Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланаҫҫӗ (тĕпĕ: пуҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗл иртет те тӳрех ҫу кунӗсем пуҫланаҫҫӗ; ҫу иртет ҫеҫ — каллех хӗл пуҫланать.

После зимы сразу наступает лето, а после лета — зима.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Евдокия Тимофеевна пӗлет, малашне канӑҫсӑр, чи хӑрушӑ, пуҫран тухман йывӑр шухӑшлӑ, телейсӗр кунсем пуҫланаҫҫӗ.

Она знала, что ей предстоят трудные дни, полные тревог, самых страшных опасений, тяжелых и неотгонимых мыслей, —

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсенчен ҫурҫӗр еннелле Ногай е Моздок ҫеҫенхирӗн хӑйӑр кӗрчӗсем пуҫланаҫҫӗ те вара, ҫурҫӗрелле тӑсӑлса, таҫта хӑяматра Трухмен, Аҫтӑрхан тата Кӑркӑс-Кайсацк ҫеҫенхирӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ.

На север от них начинаются песчаные буруны Ногайской, или Моздокской, степи, идущей далеко на север и сливающейся Бог знает где с Трухменскими, Астраханскими и Киргиз-Кайсацкими степями.

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Вӗсен шкула каймалла-ҫке-ха… экзаменсем пуҫланаҫҫӗ.

— Да у них же школа… экзамены скоро.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тӗтре» хыҫҫӑн ҫутӑ ир килет, кил хуҫи арӑмӗн, амӑшӗн чӑрмавӗсем пуҫланаҫҫӗ; ӑна хирти чечек пахчи илӗртет е упӑшкин кабинечӗ.

После «тумана» наставало светлое утро, с заботами матери, хозяйки; там манил к себе цветник и поле, там кабинет мужа.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ… чӑн-чӑн ӗҫ пуҫланать.

Начинается обязанность, серьезная жизнь…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫапла, — хирӗҫ тавӑрса калать кам та пулин, — ҫак вӑхӑтра яланах тӗттӗм; вӑрӑм ҫӗрсем пуҫланаҫҫӗ.

— Да, — ответит кто-нибудь, — об эту пору всегда темно; длинные вечера наступают.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Астрономи сӑнавӗсем пуҫланаҫҫӗ.

Начались астрономические наблюдения.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ыран занятисем пуҫланаҫҫӗ.

Завтра начинаются занятия.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, сакӑр сехетре, занятисем пуҫланаҫҫӗ.

После утреннего чая, в восемь часов, начинались занятия.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Малалла пусма хӳтлӗхӗсенчен темле тимӗр хулӑсемпе каштасем кӑна курӑнкаларӗҫ, виҫҫӗмӗш хутӗнчен ҫӳлерех кӑна каллех пусмасем пуҫланаҫҫӗ.

Дальше шли какие-то железные прутья и балки, торчавшие в пустоте лестничной клетки, и лишь на высоте третьего этажа вновь начинались ступени.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепле мана Саня каласаччӗ: пурнӑҫра пурте лайӑх пырать те — сасартӑк кӗтмен ҫӗртен ҫаврӑнмалла пулать, кунта вара «пичкесемпе» «иммельмансем» пуҫланаҫҫӗ имӗш.

Саня как-то говорил, что всю жизнь всегда бывало так: всё хорошо — и вдруг крутой поворот, и начинаются «бочки» и «иммельманы».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр-пӗрине нумайранпа курман ҫар ҫыннисем тӗл пулсан яланах асаилӳсем пуҫланаҫҫӗ.

Как всегда бывает при встрече двух давно не видевших друг друга военных, начались воспоминания.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсен турачӗсем ҫӗр ҫумӗнченех пуҫланаҫҫӗ.

Их ветви начинаются прям от земли.

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Пурпӗрех ҫӗнӗ форматсем пуҫланаҫҫӗ.

Все равно начнутся новые форматы.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсе пырать, кӗҫех хаваслӑ ҫу кунӗсем пуҫланаҫҫӗ.

Заканчивается учебный год, скоро наступят радостные летние дни.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Урӑхла каласан, питӗ ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ те – юр хӑвӑрт ирӗлӗ, шыв ҫырма-ҫатрана лексе ейӗве тухма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем (ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ) пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Урӑхла каласан, питӗ ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ те - юр хӑвӑрт ирӗлӗ, шыв ҫырма-ҫатрана лексе ейӗве тухма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен Экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем /ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ/ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех