Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшрӗ (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ҫын, атте тусӗ пирки калатӑп-ха, мана учительте ӗҫлеме кӗме пулӑшрӗ, ҫавӑнтан вара чиперех пырать-ха.

Этот человек, друг отца, помог мне устроиться учителем, и пока, слава богу, все идет хорошо.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра ӑна Огнянов пулӑшрӗ:

Огнянов ей помог:

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑ вара хӗр-манаха хӑйӗн тепӗр шухӑшне каласа памашкӑн та май тупма пулӑшрӗ:

Это дало повод монахине рассказать и о втором своем открытии:

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджие Огнянов пирки ҫакӑн пек ирсӗр элек сармашкӑн пӗртен пӗр сӑлтав пулӑшрӗ, Огнянов ун патне пӗрре те килсе курса хисеп кӑтартмарӗ, ҫапла килсе курманни хӗр-манаха хисеплемен пек, тӑрӑхланӑ пек пулса тӑчӗ, хӗр-манах ӑна каҫарми тӑшман вырӑнне хура пуҫларӗ.

Главной, а может быть, и единственной причиной, побудившей Хаджи Ровоаму распространить столь гнусные слухи об Огнянове, послужило то обстоятельство, что он не почтил её своим посещением; этим он нанес кровное оскорбление ее честолюбию и нажил в ее лице опасного врага.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах Вера Павловнӑна хӑй тӑтӑшах упӑшки ҫинчен шухӑшлани, яланах унпа пӗрле пулни, ун ҫине пӑхни, унпа пӗрле шухӑшлани питӗ пулӑшрӗ.

Но все-таки Вере Павловне очень помогло то, что она постоянно думала о муже, постоянно была с ним, смотрела на него, думала с ним.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакӑ вара ӑна хӑйӗн туйӑм-сисӗмӗсене лайӑх ӑнланса илме нумай пулӑшрӗ.

Это много помогло ей разгадать свое чувство.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Йӑнӑша пысӑклансах пыма эпир пӗрле пурӑнма тытӑнсан вӑл мана питӗ пысӑка хуни те пулӑшрӗ: пирӗн хушӑра ун чухне пӗртанлӑх ҫукчӗ-ха: вӑл мана ытлашширех те хисеплетчӗ; ман пурнӑҫа, эп хама епле тыткаланине вӑл чи ҫӳле хурса йышӑнатчӗ, манри уйрӑмлӑхсене ҫынсен пурин те пулмалли япаласем вырӑнне хуратчӗ, вӑхӑтлӑха вара вӑл вӗсемсӗр пуҫне урӑх ним те курми пулса тӑчӗ.

Ошибке много помогло и то, что, когда мы сошлись жить вместе, она слишком высоко ставила меня: между нами еще не было тогда равенства; с ее стороны было слишком много уважения ко мне; мой образ жизни казался ей образцовым, она принимала за общую человеческую черту то, что было моею личною особенностью, и на время она увлеклась ею.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Акӑ мӗн хӑтланса илчӗ Лопухов, Рахметов вара вӑл мӗн хушнине туса ӑна пулӑшрӗ ҫеҫ.

Вот какую штуку устроил Лопухов, а Рахметов был только его орудием.

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чарӑн-ха ҫавӑн тӗлне ҫитсен, чарӑн та шутласа пӑх-ха — тавҫӑрса илейместӗн-и. Мерцалова килчӗ, хуйхӑрчӗ, йӑпатрӗ, мастерской ӗҫне хаваслӑнах тытӑнӑттӑм, анчах та пултарайӑп-ши, ҫавна пӗлместӗп, терӗ, унтан каллех хуйхӑрма, йӑпатма пуҫларӗ, япаласене майлаштарма пулӑшрӗ.

Остановись-ка на ней, да и подумай, не отгадаешь ли. Приехала Мерцалова, потужила, поутешила, сказала, что с радостью станет заниматься мастерскою, не знает, сумеет ли, и опять стала тужить и утешать, помогая в разборке вещей.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑнах та, малтанхи кунсенче вӑл мана нумай пулӑшрӗ, мӗншӗн тесен манӑн пӗрмаях ӗҫес килетчӗ.

И точно, в первые дни он меня поддержал, потому что меня тянуло к вину.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хуҫине ухӑ йӗппи йӗннипе уххине ҫакма пулӑшрӗ.

Прикрепила к поясу лук и колчан.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Пуринчен ытларах Мерцалова е унӑн амӑшӗ, хӗрӗ пекех питӗ лайӑх хӗрарӑм, хӑйматлӑх амӑшӗ пулчӗ, Вера Павловна пӗрре те пулмарӗ: вӑл качча тухакан хӗре тумланма та пулӑшрӗ, чиркӗве те ӑсатрӗ, анчах хӑй, ялан тенӗ пекех, хӗр юлташӗ кӑна пулчӗ.

Чаще всего посаженою матерью бывала Мерцалова или ее мать, тоже очень хорошая дама, а Вера Павловна никогда: она и одевала, и провожала невесту в церковь, но только как одна из подруг.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр кун ирхине тул ҫутӑличчен нумай малтан Давыдов аслӑк ҫинче ҫывӑракан Ҫӑрттан мучие вӑратрӗ, ӑна ӑйӑрсене кӳлме пулӑшрӗ, вара урапа ҫине хӑпарса ларчӗ те Харламовсен килӗ патне ҫитрӗ.

На следующий день задолго до рассвета Давыдов разбудил спавшего на сеновале деда Щукаря, помог ему запрячь жеребцов и подъехал ко двору Харламовых.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна Нагульнов пулӑшрӗ.

На выручку ему пришел Нагульнов.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хаваслӑнах килӗшрӗ, мана хӑйӗн чупкӑчӗ ҫине вырнаҫса ларма пулӑшрӗ, мана тытса пырать, эпӗ урасемпе пӗтӗм вӑйран ҫавӑратӑп, тем пекех тӑрӑшатӑп.

Он с радостью согласился, помог мне на своей ехалке угнездиться, поддерживает меня, а я ногами изо всей силы кручу, стараюсь во всю ивановскую.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, тур пулӑшрӗ, енчӗке те тупрӑм, халӗ кайма та юрать…

Ну, слава богу, сыскал-таки и кисет, теперь можно ехать…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта Давыдов пачах кӗтмен ҫӗртен ӑна Устин пулӑшрӗ: Нечаевӑн самӑр та ҫӳллӗ арӑмӗ патне хыҫалтан йӑпшӑнса пырса, вӑл ӑна самантрах ҫӗклесе илчӗ те, кулакан хӗрарӑм хӑйне ҫапкаланине асӑрхамасӑр та тенӗ пек, ӑна пысӑк урапа патне чупсах ҫӗклесе пычӗ, хыҫала сыхлануллӑн лартрӗ.

Тут-то совершенно неожиданно для Давыдова на выручку ему пришел Устин: неслышно подойдя сзади к полной и высокой жене Нечаева, он мгновенно подхватил ее на руки и, не обращая никакого внимания на удары, которыми осыпала его смеющаяся женщина, на рысях донес ее до арбы, бережно усадил в задок.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ван Цзю кинемей Шань-сыне кучченеҫсем хатӗрлеме те пулӑшрӗ.

Бабушка Ван снова помогла вдове Шань приготовить угощение для всех, кто здесь толкался целый день и болтал.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Вӗсене ҫӗнтерме Нагульнов питӗ хытӑ пулӑшрӗ.

Способствовал этому в огромной мере Нагульнов.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсене ҫӗнтерме Нагульнов питӗ хытӑ пулӑшрӗ.

Способствовал этому в огромной мере Нагульнов.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех