Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пусӑ (тĕпĕ: пусӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тата тепӗр ӗҫ: пусӑ патне купаласа хунӑ утӑ купине ҫитерме пуҫларӗҫ.

— И ишо одно дело: расчали прикладок, какой возля колодезя склали.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Малтан усӑ курман ҫӗрӗн пӗр пайне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16

Пусӑ аяккинче, пысӑк ӑвӑс ҫурта евӗр шуратса купаланӑ вӑрӑм пӗренесен хыҫӗнче вӑл ачасен сассине илтрӗ.

У колодца, за высокой кучей длинных ошкуренных бревен, похожих на огромные восковые свечи, он услышал ребячьи голоса.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳрт кӗтессинчен пӑрӑнсанах пусӑ патӗнчен килекен Петькӑна курчӗ.

И только свернул за угол избы, как заметил идущего от колодца Петьку.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте тарӑн та кӑштах асамлӑ ҫӑл тӗпнелле пӑхрӗҫ, пӗр-пӗрне вӗсем тӗрлӗ канашсем пачӗҫ, пакура темиҫе хутчен пусӑ тӗпне антарчӗҫ пулин те витрене ҫаклатса илеймерӗҫ.

Все заглядывали в глубокий, немного таинственный колодец, давали друг другу множество советов, в какой раз опускали на дно багор, но ведро зацепить не могли.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл, пусӑ тараси пек малалла ӳпӗнчӗ те икӗ ҫӑм алсана икӗ аллипе хуллен ярса тытрӗ, туртса илчӗ, нимӗн шарламасӑр тӑхӑнса ячӗ, аллисене саркаласа тиркевлӗн пӑхкаларӗ, вара ҫаврӑнчӗ те, Ариша аппа енне эххӗм те тумасӑр, киле кӗрех кайрӗ.

Потом он согнулся, словно переломился, осторожно, двумя пальцами обеих рук, ухватил вязаные варежки, стащил их с тети Ариши, молча надел себе на руки, отставил их чуть в сторону, осмотрел критически и, не глядя на старуху, вернулся в дом.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ир ҫинче эпӗ княҫ хӗрне пусӑ патӗнче тӗл пултӑм.

Поутру я встретил княжну у колодца.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ирпе вӑрансанах чӳрече умне ларатӑп та лорнет витӗр унӑн балконӗ ҫинелле пӑхатӑп, вӑл тахҫанах тумланса тӑма ӗлкӗрнӗ; кӑчӑк туртассине ҫеҫ кӗтет; вара пӳрт умӗнчен пусӑ патнелле анакан садра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ пек тӑватпӑр эпир.

Утром, просыпаясь, сажусь у окна и навожу лорнет на ее балкон; она давно уж одета и ждет условного знака; мы встречаемся, будто нечаянно, в саду, который от наших домов спускается к колодцу.

Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Верӑна кунсеренех эпӗ пусӑ патӗнче те, уҫӑлса ҫӳренӗ чухне те куратӑп.

Каждый день вижу Веру у колодца и на гулянье.

Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каҫхине вӑл темӗн ытла шухӑшлӑччӗ, паян ирпе пусӑ патӗнче тӗл пулсан вӑл мана тата шухӑшлӑрах пек курӑнчӗ.

Вечером она была задумчива, нынче поутру у колодца еще задумчивей.

Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӗнер пусӑ патне Вера та пӗрремӗш хут пынӑччӗ…

Вчера у колодца в первый раз явилась Вера…

Майӑн 21-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Паян эпӗ нумай ҫывӑрнӑ, тӑтӑм та пусӑ патне пытӑм — ӗнтӗ никам та ҫукчӗ унта, кун шӑрӑхлансах пырать, шурӑ лӑпсӑркка пӗлӗтсем аслатиллӗ ҫумӑр пуласса систереҫҫӗ.

Сегодня я встал поздно; прихожу к колодцу — никого уже нет, становилось жарко; белые мохнатые тучки обещали грозу.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫапах та ан савӑн-ха, эпӗ пӗрре пусӑ патӗнче кӗтмен ҫӗртен курса калаҫсаттамччӗ унпа: виҫҫӗмӗш сӑмахӗнчех вӑл: кам ҫав господин, кӑмӑлсӑр та йывӑррӑн пӑхаканскер? — тесе ыйтрӗ; — ун чухне вӑл сирӗнпе пӗрлеччӗ, — терӗ.

— Не радуйся, однако, я как-то вступил с нею в разговор у колодца, случайно; третье слово ее было: «Кто этот господин, у которого такой неприятный тяжелый взгляд? он был с вами, тогда…»

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунсеренех акӑ пусӑ патӗнче, бульварта тӗл пулатпӑр эпир; ӑна юратаканӗсемпе чаплӑ адьютанчӗсене, Мускавран килнисемпе тата ыттисене те аяккалла пӑхтарас тесе, эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп та, мана яланах вӗсене пӑрма май килет, темелле.

Мы встречаемся каждый день у колодца, на бульваре; я употребляю все свои силы на то, чтоб отвлекать ее обожателей, блестящих адъютантов, бледных москвичей и других, — и мне почти всегда удается.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эсир пусӑ патӗнче ӑна куртӑр та пулӗ?

Не встретили ль вы ее у колодца?

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ял вырӑнӗнчи кӑмака мӑрьисем касса пӗтернӗ вӑрман тункатисем евӗрлӗ лараҫҫӗ, вӗсен хушшинче пӗччен пусӑ тараси пӗр килӗшӳсӗррӗн пӗлӗтелле кармашса тӑрать, унӑн тимӗр кӑшӑлпа тыттарнӑ пӑнтӑхнӑ йывӑҫ витри, тутӑхнӑ сӑнчӑртан ҫакӑнса тӑраканскер, ҫил ҫинче силленкелет.

Это было пустое снежное поле, на котором, как пни сведенного леса, торчали трубы и посреди – совсем уже нелепый – возвышался колодезный журавль с деревянной позеленевшей, обитой по краям железом бадьей, медленно раскачиваемой ветром на ржавой цепи.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

2017 ҫулта усӑ курман ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли плана мӗнле пурнӑҫланипе ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Рябинина паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем вӑрман кашлакан уйсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ хыҫҫӑн куҫ хывакансем ҫийӗнчех тупӑнаҫҫӗ.

После введения в оборот сельскохозяйственными предприятиями и фермерскими хозяйствами в оборот земель, где ранее шумели леса, находятся и те, кто примечает их.

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

«Корма» агрофирма та усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе сахал мар вӑй хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Хирти Пикшикри А. Багаутдинов пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ уйра та 3-4 ҫул каялла ҫеҫ вӑрман ӳсетчӗ, халь ӑна аса илтерекенни нимӗн те тӑрса юлман.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех