Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн чухне эпӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлтӗм.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакна пурне те чӗремпе тимлесе тӗпчесессӗн пӗлтӗм вара: сӑваплисем те, ӑслисем те, вӗсенӗн ӗҫӗ те — Турӑ аллинче, этем хӑйне малашлӑхра мӗн кӗтнине — юрату-и, курайманлӑх-и — пачах та пӗлмест.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑха ӑнланса илес тесе, эпӗ ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсене — этем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫывӑрма пӗлмесӗр тӑвакан ӗҫсене — чӗремпе тимлерӗм те 17. Туррӑн мӗнпур ӗҫне куртӑм, вара ҫавна пӗлтӗм: этем ҫут тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ӗнтӗ ҫакна ҫеҫ пӗлтӗм: Турӑ этеме таса пултарнӑ, анчах ҫынсем ытлашши пӗлӗве шырама пуҫланӑ.29. Только это я нашел, что Бог сотворил человека правым, а люди пустились во многие помыслы.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне сӑнаса, эпӗ акӑ мӗн пӗлтӗм, тенӗ Екклесиаст.27. Вот это нашел я, сказал Екклесиаст, испытывая одно за другим.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫакна куртӑм: ҫутӑ сӗмлӗхрен лайӑхрах пулнӑ евӗр, ӑслӑлӑх ӑссӑрлӑхран лайӑхрах: 14. ӑслӑ ҫыннӑн куҫӗ — хӑйӗн пуҫӗнче, ухмаххи вара сӗмлӗхре ҫӳрет; анчах ҫакна та пӗлтӗм: вӗсене пурне те пӗр шӑпа кӗтет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитес, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха та пӗлсе ҫитес тесе пӗтӗм чунӑма патӑм эпӗ; пӗлтӗм вара, ку та — ҫил хӑвалани ҫеҫ: 18. мӗншӗн тесессӗн пысӑк ӑслӑлӑх пысӑк хуйхӑ кӳрет; нумай пӗлекен нумай асапланать.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
152. Хӑв пӗлтернӗ йӗркесенчен Эсӗ ҫакна ӗмӗрлӗхе хывнине эпӗ малтанах пӗлтӗм.152. Издавна узнал я об откровениях Твоих, что Ты утвердил их на веки.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫу сӗрнӗ ҫыннине ҫӑлать, ӑна Хӑйӗн сӑваплӑ пӗлӗчӗ ҫинчен илтсе сылтӑм аллийӗн хӑвачӗпе ҫӑлӑнӑҫ парать.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата ҫакна та пӗлтӗм эпӗ: левитсене вӗсен пайне памаҫҫӗ иккен, хӑйсен ӗҫне туса пурӑннӑ левитсемпе юрӑҫсем вара кашниех хӑйӗн ҫӗрне тара-тара кайнӑ-мӗн.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иерусалима килсессӗн, эпӗ Елиашив тунӑ начар ӗҫ ҫинчен, Товияна Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче пӳлӗм пани ҫинчен, пӗлтӗм, 8. ҫакӑ мана питех те тарӑхтарчӗ, эпӗ вара Товия япалисене пурне те пӳлӗмрен кӑларса ывӑтрӑм, 9. пӳлӗмсене тасатма каларӑм, унта каллех Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене, тырӑ-пулӑ парнипе латӑна кӗртсе хума хушрӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫыннипе пӗрле Турӑ ҫынни патне таврӑннӑ, ун умне тӑрса ҫапла каланӑ: Израильри пек Турӑ ҫӗр ҫинче урӑх ҫуккине пӗлтӗм эпӗ; хӑв чурунтан парне йышӑнсамччӗ, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара ҫав хӗрарӑм Илияна каланӑ: эсӗ Турӑ ҫынни иккенне, сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухакан Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ чӑн пулнине пӗлтӗм ӗнтӗ, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара ун патне пытӑм та вӗлертӗм ӑна — сӑнни ҫине тӑрӑнса аннӑ хыҫҫӑн вӑл пурӑнаймасса пӗлтӗм эпӗ; пуҫӗ ҫинчи патша пуҫкӑшӑльне тата алли сыппинчи суллине илтӗм те вӗсене кунта хамӑн хуҫамӑм патне илсе килтӗм, тенӗ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид Авиафара каланӑ: ҫав кун, Идумея ҫынни Доик унта пулнӑ кун, вӑл Саула евитлессе пӗлтӗм эпӗ; санӑн аҫу килӗнчи пур чуншӑн та эпӗ айӑплӑ; 23. юл ман патӑмра, ан хӑра: манӑн чуна шыракан санӑн чунна та шырӗ; эсӗ ман патӑмра сыхлӑхра пулӑн, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иофор каланӑ: сире Египет ҫыннисен аллинчен, фараон аллинчен хӑтарнӑ, ҫакӑ халӑха Египет ҫыннисен пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ; 11. халӗ пӗлтӗм ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа пур турӑран та аслӑ, хӑйсене Израиль ҫыннисенчен асла хуракансене Вӑл ҫакна кӑтартрӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.