Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парнепе (тĕпĕ: парне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парнепе пырса ҫитнӗ Юрпике пуҫне хитре тухья тӑхӑннӑ.

Пришедшая в гости Снегурочка надела красивую тухью.

Ачасене тухьяллӑ Юрпике саламланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30569.html

— Итле-ха, чӳлмек ӑсти! — тет вӑл, — сана эпӗ икӗ пин червонец укҫа паратӑп тата чи пысӑк парнепе чыс тӑвӑп, эсӗ мана ҫак пӳртрен патша хӗрӗн тӗлӗнмелле керменне ҫӗр айӗнчен чул чавса пар.

И сказал ему: — Слушай, горшечник! Я дам тебе две тысячи червонцев и по-царски тебя награжу, только прокопай подземный ход от моего дома до чудесного дворца царевны.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Халех, пит чаплӑ парнепе килет, те!

Сейчас, мол, подарок на зубок достанет и придет!

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Гебитскомиссар та мӗнле те пулсан парнепе илӗртсен, Клавӑна спискӑран хуратса хума пултарать.

Может, и польстится гебитскомиссар на какой-нибудь подарок, вычеркнет Клаву из списков.

Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.

Парнепе иккӗшӗ те усӑ курма пултарччӑр; сӗтел-пуканран пуҫласа хуҫалӑхра кирлӗ япаласем таранах илме юрать.

Подарок должен быть предназначен для общего пользования, начиная с мебели и кончая хозяйственными предметами.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тухтар нумай тупрапа таврӑннӑ иккен, парнепе кучченеҫ илсе килнӗ.

Оказывается, у Тухтара скопилось много добра за три года, да еще гостинцы каждому, подарки.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл хӑй тарӑхнине манса кайрӗ пулас, халӗ ӗнтӗ пуҫлӑха панӑ парнепе усӑ курасшӑн пулчӗ пулмалла.

Видимо он уж забыл свою досаду и желал употребить в пользу подарок начальнику.

IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тепӗр хут мерси сире парнепе ҫӑкӑр-тӑварӑршӑн.

Еще раз мерси вам за подарочек и за угощение.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Э.Васильев КПРФӑн Госдумӑри фракцийӗ хушнипе педагогика ветеранӗпе патриотне, Аркадий Иванович Смирнова, И.В.Сталин юбилейӗн медалӗпе наградӑлани ҫинчен пӗлтерчӗ, ӑна ветеран кӑкӑрӗ умне ҫирӗплетрӗ, хӑй ятӗнчен асӑнмалӑх парнепе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03

Шомик ялӗнче пурӑнакансене Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парнепе район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова та саламларӗ, малашне те активлӑ пулма, культурӑпа яланах ҫыхӑнура пулма чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

Вӗсене Дипломпа тата хаклӑ парнепе - планшетпа - чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Пушӑ алӑпа пӗр ҫын та ҫук, пурте тенӗ пекех хаклӑ парнепе килнӗ — телевизорсем, ноутбук, пылесос е тата ытти техника хатӗрӗсем пуҫлӑхӑн ҫӑмлӑ аллине кӗрсе выртма хатӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Служба ӗҫӗсене тӳрӗ чунпа туса пынӑшӑн, преступленисене вӑхӑтра уҫса панӑшӑн алла ҫыхмалли сехет икӗ хутчен ятран панӑ, хаклӑ ытти парнепе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Шӑпах ҫакӑнта вӑл мана «Раҫҫейӗн ылтӑн куҫӗ» парнепе чысларӗ.

Именно там он вручил мне приз "Золотой глаз России".

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Килне парнепе таврӑнма ӗмӗтленнӗ.

Домой собирался приехать с наградой.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑра, Исак Петровичпа Нина Михайловна Сидоровсене, ӑшӑ сӑмахсем каласа парнепе чысларӗҫ.

Паре, живущей вместе 60 лет - Исака Петровича и Нину Михайловну Сидоровых - чествовали с добрыми пожеланиями и подарками.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ район-хулара пурӑнакан пултаруллӑ ҫемьесене, пӗр-пӗр професси тӗлӗшпе ырӑ йӑлана ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракансене, Тав ҫырӑвӗ пачӗ, асӑнмалӑх парнепе - алла ҫыхмалли сехетпе - хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Шкултан вӗренсе тухнӑ май ылтӑн тата кӗмӗл медальсем илекенсене депутат кашни ҫулах парнепе савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑнпах шӑматкунхи турнирти ҫӗнтерӳҫӗсене те вӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк парнепе чысланӑ: 1-мӗш вырӑна тухнӑ А. Васильевӑна автошкулти водительсен курсӗнче вӗренмелли тӳлеве 50 процент таран йӳнетме май паракан сертификат, командӑпа мала тухнӑ Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи арҫынсене - вӗренӗве 25 процент йӳнетме май паракан сертификатсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

23. Ҫапла ӗнтӗ ҫӳлтине сӑнарлакан япаласем ҫав парнесемпе тасалмалла пулнӑ, ҫӳлти вара вӗсенчен лайӑх парнепе тасалмалла пулнӑ.

23. Итак образы небесного должны были очищаться сими, самое же небесное лучшими сих жертвами.

Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех