Шырав
Шырав ĕçĕ:
Катенька унпа пӗрле ларчӗ, кӑнтӑрлахи апата кӑна тухрӗ, вӑл темле кӳренчӗк сӑнлӑччӗ, ҫак сӑна амӑшӗнчен йышӑнни кӗретӗнех паллӑччӗ; Любочка апла марччӗ, питӗ хаваслӑччӗ, апат ҫинӗ вӑхӑтра хӑй питӗ ырӑ хыпар пӗлни, анчах ӑна никама та пӗлтерес ҫукки ҫинчен каларӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ыйтӑва нихҫан та сӳтсе явман, ун ҫинчен калаҫман, анчах ку калаҫусӑрах питӗ паллӑччӗ.Это никогда не обсуждалось, об этом не говорили, но все было ясно и без разговоров.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
(Стройпа ҫӳременни ҫакӑнтан килнӗ: пирӗн пӗтӗмпех паллӑччӗ — ирхи апат ҫиччӗ ҫурӑран саккӑрччен, кӑнтӑрлахи — пӗр сехетрен иккӗччен т. ыт.)(Просто было определено: завтрак от семи тридцати до восьми, обед — от часу до двух и т. д.)
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Фронтри ҫӗркаҫусенче пӗрре ҫеҫ мар унпала тӗл пулнӑ, хӑйӗнчен тата унӑн юлташӗсем каласа панӑ тӑрӑх, ҫак офицерӑн чӑннипех те интереслӑ биографийӗ маншӑн паллӑччӗ, анчах каласа панисенче халап евӗрли нимӗн те ҫукчӗ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Январь уйӑхӗнчи пухурах ӗнтӗ Болла ӑна юратни паллӑччӗ. Ҫавӑнпа та иккен вӑл ун чухне ытла та хӗрӳ калаҫрӗ!
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хальхинче ӗнтӗ ял мӗнле вырнаҫни нимӗҫсемшӗн паллӑччӗ.На этот раз немцам было прекрасно известно расположение села.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
«Малтанах хӑшпӗр минутсенче хам тунӑ ӗҫсем ӗмӗтсемпе, ҫамрӑк чухне тупа тунипе пӗр пек пулманни мана уҫҫӑнах паллӑччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Харкашу тухса кайни паллӑччӗ.
LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах Уэлдон миссиса пӑхӑнтарассишӗн вӑл ним умӗнче те чарӑнса тӑманни пӑхсах паллӑччӗ ӗнтӗ.Но видно было, что он ни перед чем не остановится, чтобы заставить миссис Уэлдон повиноваться.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Куна хирӗҫ мӗн тавӑрса каламалли маншӑн паллӑччӗ ӗнтӗ: — Ҫук, эпӗ нимӗн те илтмерӗм, никам та нимӗн те каламарӗ, — терӗм.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Куншӑн эп хытӑ савӑннӑччӗ, мӑнаҫланнӑччӗ, мӗншӗн тесен унта пӗтӗмпех уҫӑмлӑччӗ, паллӑччӗ.И я был горд, не задумываясь над его словами, ибо тогда все было ясно и просто в них.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хампа мӗн пулса иртнине хам та ӑнланаймарӑм эпӗ; пӗр туйӑм кӑна — Гагинпа курнӑҫас килменни паллӑччӗ маншӑн.
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑл хӑй мӗн каланине ытла хакламарӗ пулас; вӑл паллӑ мистификатор пулнипе, ҫынсене маскарадсенче улталама пултарнипе паллӑччӗ, ҫапла тума ӑна вӑл витӗрех суеҫӗ пулни пулӑшатчӗ…
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тӗрӗссипе, ӑна касса аппаланма кирлех те марччӗ, мӗншӗн тесен усӑ пулас ҫукки малтанах паллӑччӗ.
14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ҫӳлтен йӑтса аннӑ чухнех паллӑччӗ… — терӗ такам.— Когда несли мы его сверху, мне уже все стало ясно… — сказал кто-то.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ӳсӗрпе пӗрехчӗ, анчах ҫакӑ ун пурӗ те хитре пичӗ хӑрушла шурнинчен те йывӑррӑн пӑхакан пысӑк хура куҫӗсем пушшех тӗксӗмленсе ларнинчен ҫех паллӑччӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫаплах тата madame Тальманпа ҫывӑх пулни те паллӑччӗ пулас унӑн: хӑнана ӑна яланах ҫав хӗрарӑма пула чӗнеҫҫӗ — ҫапларах хушатчӗҫ полкри евӗклӗхпе тимлӗхӗн хӑйне евӗр саккунӗсем.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫаплах тата вӑл вӗсене, лешсем арӑмӗ ҫумӗнчен ҫӑмӑллӑн сывласа та савӑнӑҫпа хӑпса кайсанах, курайманлӑхпа, хӑрушла ултавпа, службӑри тӗрлӗрен пӑтӑрмахпа тӳлени те паллӑччӗ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак ҫыннӑн службӑна килекен кашни ҫамрӑк офицерпах ҫыхӑннӑ шутсӑр нумай романӗсем полкра такамшӑн та паллӑччӗ, тепӗр тесен, ҫитмӗл пилӗк офицерпа вӗсен арӑмӗсен тата тӑван-пӗтенӗсен хушшинче пула-пула иртекен юрату историйӗсене пӗтӗмпех пит лайӑх пӗлсе тӑратчӗҫ кунта.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.