Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патша сăмах пирĕн базăра пур.
патша (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Халӗ часрах ҫын ярӑр та Давида ҫапла калӑр: кӗҫӗр пушхирти тӳремлӗхре ан юл, патша тата унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем ан пӗтчӗр тесессӗн, часрах тепӗр енне каҫса кай, тейӗр, тенӗ.

16. И теперь пошлите поскорее и скажите Давиду так: не оставайся в эту ночь на равнине в пустыне, но поскорее перейди, чтобы не погибнуть царю и всем людям, которые с ним.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Патша тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх, ывӑнса ҫитсе, пӗр вырӑнта канма чарӑнса тӑнӑ.

14. И пришел царь и весь народ, бывший с ним, утомленный, и отдыхал там.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Давидпа унӑн ҫыннисем хӑйсен ҫулӗпе утнӑ, Семей вара ту хӗррипе, патша енчен, усаллӑн хӑртса пынӑ, ун еннелле чул ывӑтнӑ, тусан вӗҫтернӗ.

13. И шел Давид и люди его своим путем, а Семей шел по окраине горы, со стороны его, шел и злословил, и бросал камнями на сторону его и пылью.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Патша каланӑ: мана мӗне кирлӗ ку? Саруия ывӑлӗсем, сире мӗне кирлӗ? [ан тивӗр ӑна,] вӑрҫтӑрах — Ҫӳлхуҫа ӑна Давида вӑрҫма хушнӑ.

10. И сказал царь: что мне и вам, сыны Саруины? [оставьте его,] пусть он злословит, ибо Господь повелел ему злословить Давида.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива вара тайӑлса хуравланӑ: патша хуҫамӑм куҫӗ умӗнче унӑн ырӑлӑхне курасчӗ, тенӗ.

И отвечал Сива, поклонившись: да обрету милость в глазах господина моего царя!

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Патша Сивана каланӑ: Мемфивосфейӗн мӗн пурри йӑлтах сана пултӑр, тенӗ.

4. И сказал царь Сиве: вот тебе все, что у Мемфивосфея.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Патша: сан хуҫун ывӑлӗ ӑҫта? тенӗ.

3. И сказал царь: где сын господина твоего?

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива ҫапла хуравланӑ: ашакӗсем — патша килӗ валли, ларса ҫӳреме; ҫӑкӑрӗпе ҫырла ҫимӗҫӗ — ҫар ҫыннисене ҫитерме; эрехӗ — пушхирте халтан кайнисене ӗҫтерме, тенӗ.

И отвечал Сива: ослы для дома царского, для езды, а хлеб и плоды для пищи отрокам, а вино для питья ослабевшим в пустыне.

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патша Сивана каланӑ: мӗн валли ку санӑн? тенӗ.

2. И сказал царь Сиве: для чего это у тебя?

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Унта санпа пӗрле Садокпа Авиафар священниксем пулӗҫ, патша ҫуртӗнчен тухакан кирек мӗнле сӑмаха та Садокпа Авиафар священниксене пӗлтерсе тӑр.

35. Вот, там с тобою Садок и Авиафар священники, и всякое слово, какое услышишь из дома царя, пересказывай Садоку и Авиафару священникам.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Патша Садок священника тата та каланӑ: эсӗ мӗн пулнине курмастӑн-им? эсӗ ыррӑн-сыввӑнах хулана таврӑн, Ахимаас ывӑлу та, Авиафар ывӑлӗ Ионафан та, икӗ ывӑлӑр та хӑвӑрпа пӗрле таврӑнччӑр; 28. эпӗ сирӗнтен хыпар ҫитиччен пушхирти тӳремлӗхре тӑхтаса тӑрӑп, тенӗ.

27. И сказал царь Садоку священнику: видишь ли, - возвратись в город с миром, и Ахимаас, сын твой, и Ионафан, сын Авиафара, оба сына ваши с вами; 28. видите ли, я помедлю на равнине в пустыне, доколе не придет известие от вас ко мне.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Патша Садока каланӑ: Турӑ саккунӗн арчине каялла хулана тавӑр, [вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчех лартӑр].

25. И сказал царь Садоку: возврати ковчег Божий в город [и пусть он стоит на своем месте].

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Патша Геф ҫыннине Еффее каланӑ: мӗншӗн эсӗ те пирӗнпе пӗрле пыратӑн?

19. И сказал царь Еффею Гефянину: зачем и ты идешь с нами?

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫуртне хураллама патша вунӑ арӑмне, [хӑйӗн] ҫум-арӑмӗсене, хӑварнӑ.

Оставил же царь десять жен, наложниц [своих], для хранения дома.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Патша тухса утнӑ, ун хыҫҫӑн унӑн пӗтӗм килӗ пынӑ, вӗсем пурте ҫуран пулнӑ.

16. И вышел царь и весь дом его за ним пешком.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Патша ӑна: ыррӑн-сыввӑн кайса кил, тенӗ.

9. И сказал ему царь: иди с миром.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Авессалом ӗнтӗ патша патне сута пыракан кашни Израиль ҫыннипе ҫапла калаҫнӑ, вара майӗпен-майӗпен израильсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ.

6. Так поступал Авессалом со всяким Израильтянином, приходившим на суд к царю, и вкрадывался Авессалом в сердце Израильтян.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ: «Санӑн чуру — Израилӗн ҫав-ҫав йӑхӗнчен» тесессӗн, 3. Авессалом ӑна каланӑ: эсӗ ӗнтӗ ырӑ та тӗрӗс ӗҫпех ҫӳретӗн, анчах патша патӗнче сана тимлекен ҫук, тенӗ.

И когда тот отвечал: из такого-то колена Израилева раб твой, 3. тогда говорил ему Авессалом: вот, дело твое доброе и справедливое, но у царя некому выслушать тебя.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Авессалом ирсерен питӗ ир вӑранса хапха умне ҫул хӗррине туха-туха тӑнӑ, кам та пулин хӑйӗн тавӑҫӗпе патша патне пынине курсассӑн, Авессалом ӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те: хӑш хуларан пулатӑн эсӗ? тесе ыйтнӑ.

2. И вставал Авессалом рано утром, и становился при дороге у ворот, и когда кто-нибудь, имея тяжбу, шел к царю на суд, то Авессалом подзывал его к себе и спрашивал: из какого города ты?

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Иоав ӗнтӗ патша патне кайнӑ та ҫакна каласа кӑтартнӑ.

33. И пошел Иоав к царю и пересказал ему это.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех