Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫуралнӑранпа вара вӗсен патшалӑхӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт ишӗлсе пыраҫҫӗ, вӗсем ишӗлсе пӗтӗҫ те, — вӗсенчен каярахран ҫуралнисенчен пӗри те хӑй умӗн пулнӑ патша вырӑннех ларма пултарайман, вӗсем вара пурте ун патшалӑхне тӑрса юлнӑ.
4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кашни патша ҫуралмассерен унччен малтан пурӑннӑ патшанӑн патшалӑхӗ йӑвана пуҫлать.
4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫеҫен хирти хура ӑмӑрт кайӑк — вил тӑпри тӗммисен хуҫи — сивӗ тӳпере пӗр-пӗччен, патша пек мӑнаҫлӑн ярӑнса ҫӳрет, ҫаврӑна-ҫаврӑна вӗҫнӗ май палӑри-палӑрми анса пырать.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр енчен, вӑл патша генералӗ пулнӑ — апла пулсан, маншӑн шанчӑксӑр этем, тепӗр енчен — куҫлӑхлӑ интеллигент.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вара яра куна, каҫӑн малтанхи мӗлкисем палӑра пуҫличченех, хӑй шухӑшӗсемпе пӗччене-пӗччен тӑрса юлнӑ патша; ун патне, тем пысӑкӑш пушӑ суд залине, пырса кӗмешкӗн никамӑн та хӑюлӑх ҫитмен.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Патша килсе кӗнӗ чух вӗсем тӑнӑ та ӑна ҫӗре ҫити пуҫ тайнӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Патша ятне чысласа хисеплемелле-и те шӑматкуна мӑшкӑлламалла е, шӑматкуна тытса, аҫун ӳтне йытӑсене ҫитермешкӗн хӑвармалла?
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Нумай ҫул каярах ашшӗ вилнине, хӑйӑр ҫинче выртаканскер, хӑвӑрттӑн пӑсӑлма пуҫланине аса илнӗ вара патша.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Мӗн тӑвас пулать-ха пирӗн ку хӗрарӑм ӳчӗпеле? — патша патне ҫывхарса, ыйтнӑ вӑл.Приблизившись к царю, он спросил: — Что нам делать с телом этой женщины?
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑрахчен пӑхнӑ патша хӑйӗн вилӗ савнийӗ ҫине, унтан пурнӑҫ ӑшшине ҫухатма пуҫланӑ ун ҫамкине пӳрнисемпе хуллен сӗртӗнсе илнӗ те васкаман утӑмсемпе пӳлӗмрен тухнӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Суламифь ӳчӗпе куҫа-куҫӑн пӗр-пӗччен юлсан, ун ҫепӗҫ сӑнпуҫӗн йӗрӗ-туртӑмӗсене вӑрахчен пӑхнӑ патша.И, оставшись один лицом к лицу с телом Суламифи, он долго глядел на ее прекрасные черты.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пуҫне ҫӗклесен, Ванея патша куҫӗсене курнӑ та урайӗнчен хӑвӑрт тӑнӑ, вара пӗр сӑмахсӑрах алӑк еннелле утнӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Шеллесем мана, патша!
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Анчах та, — хирӗҫленӗ патша, — эпӗ сана хам тӑванӑм Адоние вӗлерме хушсан, вӑл та ҫаплах чӳк вырӑнӗн таса мӑйракине тытнӑччӗ, итлемесӗр тӑтӑн-им вара эс мана, Ванея?
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Патша, каҫар мана, ан хӑратсам мана хӑв ҫиллӳпе, кама та пулин урӑххине хушсамччӗ куна тумашкӑн.— Царь, прости меня, не угрожай мне своим гневом, прикажи это сделать кому-нибудь другому.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Патша, Элиав — ман мӑнукӑм!
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах старик аллисемпе питне хупласа лартнӑ, патша умне ӳпне персе аннӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кун хыҫҫӑн патша ура ҫине ҫӗкленнӗ, хӑйне ҫӑвӑнмалли пама хушнӑ та ылтӑн скарабейсемпе тӗрленӗ чи паха, чи капӑр йӗпкӗн-хӗрлӗ хитон тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине юн теслӗ рубинсенчен тунӑ кӑшӑл хунӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Васкамасӑр, тарӑннӑн тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ патша:
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн куҫӗсене вӑл Соломон ҫинче ачаш, ҫепӗҫ кулӑпа чарса тӑратнӑ та вӗсене текех ниҫталла пӑрман вара; патша, Суламифь пекех, ҫаппа-ҫарамасскер, ун вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленнипех тӑнӑ, урисем юнра ишнине те, аллисем кӗрен тӗспе пӗвенсе ларнине те асӑрхаман.