенесшӗн пулса, вӑл ҫӗр ҫинче йӑваланать, тертленни харама кайнине кура, питӗ те тӑварлӑ сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илет, хӑй ҫапах та чӗркенмех тӑрӑшать.

Он катался по земле, стараясь плотнее закутаться в серый балахон, сшитый из одних дыр, и очень образно ругался, видя, что все его усилия тщетны, ругался и все-таки продолжал кутаться.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

36. Вӑл вӗсене тата ытарӑш каласа панӑ: никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе саплӑк лартмасть; апла ҫӗнӗ тумтирӗ те пӑсӑлать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест.

36. При сем сказал им притчу: никто не приставляет заплаты к ветхой одежде, отодрав от новой одежды; а иначе и новую раздерет, и к старой не подойдет заплата от новой.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ.

21. Никто к ветхой одежде не приставляет заплаты из небеленой ткани: иначе вновь пришитое отдерет от старого, и дыра будет еще хуже.

Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ.

16. И никто к ветхой одежде не приставляет заплаты из небеленой ткани, ибо вновь пришитое отдерет от старого, и дыра будет еще хуже.

Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗрисем чӑтаҫҫӗ, хӑй тӗллӗн саплӑк та сапланмасть, теҫҫӗ те тарла-тарла ӗҫлеҫҫӗ, теприсем, авӑнма-хуҫӑлма юратманнисем…

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ кунне вӗҫлерӗ шофер — ял хушшинче пылчӑк ҫӑрӑлнине курсах машинине техника паркне е гаража лартса хӑвармарӗ, пӗр урамран тепринпе, виҫҫӗмӗш урампа иртсе, лапра-ҫӗпрене сарӑ тӑм тухиччен ҫавӑрчӗ, карта ҫумӗнче е йывӑҫ тавра сыхланкаласа юлнӑ саплӑк пек ҫереме те ватса иртрӗ, йывӑҫне хӑйне те хуҫса хӑварчӗ — килне ҫитрӗ-ҫитрех.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь пӑх ӗнтӗ, кур Ҫтаппана: кӗве касса пӗтернӗ шлепке ун пуҫӗнче, тӗллӗн-тӗллӗн мамӑк курӑнса тӑракан фуфайка ун ҫийӗнче, темиҫе саплӑк лартса та сапласа ҫитеймен шӑтӑк-ҫурӑк атӑ ун уринче; вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертрӗ те, мӗн тӗслине ниепле те калама пӗлмелле мар тенниска курӑнса кайрӗ — ҫӳп-ҫап купи ӑшӗнче выртнӑскере туртса кӑларнӑ та тӑхӑнса янӑ, тейӗн; сӑмсана кӑвакарнӑ шӑршӑ кӳ! килсе ҫапнӑн та туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех