Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пике сăмах пирĕн базăра пур.
пике (тĕпĕ: пике) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инҫех те мар, авӑ, тата хитре пике пек шурӑ тумлӑ хурӑн.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пике чӗри савӑнӑҫлӑн тапа пуҫларӗ, чунӗнче ҫав тери ҫӑмӑл пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пике.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурӑ чатӑр айӗнче Чӗкеҫ ларать пике пек, Инҫех те мар сак ҫинче Каччи ларать хӑлат пек.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Маттур пике творчество конкурсӗсене тӑтӑшах хутшӑнать, вӗсенче пултарулӑхӗпе палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Пултаруллӑ пике пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрет, кичемленсе ларма унӑн пач та вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Мӗн ачаран пике ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе тата ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Пике вырӑнне Бикке, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗне кӗмен чӑвашсен «Пике» ят пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Паллах, Аркадишӗн чи хаклӑ парне, чи сиплӗ эмел хӑй вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсем тата юратнӑ хӗрӗ — йӑр-япӑш, сӑпайлӑ, «4» тата «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ пике — Милосердина Людмила пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ӑна ялта пӗр ҫамрӑк пике куҫ хывнӑ иккен, ҫын урлӑ «эпӗ ӑна качча тухма та хатӗр» тесе те пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫавна пула Лена юмахри пике евӗрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗл Мучипе Юр пике вырӑнне чылай ҫӗрте Санта Клаус тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Пӗрре, март вӗҫӗнче, ҫакна хӑй пурӑнакан леш «Пике» текен общежити умӗнче тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

— Нивушлӗ хӑех тӗрленӗ ҫакна хурлӑхлӑ сӑнлӑ пике?

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Йӑл-йӑл кулакан Макар мольберт ҫине тӳртӗн вырнаҫтарнӑ ҫӗнӗ картинӑна пит енӗпе ҫавӑрса лартсан, Лавр тӗлӗннипе ахлатса ячӗ; ҫуллӑ сӑрсемпе ӳкернӗ картина ҫинчен чипер пике пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫав нӑрра типӗтсе порошок тумалла та ху суйланӑ хӗрӗн апачӗ ҫине сапса памалла — вӑл вара, темле сивӗ чунлӑ пике пулсан та, хӑех сан майлӑ ҫаврӑнать, хӑех сан ҫумна ҫыпӑҫать, имӗш.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тутӑрне пӗркенсе, тӗлпулу хистесе Кӗтейетчӗ мана сар пике!

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

«Акӑ мӗнле пике эсӗ…

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗри — юмахри пике пекех туйӑнчӗ ӑна — чӑнласах пӗр пичӗ хӗвел, тепри уйӑх тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех