Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулманни сăмах пирĕн базăра пур.
пулманни (тĕпĕ: пулманни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ пристаньре пулманни мӗн тери шел!

— Как жаль, что тебя не было на пристани!

VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эсӗ нихҫан та Англире пулманни тӳрех курӑнать.

Сразу видно, что ты в Англии никогда не была.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Эсир мана хӗрхенесшӗн мар: эпӗ ҫав хӗрарӑма хӑнӑхнине, эпӗ ӑна иленсе ҫитнине эсир ӑнланасшӑн мар; вӑл манпа пӗрле пулманни мана асаплантарать.

— Вы не хотите войти в мое положение; вы не хотите понять, что я привык к этой женщине, что я привязан к ней наконец, что отсутствие ее меня должно мучить.

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫапла ӗнтӗ, вӑл чӑнлӑхран инҫе пулманни халӗ курӑнсах тӑрать вӗт.

Итак, как теперь выяснилось, он был недалёк от истины.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» икӗ ҫул каялла ҫеҫ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ иккен те, ҫавӑнпа та вӑл: Гленарван шыракан ҫынсем кунти ҫырансен ҫывӑхӗнче ҫукки ҫинчен те, вӗсем нихӑҫан та пулманни ҫинчен те каласа пачӗ.

А так как катастрофа с «Британией» произошла всего два года тому назад, то он с полной уверенностью заявил, что разыскиваемых Гленарваном людей нет и не было в этой части побережья.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара унта пурӑнакансенчен крушени пулнипе пулманни ҫинчен пӗтӗмпех ыйтса пӗлме май пулать.

Там можно будет навести справки у местных жителей о всех случившихся крушениях.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Хуть те мӗнле пулсан та, — терӗ Гленарван, — ытлашши ӳпкелешсе пыма кирлӗ мар: хирӗҫле ҫил пуличчен вӑл пӗрре те пулманни тата та авантарах.

— Как бы там ни было, — сказал Гленарван, — но особенно жаловаться не приходится: лучше полное безветрие, чем встречный ветер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсене пур ҫӗртен те хупӑрласа илнӗ хӑрушлӑхсене манчӗҫ, вӗсене ҫул ҫине халех тухма май пулманни анчах кулянтарать.

Мужественные путешественники забыли об опасностях, которые со всех сторон подстерегали их, и жалели только о том, что нельзя немедленно же пуститься в путь.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр енчен эпӗ Глазгона ҫитсен, «Британин» маршручӗ ҫинчен ыйтса пӗлетӗп, вара вӑл унти шывсенче пулни пулманни пире паллӑ пулӗ.

Впрочем, я непременно наведу справки в Глазго о том, куда направлялась «Британия», тогда мы наверняка будем знать, могла ли она очутиться в тех водах.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Дашевски, — тесе ыйтрӗ унтан Натка тӳрех, — эсӗр ӗнер кӑвайт патӗнче пулманни тӗрӗс-и? — терӗ.

— Дашевский, — в упор спросила Натка, — это правда, что вас вчера на костре не было?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Бронедивизион командирӗ Александров полковник килте пулманни виҫӗ уйӑх ӗнтӗ.

Вот уже три месяца, как командир бронедивизиона полковник Александров не был дома.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Анчах нимӗнле йӑнӑш та пулманни палӑрсан, унӑн сӑнӗ тӗксӗмленсе кайнӑ, тет, вара вӑл хӑйӗн сӗтелӗ ҫинче тӑракан фотографие илсе пуҫтарса хунӑ!

Когда же выяснилось, что никакой ошибки нет, он помрачнел, снял, говорят, со своего стола фотографию.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Чакаксем кӑшкӑрнинчен, вӗсем пӑшӑрханса пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине сике-сике ларнинчен, чакаксен пурнӑҫӗ-йӑлинче чакак хӳресӗр юлнинчен ытла урӑх пысӑк мӑшкӑл пулманни лайӑх курӑнса тӑнӑ.

И было видно по всему сорочьему стрекотанию, по всей суете, что нет в сорочьем быту большего сраму, как лишиться сороке хвоста.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Тата ӑна портрет уҫӑ пулни, ун ҫинче витнӗ ҫитти пулманни питӗ тӗлӗнтерчӗ.

Еще более изумило его, что портрет был открыт весь и простыни на нем действительно не было.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Кунта пӗр типнӗ мӑк анчах ӳсет: ӑна чупма та питӗ йывӑр, анчах чи йывӑрри — ҫисе ҫирӗпленмелли нимӗн те пулманни пулнӑ.

Здесь рос один сухой мох; бежать по нему было очень трудно, а главное — нечем было подкрепиться.

Ҫул ҫӳресси пӗтни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Анчах нумай пулать ялта пулманни.

Да что-то давно не видно ее у нас.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Замятинӑран, Торопецран, Жуковӑран тата Хӗрлӗ Полесьерен, Катя вӗсем патӗнче паян пулманни ҫинчен, Головлевӑра та ӑна паян ирхине ҫеҫ курни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Из Замятина, Торопца, Жукова и хутора Красное Полесье ответили, что сегодня у них Катя совсем не была, в Головлеве ее видели утром.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Май йышра вӑрҫӑра пулманни ҫукпа пӗрех, кусене шанма юрать.

У меня народ все больше служивый, эти не подведут.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халиччен пулманни сиксе тухнипе хӑраса ӳкнӗ! —

Испугались, что такого случая не было! —

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫав самантсенче вара Наталья куҫӗсенче темскер ҫӗнни, халиччен пулманни тата хӑратаканни сисӗнсе тӑчӗ…

Что-то новое, незнакомое и пугающее, проскальзывало во взгляде Натальи в эти моменты.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех