Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарсан (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Килсе кӗме пултарсан та вӗсем хӑйсен вилӗмӗшӗн савӑнман пулӗччӗҫ, — тесе хутшӑнчӗ калаҫӑва егерь ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ, ҫирӗм ҫулалла ҫитнӗ лахтарь.

— А если бы и взялись, так смерти своей не порадовались бы, — вступил в мирную беседу лахтарь в егерской шапке, парень лет двадцати.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Судьяна тӑшман сисиччен тавӑрса пама пултарсан, команда икӗ очко выляса илет.

Если удастся передать палочку судье незаметно, команда получает два очка.

«Шурӑ патак» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Мӗнле майпа, — вӑл хӑй те пӗлмен, анчах суккӑра ҫӗнӗ туйӑм пама пултаракан тулашри чӗрӗ пурнӑҫ йӗрӗсене, вӗсем чун-чӗрешӗн, тен, амантмаллӑх йывӑр пулса тӑма пултарсан та — ҫине тӑрсах анлӑлатма тӑрӑшнӑ.

В какой форме — он не знал и сам, но упорно стремился расширить для Петра круг живых внешних впечатлений, доступных слепому, рискуя даже потрясениями и душевными переворотами.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Эпӗ пурне те тума пултарсан

— И если я успешно исполню возложенное на меня поручение…

II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫавна шухӑшласа тупма пултарсан, вӑл хӑех туптӑр.

Пусть он ее отгадает, если сумеет.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫавӑн пек йӗркелеме пултарсан, пысӑк ӗҫ тӑвӑпӑр, пултараймасан, ниме тӑман ӗҫ пулӗ.

Если сумеем организовать так, то сделаем большое дело, не сумеем — получится ерунда.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӗҫӗ кӑткӑс пулсан, Павел вӑл ҫынна хулара пурӑнакан палланӑ адвокат патне кайма хут ҫырса парать, хӑй пултарсан — хӑех лӑплантарать.

В сложных случаях Павел давал человеку записку в город к знакомому адвокату, а когда мог — объяснял дело сам.

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫӑвар патне ҫӑкӑр илсе пыма пултарсан та юрӗ ӗнтӗ малашне…

В пору кусок до рта донесть…

Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пултарсан, ырӑ кӑмӑллӑ сунарҫӑ тата ученӑй пул, — терӗ вӑл.

— Будь, если можешь, — сказал он, — добрым охотником и ученым.

II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эпӗ пурне те каласа пама пултарсан

И если б я могла всё открыть…

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

О, эпӗ хама хам алла илме пултарсан!

О, если б я могла овладеть собою!

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Савнӑ шӑллӑм, сан сассуна илтме пултарсан, пирӗн атте епле телейлӗ пулӗччӗ-ши!

— Дорогой брат, как был бы счастлив отец, если бы он мог слышать тебя!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Мистерпе миссис Гленарван, — терӗ вӑл, — асапсемпе мӑшкӑлран хӑтарас тесе, упӑшки арӑмне вӗлерме пултарсан, качча илме шутланӑ хӗрпе те унӑн упӑшки пуласси ҫавнах тума пултарать тесе шутлаҫҫӗ.

— Мистер и миссис Гленарван, — сказала она, — считают, что если муж может убить свою жену, чтобы спасти её от мук и позора, то жених может оказать ту же услугу своей невесте.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эсӗ кулса ятӑн: «Эх, Тарук, манӑн хӗҫе ҫакӑн пек хӗрачасемех хуҫма пултарсан, вӑл начар хӗҫ пулнӑ пулӗччӗ. Ан тив вӗсене, пӑхчӑр ӗнтӗ», терӗн.

А ты засмеялся: «Эх, Даша, плохая бы у меня была сабля, если бы её такие девчонки сломать могли. Не трогай их, пусть смотрят».

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Эхер те ку сире йӑпатма пултарсан, эпӗ хирӗҫместӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен: — анчах васкамалла мар пек туйӑнать.

— Я не отказываюсь, если это может вас утешить, — промолвил он наконец, — но мне кажется, спешить еще не к чему.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эхер те эпӗ эсир мӗн каланине ӗненме пултарсан, — илтӗнсе кайрӗ ҫак самантра Анна Сергеевнӑн уҫӑ сасси.

— Если б я могла быть уверена в том, что вы говорите, — раздался в это мгновение ясный голос Анны Сергеевны.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эхер те эпӗ хам шанма пултарсан

Если б я мог надеяться…

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Сунарта Валетка ывӑнма пӗлмест, сисӗмӗ те унӑн ҫителӗклӗ, анчах теплерен-пӗрре аманнӑ мулкача хӑваласа тытма пултарсан, вӑл ӑна пӗр-пӗр сулхӑн вырӑнта, симӗс тӗм айӗнче, хӑйне пурте пӗлекен е хальччен ҫын илтмен хивре сӑмахсемпе вӑрҫакан Ермолайран аяккалла пӑрӑнса, пӗр шӑмӑ хӑварми, киленсе ҫисе ярать.

На охоте он отличался неутомимостью и чутье имел порядочное; но если случайно догонял подраненного зайца, то уж и съедал его с наслажденьем всего, до последней косточки, где-нибудь в прохладной тени, под зеленым кустом, в почтительном отдалении от Ермолая, ругавшегося на всех известных и неизвестных диалектах.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Пур ҫынсем те ҫӑлкуҫран шӑнкӑртатса юхакан шыва ӗҫме пултарсан аван пулӗччӗ тесе ӗмӗтленмер пуҫларӑм эпӗ.

Я начала мечтать о том, чтобы все люди могли бы пить чистую родниковую воду.

Тӑваттӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Кашни вырӑс ҫынни ҫинех, шурлӑхра путса анасран пӗр-пӗр тӗме ҫине хӑрамасӑр пуснӑ пек, пусма пултарсан, ҫак хаяр ҫӗршывра сывӑ юлас шанчӑк ытларах та пулать.

Каждый русский, на которого сможет он наступить, как на кочку в болоте, не боясь провалиться, — лишний шанс на устойчивость в этой дьявольской местности.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех