Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пике сăмах пирĕн базăра пур.
пике (тĕпĕ: пике) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тыткӑнах-ҫке илчӗ ҫав пике, Ҫулӑмланчӗ чун кӗтмен ҫӗртен.

Куҫарса пулӑш

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Кӑмӑлу пулсан пике патне кӗр».

А хочешь — зайди к красавице.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫынсем, пике, ҫынсем…

— Люди мы, красавица, люди…

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ лар, пике, ӑшӑн.

Ты садись, красавица, пока, грейся.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук, ку пике Савтепи пулмарӗ пулӗ, ахӑртнех, вӑл пулмарӗ пулъ.

Нет, ему показалось: конечно, это была не Савдеби.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хурал сарайӗ хыҫӗнчи пӗрене купи ҫинче Ухтиван, Паҫа, Савтепи тата Савтеписем патне хӑнана килнӗ ют ял хӗрӗ — хитре те вӗҫкӗн пике — лараҫҫӗ.

Позади сарая на куче бревен схоронились Ухтиван, Пазя, Савдеби и ее гостья из соседней деревни — красивая девушка.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ну, итле-ха, сар пике, итле-ха, савӑнӑҫӑм, ылтӑнӑм.

— Солнышко мое, радость моя, послушай.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Чӗкеҫ пике, мӗн хушӑра турӗ вӑл ку ҫӳпҫене?» — ыйтрӗ Ухтиван пахчаран таврӑнакан ачаллӑ арӑмран ытараймасӑр ҫӳпҫе тавра уткаласа.

— Тетя Чегесь, когда это он сделал такую красоту? — спросил Ухтиван у возвращающейся с огорода Чегесь, не в силах оторвать взгляда от искусной росписи.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн ҫухатрӑр, Чӗкеҫ пике

— Что вы потеряли, тетя Чегесь?

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нивушлӗ ҫак уйӑх ҫинчи пике мана ыталанӑ! — тет те вӑл кӑмӑлӗ тулнипе ним тума та пӗлмест.

«Неужто эта прелестная девчонка, небесная красавица поцеловала меня?» от этих мыслей, нахлынувших чувств парень не знает что делать.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пике, нумай ҫӗрте ҫӳрерӗм Йӗри-тавра пӑха-пӑха; Нумай ҫӗрте эп йӗр йӗрлерӗм — Шырарӑм хамӑн ырлӑха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ах, пӳлӗх, туррӑмҫӑм!» — унта Путек пекех сике-сике Утса ҫӳрет-мӗн пӗр пике.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑн-чӑн пике евӗр ярӑнса кӑна утса ҫӳретӗн вара урам тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах ун пек чаплӑ пике вырӑс тимӗрҫинчен ма вӑтанать-ха, ма вӑл ун ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑхать?

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта районти шкулсенче вӗренекен сакӑр пике хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/

Вӑл Пурсуйкассинчен ҫӳретчӗ, вӑл хистенипе ҫав виҫӗ пике шӑпах пирӗн шкула вӗренме килнӗ те.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Тӑвай тӑрӑхӗнче Эль юхан шыв юхса иртет, вӑл пике тенине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

— Мӗн пулнӑ, Патрик хӑта? — хыпӑнса ӳкрӗ Пинеҫ пике.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енрен кӑҫал икӗ пике хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ.

Чувашский народный сайт ранее сообщил, что в конкурсе «Мисс Россия» из Чувашии в этом году примут участие две девушки.

Анна Будаева пӗрремӗш вице-мисс ята тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32465.html

Ыталаса илес тесе Турихан аллине тӑснӑччӗ, хитре пике сикрӗ те урипе тапрӗ кӑкӑрӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех