Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

праҫник сăмах пирĕн базăра пур.
праҫник (тĕпĕ: праҫник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ӗҫӗ ҫапла: яланах праҫник тума май ҫук, пуринчен ытла чӑнах та хӗлле канмалла.

Такое наше дело, что праздновать приходится не всегда, а в большинстве действительно в зимнюю пору.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӗрарӑмсемпе хӗрсенчен хӑш-пӗри чиркӗве кайрӗҫ, ҫавӑнпа пирӗн ирӗксӗрех праҫник тумалла пулчӗ…

Бабы и которые девки в церкву ушли, ну а мы нехотяючи и празднуем…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каясса вӗсем кайнӑ та, анчах праҫник кунӗ пурпӗрех ӗҫлемеҫҫӗ!

Выехать-то они выехали, а косить в праздник ни черта не будут!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакна пула вара куллен кирлӗ пулакан япаласемшӗн — супӑньшӗн, тӑваршӑн, шӑрпӑкпа краҫҫыншӑн, — ҫитменнине тата праҫник умӗн.

И в результате за самым необходимым — за мылом, за солью, за спичками и керосином, — да еще под праздник.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Текех ачасем шкулти вечерта вӑйлӑн янӑракан сӑвӑсене пӑхмасӑр каласа пама ыйтмӗҫ, текех ӗнтӗ вӑл ашшӗн ҫумӑр яман тумтирне тӑхӑнса йӗпетмесӗр те лӳчӗркемесӗр виҫӗ каҫ хушши тертленсе праҫник валли ҫырнӑ илемлӗ плаката та йӑтса каяймӗ.

Не попросят его теперь ребята прочитать на школьном вечере стихи, полные звучных и сильных слов, не надо будет осенью надевать отцовский дождевик, чтобы сухим и непомятым донести до школы праздничный цветистый плакат, над которым трудился три долгих вечера.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пирӗн кунта хамӑр праҫник те йӗркеллӗ тухать.

— У нас тут и свой праздник ладный выходит.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн тери ырлӑх пачӗ вӑл мана паян праҫник тума…

Какую милость сотворил мне сегодня для праздника…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫу пуҫламӑшӗнчех икӗ пысӑк праҫник ҫитесси ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ: Иван кунӗ — кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшин менельник кунӗ, Илле кунӗ — Обломовӑн менельник кунӗ: ҫак икӗ чаплӑ эпохӑна асрах тытрӗҫ.

С начала лета в доме стали поговаривать о двух больших предстоящих праздниках: Иванове дне, именинах братца, и об Ильине дне — именинах Обломова: это были две важные эпохи в виду.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗнле хӑна вӑл праҫник мар чух?

— Что за гости в будни?

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тепӗр чух хӑҫан та пулсан, праҫник чух; эсир те пырӑр, кофе ӗҫӗпӗр.

— В другое время когда-нибудь, в праздник; и вы к нам, милости просим, кофе кушать.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Розӑсем, померанец чечекӗсем, хаваслӑ праҫник, халӑх тӗлӗнсе пӑшӑлтатни — йӑлтах илемсӗрленсе кайрӗ.

Розы, померанцевые цветы, блистанье праздника, шепот удивления в толпе — все вдруг померкло.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Праҫник умӗн каҫхи кӗлле каятпӑр.

Под праздник ко всенощной ходим.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вара сасартӑк пӗлӗтсем сирӗлчӗҫ, ун умне праҫник пекех ҫутӑ, хӗвелпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса тӑракан симӗс сӑртсемлӗ, кӗмӗл пек ҫырмаллӑ Обломовка тухса тӑчӗ; вӑл Ольгӑпа, шухӑша кайса, ӑна пилӗкӗнчен ыталаса, вӑрӑм аллея тӑрӑх утать, беседкӑра, терраса ҫинче ларать…

И вдруг облако исчезло, перед ним распахнулась светлая, как праздник, Обломовка, вся в блеске, в солнечных лучах, с зелеными холмами, с серебряной речкой; он идет с Ольгой задумчиво по длинной аллее, держа ее за талию, сидит в беседке, на террасе…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вара Илюша виҫӗ эрне яхӑн килте хӑналанать, унтан, пӑхатӑн, мӑнкун умӗнхи эрне те инҫе мар ӗнтӗ, унтан праҫник, унтан ҫемьере кам та пулин: Фома эрнинче вӗренмеҫҫӗ, тесе шутлать; ҫулла пуличчен икӗ эрне пек юлать — кайма та кирлӗ мар, ҫулла вӗт нимӗҫ хӑй те канать, вӗренессине кӗркуннеччен тытӑнмасан авантарах та пулать.

И недели три Илюша гостит дома, а там, смотришь, до Страстной недели уж недалеко, а там и праздник, а там кто-нибудь в семействе почему-то решит, что на Фоминой неделе не учатся; до лета остается недели две — не стоит ездить, а летом и сам немец отдыхает, так уж лучше до осени отложить.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Килтисем тата пурте: вӗренмелли кунпа ваттисен шӑматкунӗ ниепле те пӗр вӑхӑтрах пулмалла маррине, е кӗҫнерникун праҫник пулнӑшӑн эрнипех вӗренме каймалла маррине ҫирӗп ӗненсе тӑраҫҫӗ.

И все в доме были проникнуты убеждением, что ученье и родительская суббота никак не должны совпадать вместе, или что праздник в четверг — неодолимая преграда к ученью во всю неделю.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Паян ниҫта та каймастӑн; кӗҫнерникун пысӑк праҫник: виҫӗ куншӑн каллӗ-маллӗ чуптарса ҫуремелле-и вара?

— Сегодня не поедешь; в четверг большой праздник: стоит ли ездить взад и вперед на три дня?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Чӑнах та, праҫник ҫинчен те ҫырса пӗлтеретӗп, — тет Илья Иванович.

— В самом деле, о празднике лучше напишу, — сказал Илья Иванович.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫук ара, вӑл праҫник умӗн килмест.

Да нет; она ближе праздника не будет.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун ҫывӑхӗнче Настасья Ивановнӑпа Пелагея Игнатьевна пуҫӗсене чиксе лараҫҫӗ, вӗсем праҫник кунӗ Илюшӑна е ун ашшӗне парнелеме, е хӑйсем валли пикенсех тем ҫӗлеҫҫӗ.

Подле нее сидит Настасья Ивановна да Пелагея Игнатьевна и, уткнув носы в работу, прилежно шьют что-нибудь к празднику для Илюши, или для отца его, или для самих себя.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вырсарникунсемпе праҫник кунӗсенче те ҫак ӗҫчен кӑткӑсем лӑпланса лармаҫҫӗ: ун чухне кухньӑра ҫӗҫӗсемпе шаклаттарни тӑтӑшрах та вӑйлӑнрах илтӗнсе тӑрать; хӗрарӑм темиҫе хутчен кухньӑран кӗлете кайса килет, ҫӑнӑхпа ҫӑмарта ытти кунхисенчен икӗ хут ытларах ҫӗклет; кайӑк-кӗшӗк картинче унчченхинчен ытларах ҫухӑрашни илтӗнет, ытларах юн юхать.

В воскресенье и в праздничные дни тоже не унимались эти трудолюбивые муравьи: тогда стук ножей на кухне раздавался чаще и сильнее; баба совершала несколько раз путешествие из амбара в кухню с двойным количеством муки и яиц; на птичьем дворе было более стонов и кровопролитий.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех