Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пике сăмах пирĕн базăра пур.
пике (тĕпĕ: пике) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хаваслӑ стартсем» вӑййа пилӗк пике хутшӑнать.

В игре «Веселые старты» принимают участие пять девушек.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫичӗ пике хутшӑннӑ унта.

Семь красавиц там приняли участие.

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пуҫласа Геннадий Егорович ҫурт умӗнче Юр пике калӑпланӑччӗ.

Сначала Геннадий Егорович перед домом слепил Снегурочку.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

«Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята вара Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

«Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» - Ирина Степанова (Красноармейски вӑтам шкулӗ), «Сӑпайлӑ пике» - Карина Родионова (Еншик Чуллӑ территории пайӗ), «Хӳхӗм пике» - Инна Андреева (Алманч вӑтам шкулӗ), «Тарават пике» - Агния Егорова (Чатукасси территори уйрӑмӗ), «Пултаруллӑ пике» - Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ), «Илӗртӳллӗ пике» - Кристина Иванова (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

— Эпӗ сана пӗчӗк хӗрача тесе, — кулса илчӗ вӑл, — а эсӗ… хитре пике иккен…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Татьяна Ишмуратовӑн сӑнарӗ вара «Турӑ ҫырни» калавра хытах тертленет, ултав ӑна самаях ҫапса хуҫать, апла пулин те пике ҫӗнӗрен ҫӗкленме вӑй тупать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Анчах элеклеме, мана сутма ан шутла — ун чухне питӗ начар пулӗ сана, юмахри пике!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳсӗмлӗн кӗтсе ларӑр ҫеҫ, юмахри пике! — каччӑ, мӗнле килнӗ ҫаплах ыр кӑмӑллӑн пуҫ тайса, садалла кӗрсе ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрремӗш хутра тӗл пулнӑ хитре пике ҫине тинкерсе пӑхакан вӑтам ҫулсенчи арҫын хӗре вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмӗ иккӗмӗш хутра пулнине пӗлтерчӗ те: «Тен, тӗл пулӑпӑр-ха», — тесе урамалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Каччӑ хӑй умӗнче пике тӑнипе савӑнчӗ-ши: ӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити тенӗ пекех пӑхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пике, кирек кам патне пулсан та, пропуск кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Мӗншӗн каҫармалла вара сире? — тӗлӗнчӗ пике.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Темиҫе кун иртсен троллейбусра пӗр ҫамрӑк пике ури ҫине пуснӑ пек туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Акӑ халӗ ӑна, чӳречерен кӑмӑллӑн пӑхса тӑраканскере, ҫурхи вӑрман ӑшшӑн саламлать: пике пек хурӑнсем кӑтра шереписемпе, хырӗ-чӑрӑшӗ симӗс лӑссипе алӑ сулаҫҫӗ, юманӗ пӑхаттирле пуҫӗпе пуҫ таять.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Класра Тамара ытти хӗрачасенчен ир пике сӗмӗ кӗме пуҫланӑ кӗлетки-пӗвӗпе, паха кӗпи-тумӗпе, хӑйне хӑюллӑ тыткаланипе уйрӑлса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каҫсеренех ҫутӑ тумлӑ ҫынна пӑхса йӑпанать пике.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Анчах та пике чӗрине никам та тыткӑна илейместха, пӗр каччине те кӑмӑлламасть тейӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Пике» фабрика «Almando Melado» маркӑпа килте тата каннӑ чухне тӑхӑнмалли ҫипуҫ туса кӑларать, Валентина Мельникова усламҫӑ «YARCHE» брендпа спорт тумтирӗ шухӑшласа кӑларнӑ, «lifestyle» ятпа вӑл костюмсем, комбинезонсем, купальниксем ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ҫӗвӗҫӗсем Мускаври курава хутшӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35881.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех