Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хам та, ватӑ ухмах, тӑранайми пӑхаттӑм, тӑранайми хӗпӗртеттӗм; мӗн тери юратман-ши эпӗ хамӑн Дуньӑна; мӗн чухлӗ ачашламан-ши хамӑн хӗрӗме; мӗн тери лайӑхчӗ унӑн пурӑнӑҫӗ!
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ку вырӑнсене пӗр-пӗр офицер пырас пулсан, унта уншӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ, офицер пур ҫинче пӗр-пӗр фрак тӑхӑннӑ ҫын мӗнле те пулин хӗре юратать пулсан, ку ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ вара ытах та начар пулнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Халь ӗнтӗ унӑн пурӑнӑҫӗ пӗтӗмпех ман алӑра; эпӗ, вӑл кӑшт та пулин ҫӳҫеннине курас тесе, тӗллесе пӑхрӑм.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Мӗнле хӗҫ-пӑшалпа ҫапӑҫассине суйласа илесси манран килнӗ чухне унӑн пурӑнӑҫӗ те ман алӑраччӗ, хамшӑн пулсан нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук пекехчӗ: эпӗ ҫапах та пеме килӗшмерӗм, эпӗ ӑна, шеллесе, перессинчен пӑрӑнтӑм теме те пултарӑттӑм, анчах суяс килмест.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унӑн никам пӗлми пурӑнӑҫӗ мана юмах пек туйӑнатчӗ, хӑй те вӑл мана темӗнле, ҫын пӗлме пултарайман тӗлӗнмеле повеҫӗн геройӗ пек курӑнатчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кунта унӑн пурӑнӑҫӗ начарччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑй укҫа-тенкӗ йӗркесӗр тустарса пурӑнатчӗ: ӗмӗрех ҫуран ҫӳретчӗ, хура сюртукӗ те кивелнӗскерччӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй пирӗн полкри мӗн пур офицерсене пӗрмаях ӗҫтерсе ҫитеретчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫарти офицерӗн пурӑнӑҫӗ паллӑ ӗнтӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫапла ӗнтӗ, Ырӑ Ҫыннӑм, хамӑн кӳршӗ тата тусам пулнӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ, ӗҫӗсем, кӑмӑлӗ тата сӑн-сӑпачӗ ҫинчен эпӗ астуса илме пултарнисем ҫаксем пулаҫҫӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче янӑ сирӗн хисеплӗ ҫырӑвӑра эпӗ ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнче илтӗм, вӑл ҫырура эсир ман ҫывӑх тус пулнӑ тата именисем тӗлӗшпе кӳршӗ пулнӑ Иван Петрович Белкин хӑҫан ҫуралнипе вилни ҫинчен, унӑн службипе килти пурӑнӑҫӗ ҫинчен, вӑл мӗн ӗҫлесе мӗнле кӑмӑлпа пурӑнни ҫинчен тӗплӗн пӗлесчӗ тесе ҫыратӑр.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫакӑ, халӗ публикӑна вулама сӗнекен И. П. Белкин ҫырнӑ Повӗҫсене кӑларма тытӑннӑ май, хамӑр тӑван халӑхӑн сӑмахлӑхне юратакансен пӗлес килекен кӑмӑлне кӑшт та пулин тултарас тесе, эпир вилнӗ авторӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен кӗскен те пулин хушса калас терӗмӗр.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Покровски халӑхӗн пурӑнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ шуса пырать.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗсӗр тӑрса юлма пултарасси ҫинчен шухӑшлани — ун чӗрине ҫурсах ыраттарчӗ, няня ҫырӑвӗ тӑрӑх мӗскӗн чирлӗ ҫынӑн пурӑнӑҫӗ япӑххине пӗлсе, вӑл уншӑн хӑраса ӳкрӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
11. Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн вилӗмлӗ ӳтӗмӗрте пултӑрччӗ тесе, хамӑр чӗрӗ чухне эпир яланах Иисусшӑн вилетпӗр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр; 9. пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр; 10. Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн ӳтӗмӗрте палӑртӑр тесе, эпир Унӑн вилӗмне яланах хамӑр ӳтӗмӗрте илсе ҫӳретпӗр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Сирӗнтен хӑшӗ те пулин хӑйне хӑй ырӑ пурӑнӑҫлӑ ҫын вырӑнне хурать пулсан, анчах хӑй чӗлхине чармасть пулсан, унӑн ырӑ пурӑнӑҫӗ ниме те тӑмасть, вӑл хӑйне улталать ҫеҫ.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унтан пурне те каланӑ: астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест, тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Акӑ Унпа икӗ ҫын калаҫса тӑнӑ, вӗсем Моисейпе Илия пулнӑ; 31. мухтавлӑн курӑннӑскерсем, вӗсем Унӑн пурӑнӑҫӗ Иерусалимра вӗҫленмелли ҫинчен калаҫнӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Арави ҫӗрне тытса тӑракан Арета умӗнче айӑпа кӗнӗскер, вӑл хуларан хулана тарса ҫӳренӗ, ӑна, саккунсенчен хӑпнӑскере, пурте йӗрленӗ, пурте курайман, ӗнтӗ йӗрӗнчӗке юлнӑскере, тӑван ҫӗршывпа халӑх тӑшманӗ тесе Египета хӑваласа янӑ — унӑн усал пурӑнӑҫӗ ҫапла вӗҫленнӗ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Матфан ывӑлӗ Сафатия, Пасхор ывӑлӗ Годолия, Селемия ывӑлӗ Юхал тата Малхия ывӑлӗ Пасхор Иеремия халӑха ҫак сӑмахсене каланине илтнӗ: 2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ, халдейсем патне тухакансем вара чӗрӗ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене, вӗсем пурӑнӗҫ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑха та кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сире пурӑнӑҫ ҫулӗпе вилӗм ҫулӗ сӗнетӗп: 9. ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ; хуларан тухса халдейсене, хӑвӑра хупӑрласа тӑракансене, парӑннисем вара сывӑ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене: 10. Эпӗ ҫак хула енне ырӑ тума мар, усал тума ҫаврӑнса тӑтӑм, тет Ҫӳлхуҫа, хула Вавилон патшийӗн аллине лекӗ, лешӗ вара ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.