Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Халӑх ҫылӑхне каҫарттарма Турӑ умӗнче хӗрхенекен кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ Аслӑ Священник пулмашкӑн Унӑн пур тӗлӗшпе те тӑванӗсем евӗрлӗ пулмалла пулнӑ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир сире юратнӑ пек, Ҫӳлхуҫа сире пӗр-пӗрне те, ытти пур ҫынна та юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ, 13. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн мӗнпур святойӗпе килнӗ тӗле сирӗн чӗрӗрсене Атте Турӑ умӗнче пӗр айӑпсӑр, таса пулмашкӑн тӗреклӗ тутӑрччӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ ӗнтӗ эсир пурне те — ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ирсӗр сӑмах калаҫасса — пӑрахӑр; 9. пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр, эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса, 10. ҫӗнӗ этем пулнӑ, Турра пӗлсе ҫитмешкӗн, хӑйне Пултараканӗ евӗрлӗ пулмашкӑн вӑл ҫӗнелсе пырать.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл — пур ӗненекенсенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ; Вӑл — пуҫламӑшӗ; Вӑл пур тӗлӗшпе те малта пулмашкӑн вилнисенчен пуринчен те малтан чӗрӗлсе тӑнӑ: 19. Ашшӗ Унра пур ырӑлӑха та тулли тӑвасшӑн пулнӑ, 20. Унӑн хӗресӗ ҫинчи Юнӗпе, Ун урлӑ ҫырлахтарса, ҫӗр ҫинчисене те, ҫӳлтисене те — пурне те — Хӑйпе килӗштересшӗн пулнӑ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аяла аннӑскерӗ Хӑй пур ҫӗрте те, пурин ӑшӗнче те пулмашкӑн тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗ.10. Нисшедший, Он же есть и восшедший превыше всех небес, дабы наполнить все.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пур тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ пулмашкӑн, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тумалӑх та пуян пулмашкӑн Турӑ сире пур тӗрлӗ ырӑлӑхран та пуйтарма пултарать, 9. Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ, унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗре пырать» тенӗ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑлха та: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ куҫ мар» тесен, вӑл та вара ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн?
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ура: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ алӑ мар» тесен, вара вӑл ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн?
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫинчен Ҫӳлхуҫа мана нимӗн те хушман, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑ ҫынни пулмашкӑн Унран ырӑлӑх илнӗрен эпӗ сире ӑс анчах паратӑп.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗнӗ чуста пулмашкӑн кивӗ кӑвас чустинчен хӑтӑлӑр, сирӗн йӳҫӗтмен чуста пулмалла, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Пасхӑна, Христоса, пирӗншӗн парнене кӳнӗ.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.23. Ибо возмездие за грех - смерть, а дар Божий - жизнь вечная во Христе Иисусе, Господе нашем.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, йывӑр асапа чӑтмашкӑн, вӑрах тӳсӗмлӗ пулмашкӑн Ҫӳлхуҫа ятӗнчен калаҫнӑ пророксенчен курса вӗренӗр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана каларӗ: калӑпӑр, тинӗс тарӑн та вӗҫӗ-хӗррисӗр пулмашкӑн анлӑ вырӑнта вырӑнаҫнӑ; 4. анчах унта кӗмелли вырӑн юханшыв евӗрлех ансӑр.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх тӗнченӗн малтанхи ашшӗне, пӗртен-пӗр пултарнӑ этеме, упранӑ, ӑна пӗтесрен ҫӑлса хӑварнӑ: 2. вӑл ӑна мӗн пуррине пуҫ пулмашкӑн вӑй-хӑват панӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те Хӑвӑн сӑмахупа пултарнӑ, 2. Ху тунӑ чӗрчунсене пуҫ пулмашкӑн Хӑвӑн ӑслӑлӑхупа этеме пултарнӑ, 3. ӑна тӗнчене тӳрӗ те тӗрӗс тытса тӑмашкӑн сута таса чунпа тума хушнӑ.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сана Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче патша пулмашкӑн Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартма кӑмӑл тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ пултӑр!
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл патшапа тӗл пулмашкӑн Иерусалимран тухсассӑн, патша ӑна каланӑ: Мемфивосфей, эсӗ мӗншӗн манпа пӗрле пымарӑн? тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Давид Саула ҫапла каланӑ: патша кӗрӳшӗ пулмашкӑн кам эпӗ, манӑн пурӑнӑҫӑмпа ман аттемӗн йӑхӗ мӗнех вӑл Израильре? тенӗ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Самуил Саула каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн халӑхӗн, Израилӗн, патши пулмашкӑн ҫу сӗрсе яма хушса ячӗ, халӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.