Шырав
Шырав ĕçĕ:
Теприсем шанчӑклӑ вырӑн тупайманнипе тумтирӗсене пӑсрӗҫ: ҫӑматтисен кунчисене тӑрӑхла касса антарчӗҫ, е касса кӗскетрӗҫ, алсишсен вӗҫӗсене сӳтрӗҫ, кӗрӗксен ҫӗввисене сӳтрӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӑвайккинчен аннӑ чух вӗсем, умлӑ-хыҫлӑн пынӑ хушӑра, пӗр-пӗринчен ытлашши юлса пынӑ пирки, строя пӑсрӗҫ, Лозневой вара ҫапла шухӑшларӗ: «Батальон мар ку, виле пытарма кайнӑ чухнехи пек утаҫҫӗ!» терӗ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл, каҫхи апат ҫирӗ пулӗ е ҫурӑмӗ ҫинче вырткаларӗ пулӗ те, унӑн савӑк кӑмӑлне темле хӑрушӑ шухӑшсем пӑсрӗҫ пулӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӗсенчен пӗтӗм халӑх хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ, ӗнтӗ ҫапла каланӑ: вӗсен сӑмахӗнче чӑнлӑх та, тӳрӗлӗх те ҫук: вӗсем мӗн каласа хунине те, хӑйсем тупа тунине те пӑсрӗҫ, тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем вара, Адам пек, халалӑма пӑсрӗҫ, унта Мана улталарӗҫ.7. Они же, подобно Адаму, нарушили завет и там изменили Мне.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль килӗпе Иуда килӗ Эпӗ вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑсрӗҫ, терӗ.Дом Израиля и дом Иуды нарушили завет Мой, который Я заключил с отцами их.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑй ҫинче пурӑнакансем айӗнче ҫӗр ирсӗрленнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем саккуна пӑхӑнмарӗҫ, йӗркене улӑштарчӗҫ, ӗмӗрлӗх халала пӑсрӗҫ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Каҫхине те, ирхине те, кӑнтӑрла та йӑлӑнӑп, йӗрсе тархаслӑп — Вӑл манӑн сассӑма илтӗ, 19. мана тапӑнакансем темӗнле йышлӑ пулсассӑн та, Вӑл манӑн чунӑма хӑтарса лӑплантарӗ; 20. Турӑ илтӗ, ӗмӗрех Пурӑнаканӗ вӗсене пӑхӑнтарӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем улшӑнмаҫҫӗ; вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ, 21. хӑйсемпе тату пурӑнакансем ҫине алӑ ҫӗклерӗҫ, хӑйсемпе хывнӑ килӗшӗве пӑсрӗҫ; 22. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ ҫуран та ҫемҫерех, чӗринче вара — курайманлӑх; сӑмахӗсем паха ҫуран та чеченрех, хӑйсем — йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ пекех.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль ҫылӑха кӗчӗ: вӗсем Манпа хывнӑ халала пӑсрӗҫ; тупаланӑ япалана илчӗҫ, вӑрларӗҫ, хӑйсен япалисем хушшине пытарса хучӗҫ; 12. ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем, тӑшман умӗнче чӑтаймасӑр, каялла ҫаврӑнса тарчӗҫ, вӗсене ӗнтӗ ылхан ҫитрӗ; тупаланӑ япалана хӑвӑр хушшӑртан пӗтермесессӗн, текех сирӗнпе пӗрле пулмӑп.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2