Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулманни сăмах пирĕн базăра пур.
пулманни (тĕпĕ: пулманни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн манашкал ҫав тери тимлӗ итлевҫӗ нихӑҫан та пулманни пирки Больт, паллах, пачах та тӗшмӗртмест.

Больт не подозревал, что у него не было никогда такого внимательного слушателя, как я.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

189… ҫулта Зурбагана килсе ҫитрӗм; эпӗ унта пулманни вун пилӗк ҫул…

В 189… году я посетил Зурбаган, где не был пятнадцать лет.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Маншӑн чи лайӑххи — кунта эсир те, тӑрӑсем те, плантацисем те пулманни.

Я предпочел бы, чтобы здесь никогда не было ни вас, ни крыш, ни плантаций.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ ӑна ӗҫ епле пулнине чӑннипе каласа патӑм; манран Выселкӑра пулнипе пулманни ҫинчен малтанхи хут ыйтнӑ чухне Федяна юлташ тесе шелленипе суйса калани ҫинчен те чӑннипех каласа патӑм.

Я рассказал ему начистоту, как было дело, сознался, что из чувства товарищества к Феде соврал тогда, когда меня спрашивали в первый раз, были мы или нет на Выселках.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Пӗр ҫын пулманни мана питӗ те питӗ кирлӗ.

— Мне нужно, чтобы одного человека не было.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Паллах, портрет лӑплансан Сериз г-жа куҫӗсене чылай вӑхӑт сӑтӑркаларӗ, анчах ҫакӑ ӑна нимӗнех те каламарӗ: мӗн пулни пулчех-и е пулманни пулчӗ-и? — ҫакна татса пама унӑн вӑйӗ ҫитмест.

Конечно, она долго протирала глаза, когда портрет успокоился, но это ничего не сказало ей; она бессильна была решить — было то, что было, или же было то, чего не было?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Килнӗ ҫынсем Ехвин тӑванӗсем те, тусӗсем те пулманни, хальччен ку яла пач ҫӳременни, пурӗпӗр кил хуҫи вӗсене ҫав тери хапӑл кӗтсе илни, лавне тӳрех хапха уҫса кӗртни ӑна кӑсӑклантарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа судьяпа халӑх заседателӗсене приговор ҫырнӑ чухне Комарова айван, ҫамрӑк пулнине шута илме сӗнчӗ, ун айӑпӗ ҫукки, вӑл хӑй чысне хӳтӗлени, ун вӗлерес шут пулманни, ку ӑнсӑртран пулса тухнӑ япала пулни пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӗр айӑплӑ пулманни, ӑна айӑпран хӑтарма юрани ҫинчен каларӗ вӑл хӑй сӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӑл ача чухне те ҫӑмӑл характерлӑ ачах пулманни пирки каланӑччӗ-ха амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ял вӑрманӗнче пулманни чылай пулать Лидӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Анчах ҫав вырӑнта самай тӗттӗм пулнӑран автобус водителӗн чарӑнса ӗлкӗрме шанчӑк пулнипе пулманни курӑнмасть.

Но так как в этом месте было довольно темно, из видео не понятно, была ли у водителя автобуса возможность остановиться.

Автобус айне пулнӑ хӗр пульницӑра вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30581.html

Вӑл, мӗнле пулсан та Фаддей Кузьмичран хӑпса, килне хӑвӑртрах ҫитсе ӳкме ӗмӗтленчӗ, хӑй килте пулманни ӳплерисемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратассӑн туйӑнчӗ.

Она мечтала отвязаться от Фаддея Кузьмича и поскорее очутиться дома, словно ее отсутствие могло сказаться на безопасности тех, в шалаше.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ганнибал мана унӑн пӗтӗм лагерӗнче те пӗр тумлам та уксус пулманни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Ганнибал объявил мне, что у него в лагере не было ни капли уксуса.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чи малтан вӑл мана ирӗке тухнипе саламларӗ, ку ӗҫ вӑл хӑй хутшӑнмасӑр пулманни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Прежде всего он поздравил меня с освобождением, которое не обошлось без его участия.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чичагов хӑюллӑ пулманни — Наполеона пӗтӗмӗшпех аркатса тӑкассинчен хӑтӑлма май панӑ иккӗмӗш сӑлтав пулать.

Нерешительность Чичагова — вторая причина, которая помогла Наполеону избегнуть окончательной катастрофы.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Суворов салтакӗсене вӑл — Суворов ертсе пынипе пулнӑ ҫӗнтерӳсем ҫинчен аса илтернӗ, вырӑс салтакӗсем штыкпа атакӑланине хирӗҫ тӑрса тӳсме пултаракан тӑшман нихӑҫан та пулманни ҫинчен асӑрхаттарнӑ.

Он напомнил солдатам Суворова победы под его руководством, напомнил, что не было еще противника, который устоял бы против штыковой атаки русских солдат.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ӗҫ ҫукки тата укҫа ҫителӗклӗ пулманни Кутузовӑн пурнӑҫне йывӑрлатсах пынӑ.

Бездействие и недостаток средств тяжело отражались на Кутузове.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Кунсӑр пуҫне, тем-тем курса тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн унпа йӗркеллӗ калаҫасшӑн пулманни ӑна пит кӳрентернӗ.

Кроме того, было очень обидно, что после всех приключений с ним даже не хотят серьёзно разговаривать.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Кунта вара жандармсен инструкцийӗсенче те, охранкӑсен ӗҫӗнче те халиччен пулманни пулса тӑчӗ.

Тут произошло нечто, ни в каких жандармских инструкциях и в практике охранки не предусмотренное.

I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех