Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патша сăмах пирĕн базăра пур.
патша (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Ҫавӑн чухне халӑх Самуила каланӑ: «пирӗн патша Саул пулмалла-и?»

12. Тогда сказал народ Самуилу: «Саулу ли царствовать над нами»

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара пӗтӗм халӑх: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрса янӑ.

Тогда весь народ воскликнул и сказал: да живет царь!

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эсир вара халӗ хӑвӑра пӗтӗм инкек-синкекӗртен, пӗтӗм хурлӑхӑртан хӑтаракан Туррӑра сивлерӗр, Ӑна: «пире патша пар» терӗр.

19. А вы теперь отвергли Бога вашего, Который спасает вас от всех бедствий ваших и скорбей ваших, и сказали Ему: «царя поставь над нами».

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Самуил хӑйне патша пуласси ҫинчен пӗлтернине пиччӗшне уҫса паман вӑл.

А того, что сказал ему Самуил о царстве, не открыл ему.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: вӗсем мӗн каланине итле, вӗсем валли патша лартса пар, тенӗ.

22. И сказал Господь Самуилу: послушай голоса их и поставь им царя.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫа Самуила каланӑ: халӑх хӑвна мӗн каланине пурне те итле: вӗсем сана мар сивлерӗҫ, Мана сивлерӗҫ, вӗсене Эпӗ патша пулни кирлӗ мар; 8. вӗсем паянхи кун та унчченхи пекех тӑваҫҫӗ; Эпӗ вӗсене Египетран илсе тухрӑм, вӗсем вара, Мана пӑрахса, урӑх турӑсемшӗн ӗҫлесе пурӑнчӗҫ, сан тӗлӗшрен те вӗсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ; 9. эппин, итле вӗсене; анчах хӑйсене тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлтер, тенӗ.

7. И сказал Господь Самуилу: послушай голоса народа во всем, что они говорят тебе; ибо не тебя они отвергли, но отвергли Меня, чтоб Я не царствовал над ними; 8. как они поступали с того дня, в который Я вывел их из Египта, и до сего дня, оставляли Меня и служили иным богам, так поступают они с тобою; 9. итак послушай голоса их; только представь им и объяви им права царя, который будет царствовать над ними.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫак сӑмах — вӗсем: пире патша пар, пире ҫавӑ сут туса тӑтӑр тени — Самуила килӗшмен.

6. И не понравилось слово сие Самуилу, когда они сказали: дай нам царя, чтобы он судил нас.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем пухӑннӑ та Самуил патне Рамӑна пынӑ, 5. каланӑ ӑна: акӑ эсӗ ватӑлса ҫитрӗн, анчах санӑн ывӑлусем санӑн ҫулупа ҫӳремеҫҫӗ; апла пире патша лартса пар, ытти халӑхсенни пек, вӑл пире сут туса тӑтӑр, тенӗ.

4. И собрались все старейшины Израиля, и пришли к Самуилу в Раму, 5. и сказали ему: вот, ты состарился, а сыновья твои не ходят путями твоими; итак поставь над нами царя, чтобы он судил нас, как у прочих народов.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫав вӑхӑтра Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.

25. В те дни не было царя у Израиля; каждый делал то, что ему казалось справедливым.

Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн чухне, Израилӗн патша пулман вӑхӑтра, Ефрем тӑвайккийӗнче пӗр левит пурӑннӑ.

1. В те дни, когда не было царя у Израиля, жил один левит на склоне горы Ефремовой.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫав вӑхӑтра Израиль халӑхӗн патша пулман; ҫав вӑхӑтра Дан йӑхӗ вырӑнаҫса ҫитме пайлӑх ҫӗр шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль йӑхӗсем хушшинче ун валли ҫаплах-ха тулли пай пулман.

1. В те дни не было царя у Израиля; и в те дни колено Даново искало себе удела, где бы поселиться, потому что дотоле не выпало ему полного удела между коленами Израилевыми.

Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ун чухне Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.

6. В те дни не было царя у Израиля; каждый делал то, что ему казалось справедливым.

Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Юлашкинчен пӗтӗм йывӑҫ кӳкене каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.

14. Наконец сказали все дерева терновнику: иди ты, царствуй над нами.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Йывӑҫсем иҫӗм йывӑҫне каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.

12. И сказали дерева виноградной лозе: иди ты, царствуй над нами.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Йывӑҫсем смоква йывӑҫҫине каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.

10. И сказали дерева смоковнице: иди ты, царствуй над нами.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗсем каланӑ: вӗсем сан евӗрлӗччӗ, кашнийӗ патша ывӑлӗ пекехчӗ, тенӗ.

Они сказали: они были такие, как ты, каждый имел вид сынов царских.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ку Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине курсан, Гедеон каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Патша, пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Ангелне куҫа-куҫӑн куртӑм, тенӗ.

22. И увидел Гедеон, что это Ангел Господень, и сказал Гедеон: увы мне, Владыка Господи! потому что я видел Ангела Господня лицем к лицу.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аод ӑна каланӑ: [патша,] ман сана Турӑ сӑмахне пӗлтермелле, тенӗ.

И сказал Аод: у меня есть до тебя, [царь,] слово Божие.

Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Аод патша патне кӗнӗ: лешӗ хӑйӗн ҫӳлти пӳлӗмӗнче, сулхӑн пӳлӗмре, ларнӑ.

20. Аод вошел к нему: он сидел в прохладной горнице, которая была у него отдельно.

Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша: шӑп пулӑр! тенӗ.

Он сказал: тише!

Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех