Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патша сăмах пирĕн базăра пур.
патша (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.

5. И пришел Иоав к царю в дом и сказал: ты в стыд привел сегодня всех слуг твоих, спасших ныне жизнь твою и жизнь сыновей и дочерей твоих, и жизнь жен и жизнь наложниц твоих; 6. ты любишь ненавидящих тебя и ненавидишь любящих тебя, ибо ты показал сегодня, что ничто для тебя и вожди и слуги; сегодня я узнал, что если бы Авессалом остался жив, а мы все умерли, то тебе было бы приятнее; 7. итак встань, выйди и поговори к сердцу рабов твоих, ибо клянусь Господом, что, если ты не выйдешь, в эту ночь не останется у тебя ни одного человека; и это будет для тебя хуже всех бедствий, какие находили на тебя от юности твоей доныне.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Патша вара питне хупласа хыттӑн ӗсӗкленӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм!

4. А царь закрыл лице свое и громко взывал: сын мой Авессалом!

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫав кунхи ҫӗнтерӳ вара пӗтӗм халӑхшӑн хӳхлев кунӗ пулса тӑнӑ: ҫав кун халӑх патша хӑйӗн ывӑлӗшӗн хурланни ҫинчен илтнӗ те ҫавӑн пирки анчах калаҫнӑ.

2. И обратилась победа того дня в плач для всего народа; ибо народ услышал в тот день и говорил, что царь скорбит о своем сыне.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иоава ҫапла каланӑ: акӑ патша Авессаломшӑн йӗрет, татӑлсах макӑрать, тенӗ.

1. И сказали Иоаву: вот, царь плачет и рыдает об Авессаломе.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Патша аптӑраса-пӑшӑрханса ӳкнӗ, хапха тӑрринчи пӳлӗмнелле утса кайнӑ, куҫҫульпе макӑрса пынӑ, ҫапла каласа йӗнӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм!

33. И смутился царь, и пошел в горницу над воротами, и плакал, и когда шел, говорил так: сын мой Авессалом!

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хусий каланӑ: ачуна ҫитни патша хуҫамӑн тӑшманӗсене тата сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутлакансене пурне те ҫиттӗр! тенӗ.

И сказал Хусий: да будет с врагами господина моего царя и со всеми, злоумышляющими против тебя то же, что постигло отрока!

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Патша Хусие каланӑ: Авессалом ачам сывах-и?

32. И сказал царь Хусию: благополучен ли отрок Авессалом?

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Патша вара: пӑрӑнса тӑр-ха, тенӗ.

30. И сказал царь: отойди, стань здесь.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ахимаас каланӑ: патша чури Иоав санӑн чуруна ҫула кӑларса янӑ чухне эпӗ унта ҫынсем пӑлханнине куртӑм, анчах [унта] мӗн пулнине пӗлейместӗп, тенӗ.

И сказал Ахимаас: я видел большое волнение, когда раб царев Иоав посылал раба твоего; но я не знаю, что [там] было.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Патша: Авессалом ачам сывах-и? тенӗ.

29. И сказал царь: благополучен ли отрок Авессалом?

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша вара: ку ырӑ ҫын, ырӑ хыпарпа килет, тенӗ.

И сказал царь: это человек хороший и идет с хорошею вестью.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша: ку та хыпарҫӑ, тенӗ.

Царь сказал: и это - вестник.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша: пӗччен пулсан, апла хыпар илсе килет, тенӗ.

И сказал царь: если один, то весть в устах его.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Анчах Иоав ӑна каланӑ: паян эсӗ ырӑ хыпарҫӑ пулаймӑн; паян мар, урӑх кун пӗлтерӗн: патша ывӑлӗ вилнӗ-ҫке, тенӗ.

20. Но Иоав сказал ему: не будешь ты сегодня добрым вестником; известишь в другой день, а не сегодня, ибо умер сын царя.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Авессалом пирки патша мӗн каланине пӗтӗм халӑх илтнӗ.

И все люди слышали, как приказывал царь всем начальникам об Авессаломе.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Патша Иоава та, Авессана та, Еффее те хушса каланӑ: Авессалом ачама ман валли сыхласа хӑварӑр, тенӗ.

5. И приказал царь Иоаву и Авессе и Еффею, говоря: сберегите мне отрока Авессалома.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша хапха умне тӑнӑ та, пӗтӗм халӑх ҫӗршерӗн те пиншерӗн йӗркеленсе тухнӑ.

И стал царь у ворот, и весь народ выходил по сотням и по тысячам.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Патша вӗсене каланӑ: сире мӗнле кирлӗ, ҫапла тӑвӑп, тенӗ.

4. И сказал им царь: что угодно в глазах ваших, то и сделаю.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша ҫынсене каланӑ: эпӗ хам та сирӗнпе пӗрле пыратӑп, тенӗ.

И сказал царь людям: я сам пойду с вами.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӗсем кайсанах, лешӗсем пусӑран тухнӑ та Давид патша патне ҫитсе хыпарланӑ, Давида ҫапла каланӑ: хускалӑр та часрах шыв урлӑ каҫӑр; ӗнтӗ Ахитофел сирӗн пирки ҫапла-ҫапла канаш панӑ, тенӗ.

21. Когда они ушли, те вышли из колодезя, пошли и известили царя Давида и сказали Давиду: встаньте и поскорее перейдите воду; ибо так и так советовал о вас Ахитофел.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех