Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑру сăмах пирĕн базăра пур.
пӑру (тĕпĕ: пӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек тытнӑ пӑлан пӑрушӗсене ӗне сӗтне кӗленче ҫине тултарса ӗҫме вӗрентеҫҫӗ: кӗленчене пӑру ҫӑварне ӗмкӗч пек чикеҫҫӗ те сӗт яраҫҫӗ, — ҫӑтас килсен ҫӑт, ҫӑтас килмесен — ан ҫӑт, пурпӗрех ҫиеесӳ килет, хӑҫан та пулсан ҫӑтатӑнах.

Обыкновенно таких пойманных телят приучают пить молоко коровье из бутылки: сунут в рот горлышко и булькают, а там хочешь — глотай, хочешь — нет, все равно есть захочется, рано или поздно глотнешь.

Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.

Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.

Она была очень набожна и чувствительна, верила во всевозможные приметы, гаданья, заговоры, сны; верила в юродивых, в домовых, в леших, в дурные встречи, в порчу, в народные лекарства, в четверговую соль, в скорый конец света; верила, что если в светлое воскресение на всенощной не погаснут свечи, то гречиха хорошо уродится, и что гриб больше не растет, если его человеческий глаз увидит; верила, что черт любит быть там, где вода, и что у каждого жида на груди кровавое пятнышко; боялась мышей, ужей, лягушек, воробьев, пиявок, грома, холодной воды, сквозного ветра, лошадей, козлов, рыжих людей и черных кошек и почитала сверчков и собак нечистыми животными; не ела ни телятины, ни голубей, ни раков, ни сыру, ни спаржи, ни земляных груш, ни зайца, ни арбузов, потому что взрезанный арбуз напоминает голову Иоанна Предтечи; а об устрицах говорила не иначе, как с содроганием; любила покушать — и строго постилась; спала десять часов в сутки — и не ложилась вовсе, если у Василия Ивановича заболевала голова; не прочла ни одной книги, кроме «Алексиса, или Хижины в лесу», писала одно, много два письма в год, а в хозяйстве, сушенье и варенье знала толк, хотя своими руками ни до чего не прикасалась и вообще неохотно двигалась с места.

XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Автан сасартӑк авӑтса ячӗ, ҫуначӗсене тимлесе ҫапрӗ; ӑна хирӗҫ, васкамасӑр, картари пӑру сасӑ пачӗ.

Петух вдруг закричал и хлопотливо захлопал крыльями; ему в ответ, не спеша, промычал запертой теленок.

Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Чертокуцкий, амӑшӗн чӗччисене шыракан пӑру мӗкӗрнӗ пекех мӗкӗрсе илчӗ.

Сказавши это, он испустил небольшое мычание, какое издает теленок, когда ищет мордою сосцов своей матери.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Кунта пӑру какайӗ.

— Здесь телятина.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӑру какайӗпе лартнӑ чӳлмеке вут патнерех шутарса лартӑр-ха.

— Горшочек-то с телятиной к жару придвиньте.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Асаннепе ула пӑру картишне кӗчӗҫ.

Бабушка загнала телёнка во двор.

Шутлав такмакӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 56,58,60 с.

Асанне ял хыҫӗнчи ҫарана кайма тухрӗ те: — Костя, кӗтӳ килсен сурӑхсене картана кӗртсе хуп. Асту, шутлама ан ман. Вун пӗрӗн вӗсем. Эпӗ пӑру патне каятӑп-ха, — терӗ.

Собралась бабушка пойти за телёнком и попросила: — Костя, когда придёт стадо, загони наших овец в хлев. Их всего одиннадцать. Не забудь сосчитать.

Шутлав такмакӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 56,58,60 с.

Пӑхӑсӑн — тӳпе леш енчен пӑру пысӑкӑш вӗшлесем сиксе тухрӗҫ те кунталла вӗҫсе анаҫҫӗ!

Тут же с другой стороны, чуть ли не с неба, выскочили собаки, огромные, как телята, и понеслись на нас!

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

— Эсӗ ку йышши япалана, Миша, пӑру мӑшкӑлтӑк шыв тутине пӗлнӗ чухлӗ те пӗлместӗн, эпӗ, ав, сыпас-тӑвас енӗпе ӑна-кӑна, ай-ай, вӑйлӑ чухлатӑп!

— Ты в этих делах, Миша, разбираешься хуже, чем телок в помоях, а вот я знаю в напитках толк!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӑру ҫил арманӗнчен инҫех каймӗ-ха, шухӑшлатӑп ӑшра, — пӑру пӑхма черетчӗ ман…

Я и думаю: телок дальше ветряка не уйдет — очередь пасть телят была…

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ, мучи, пӑру шырама тухнӑччӗ те, иртсе пыраттӑмчӗ ӗнтӗ Кошевойсен тӗлӗпе.

— Ходила я, дяденька, телка искать и вот иду мимо Кошевых.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук, хаклӑ пултӑрӑм, эсӗ мана ан ачашла — эпӗ пӑру мар.

Нет уж, племянница дорогая, ты меня не гладь — я не телок.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗн эсӗ ӑна кӑкарнӑ пӑру пек тытатӑн?

Чего ты его, как телка на привязи, держишь?

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Темиҫе ҫул хушшинче эпир хамӑрӑн ял хуҫалӑхне, паллах, туртса кӑларатпӑр, пӑру витисемпе сысна витисем лартасси мар, ҫак ӗне сӑвакан хӗрарӑмсемпе Яранцев пек ҫынсене каллех хамӑр сӑмаха ӗненмелле тӑвасси чылай йывӑртарах…

За несколько лет мы, несомненно, вытянем наше сельское хозяйство из прорыва, гораздо тяжелее будет восстановить не телятники и свинарники, а доверие к нашим словам у этих доярок и у такого человека, как Яранцев…

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Тапратса ҫитерет ӗнтӗ, ав епле сарӑлса кайрӗ. Йӗкӗреш пӑру памасть-и-ха турӑ?» — тулли кӑмӑлпа шухӑшларӗ вӑл.

Удовлетворенно думал: «Починает, дюже толстая. Уж не двойню ли господь даст?»

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳрте кӗнӗ, апатланас шутпа сивӗ пӑру ашӗ, пӗр тирӗк хура тул пӑтти тата пӗр черкке эрех заказ панӑ.

Зашел в избу, заказал себе холодной телятины, миску гречневой каши и стопку вина.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хулара вӗреннӗ вӑхӑтра канмалли кунсене яла килсен пӑру фермине хӑпартма хутшӑннӑ — вӑхӑта ахаль ирттермен.

Когда приезжал на выходные дни в деревню, во время учебы в городе, участвовал в строительстве фермы для теленков — время даром не проводил.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Тата сирӗн ялтаччӗ-и-ха ҫав чиркӳ праҫникӗ тӗлне хӑярпа пӑру пусса пӑрахнӑ, тет?

Это не в вашей деревне к престолу телушку огурцом зарезали?

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Прохорӗ пулӑшать ӑна: пӑру куҫӗ пек йӑваш куҫӗсене чарса хунӑ та, тутисемпе паклаттарса, чикарккине ӗмӗт — вутне лайӑхрах тивертсе ярасшӑн.

Прохор помогал, выкатывая телячьи глаза, плямкал губами — раздувал огонек.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех