Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Йӑнӑш мар-и ку?» — ҫак шухӑш ун пуҫӗнче сасартӑк, ҫиҫӗм пек, вӗлтлетсе илчӗ, ҫак ҫиҫӗм шӑпах чӗрене пырса тиврӗ те ӑна ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пӗтӗмпех унӑн асӗнче сӑнарланаҫҫӗ: унӑн пуҫӗнче кашни кунхи, кашни сехетри шухӑшсен ҫыххи, тавҫӑрса илме тӑрӑшни, малтан курса тӑни, мӗн пулассине пӗлменнипе тертленни — пурте ҫак ыйтусенчен килеҫҫӗ: вӑл паян ӑна кураять-и, кураймасть-и?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Калаҫнӑ чухне вӑл ӗмӗтленмест, ӑспа вылямасть; унӑн пуҫӗнче пӗр тӗп йӗр пур пулас, ӑсӗ вара ҫав йӗртен нихҫан та иртмест.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн ӑслӑ та илемлӗ пуҫӗнче, Обломова апат хыҫҫӑн ҫывӑрма мӗнле пӑрахтармалли тӗплӗ план та йӗркеленчӗ ӗнтӗ — ҫывӑрма кӑна мар, вӑл ӑна кӑнтӑр кунӗнче диван ҫине выртма та памӗ, унран сӑмах илӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак шухӑшсем унӑн пуҫӗнче ҫавраҫил пек ҫаврӑнчӗҫ, вӑл вара ун ҫине пӑхрӗ-пӑхрӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫете, тӗпсӗр шӑтӑка пӑхнӑ пек, хӑйне хӑй пӗлми пулса, ирӗлсе кайса пӑхрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан ваннӑйне е ҫырмана шыва кӗме каятӑп, каялла таврӑнатӑп — балкона уҫнӑ ӗнтӗ; арӑм блузӑпа ҫӑмӑл калпак тӑхӑннӑ, калпакӗ аран-аран пуҫӗнче тытӑнса тӑрать, халех ҫил вӗҫтерсе каяс пек…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл шухӑшларӗ, шухӑшларӗ; ун пуҫӗнче вара Захара каланинчен пачах хирӗҫле шухӑш ҫурала пуҫларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри пулсан — йӑлтах тунӑ пулӗччӗ? — вӗҫсе илчӗ ун пуҫӗнче шухӑш: — Тепри… — тепри…А другой бы все это сделал? — мелькнуло у него в голове. — Другой, другой…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл темиҫе ҫул хушши, ывӑна пӗлмесӗр план тӑвать, шухӑшлать, утса ҫӳренӗ чухне те, выртнӑ чухне те, ҫынсен хушшинче те уйлать; е хушса хурать, е тӗрлӗ статьясене улӑштарать, е ӗнер шухӑшласа тупса ҫӗрле манса кайнине астуса илет; тепӗр чухне тата сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек, кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ шухӑш килсе тухать те, ун пуҫӗнче шухӑшсем вӗреме тытӑнаҫҫӗ, вара — ӗҫ каять!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Планӑн тӗп тӗллевӗ, унӑн тӗп пайӗсем — Обломов пуҫӗнче тахҫанах хатӗр; тӗпрен ӑнлантарса панисем, сметӑсем, цифрӑсем ҫеҫ ҫитмеҫҫӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле те пулин лайӑх произведени ҫинчен илтсен — унӑн унпа паллашасси килнӗ: вӑл ҫав кӗнекене шыранӑ, ҫынсенчен ыйтнӑ, ӑна часах пырса парсан, вулама тытӑннӑ, унта ҫырнӑ япаласем ҫинчен унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тӗвӗленме тытӑннӑ; тепӗр утӑм тусанах — вӑл ӑна ӑнланса та илнӗ пулӗччӗ, пӑхӑсан та — вӑл мачча ҫине сӳрӗккӗн тинкерсе выртнӑ, унӑн ӑнланса иленмен кӗнеки те вуласа пӗтереймесӗрех хӑй ҫумӗнче выртнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӳт-пӗвӗнче уйрӑм паллӑсем пулман пекех, унӑн пуҫӗнче те ҫивӗч ӑспа ҫӗнӗ шухӑшсем е урӑх ӑрасналӑхсем ҫук.Остроумия, оригинальности и других особенностей, как особых примет на теле, в его уме нет.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Свинкин пуҫӗнче ҫил шӑхӑрать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл темиҫе ҫул каялла старостӑран ырӑ мар ҫыру илсен, хӑйӗн именийӗнчи ӗҫсене лайӑхрах йӗркелесе улӑштарасси ҫинчен пуҫӗнче план тума та тытӑннӑччӗ ӗнтӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сылтӑмри колонна пуҫӗнче флагман карапӗ «Князь Суворов» пынӑ, ун хыҫҫӑн -тепӗр виҫӗ броненосец.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Тупрӑм иккен хам валли!» — ҫиҫсе илчӗ шухӑш Женя пуҫӗнче.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Унӑн пуҫӗнче яланах ҫӗнӗ парус шухӑшӗ пулнӑ.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах ку шухӑш ун пуҫӗнче пӗр самант ҫеҫ тытӑнса тӑчӗ, унтан каллех ҫӗнӗ, вӑрттӑнлӑх, никама каламалла мар текен шухӑш пырса кӗчӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнпа та вӑл телейлӗ ача, ҫавӑнпа та ун пуҫӗнче икӗ ҫаврашка.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949