Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Маккавей вара Никанор ун тӗлӗшшӗн сивӗннине, ахаль тӗлпулусенче те тӳрккесрех пулнине асӑрхаса, ку тӳрккеслӗх ырра пӗлтермест тесе шутласа илнӗ те хӑйӗн ҫыннисене сахалах мар пуҫтарса Никанортан тарса ҫухалнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑн ҫинчен Маккавее пӗлтерсессӗн, вӑл, халӑх ҫулпуҫӗсене пуҫтарса, вӗсене кӗмӗлшӗн хӑйсенӗн тӑванӗсене сутнӑшӑн, тӑшмансене кӑларса янӑшӑн ятланӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӑшман хыҫҫӑн пуҫтарса илнӗ пӗтӗм кӑрала меллӗ вырӑна тӗплӗн купаласа хунӑ, ытти тупӑшне Иерусалима илсе килнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем хыҫӗнчен кӑралӗсене пуҫтарса пӗтерсессӗн, тӑшмансен ҫар тумне хывса илсессӗн, хӑйсене ҫав кун ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсем валли Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартма пуҫланӑ Ҫӳлхуҫана чунтан тав туса, мухтаса вӗсем шӑматкуна уявланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫилли ырӑлӑха куҫсассӑн, хӑй тавра йышлӑ халӑх пуҫтарса, Маккавей суя тӗнлисемшӗн ҫӗнтерейми вӑй пулса тӑнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иасон вара хӑй халӑхӗн ҫыннисем хушшинчех пӗр шелсӗр юн тӑкнӑ, пӗр йӑхри ҫынсене хирӗҫ ҫапӑҫни чи пысӑк инкек пулни ҫинчен шухӑшламан та вӑл, йӑхташсенчен мар, тӑшмансенчен пурлӑх пуҫтарса илнӗ пек туйнӑ вӑл хӑйне.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кайрантарах Антиох вилнӗ тесе суя хыпар сарӑлсассӑн, Иасон, пин ҫынран кая мар пуҫтарса, кӗтмен ҫӗртен хула ҫине тапӑннӑ, вӗсем хӳме ҫине хӑпарсассӑн, юлашкинчен хулана ярса илсессӗн, Менелай кереме тарса пытаннӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27-28. Менелай вара влаҫ илнӗ, хула керемӗн пуҫлӑхӗ Сострат — хырҫӑ пуҫтарса тӑма тивӗҫлӗскер — ӑна хистесех тӑнӑ пулин те, вӑл патшана пама пулнӑ укҫа ҫинчен шутламан та; ҫак сӑлтава пула вӗсене иккӗшне те патша чӗнсе илнӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара патша иудейсене хӑйне пулӑшма чӗннӗ, лешӗсем пурте ҫийӗнчех ун патне пухӑннӑ, хула ҫыннисем ӗнтӗ чӑл-пар саланнӑ, вӗсене ҫав кун ҫӗр пине яхӑн вӗлерсе тухнӑ; 48. хулине вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫав кун темӗн чухлӗ тупӑш пуҫтарса илнӗ, патшана ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
87. Ионафан вара, пысӑк тупӑш пуҫтарса илсе, хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе Иерусалима таврӑннӑ.87. И возвратился Ионафан со всеми бывшими при нем в Иерусалим, имея при себе много добычи.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
84. Ионафан ӗнтӗ Азотпа ун таврашӗнчи хуласене вут тивертсе янӑ та вӗсен пурлӑхне пуҫтарса илнӗ, Дагон ҫуртне вара унта тарса кӗнисемпе пӗрлех ҫунтарса янӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ӗнтӗ Ионафанпа унӑн ҫыннисем пытанса тӑнӑ ҫӗртен сиксе тухнӑ та вӗсене тапӑннӑ, нумайӑшне пӗтерсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем сӑрт ҫине тарса кайнӑ; Ионафан ҫыннисем вара вӗсен мӗнпур пурлӑхне пуҫтарса илнӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Иудейсем вӗсен тупӑшне те, мӗн вӑрласа тухнине те пӗтӗмпех пуҫтарса илнӗ; Никанорӑн пуҫне тата сылтӑм аллине — хуҫи мӑнаҫлӑн тӑсма юратакан алла — касса татса, Иерусалим умне илсе килсе ҫакнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӗ ӗнтӗ эпӗ Иерусалимра тунӑ усал ӗҫӗмсене, унти ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене пуҫтарса тухнине, Иудейӑра пурӑнакансене ытахальтен пӗтермешкӗн ҫар янисене аса илетӗп.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Иудея ҫӗрне ҫитиччен пӗтӗм ҫул тӑршшӗпех Иуда кая юлакансене пуҫтарса, хавхалантарса пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Иуда хулари арҫынсене пурне те хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ, хулине тӗппипе аркатса тӑкнӑ, тупӑш пуҫтарса илнӗ, вара хула витӗр ҫын виллисем урлӑ каҫса иртсе кайнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Иуда вара Масфа еннелле ҫул тытнӑ, ӑна хупӑрласа тӑрса туртса илнӗ, унти мӗнпур арҫынна вӗлерсе тухнӑ, унти пурлӑха пуҫтарса илсе, хулине вутпа ҫунтарса янӑ; 36. унтан малалла кайса, вӑл Хасфон, Макед, Восор тата Галаад ҫӗрӗнчи ытти хуласене туртса илнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ килсемччӗ, пире вӗсен аллинчен хӑтарсамччӗ, ахаль те пире нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 13. Тов ҫӗрӗнче пурӑнакан пур тӑванӑмӑр та вилӗм аллинче ӗнтӗ, вӗсенӗн арӑмӗсене, вӗсенӗн ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ, пурлӑхне те пуҫтарса тухса кайрӗҫ, унта пин ҫынна яхӑн вӗлерчӗҫ, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑйӗн ҫарӗ тарнине тата Иудӑн ҫар ҫыннийӗсен харсӑрлӑхне, вӗсем пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫнине курса, Лисий Антиохие кайнӑ, унта ют ҫӗр ҫыннисене темӗн чухлӗ пуҫтарса пысӑк ҫар пухнӑ та каллех Иудейӑна кайма шут тытнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.