Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмсен нервисем пиҫӗрех, вӗсен структури ҫирӗпрех пулмалла, апла пулсан — вӗсем хуйха-суйха, йывӑр туйӑмсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме тивӗҫ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, хӑй итленипе итлеменнине Вера Павловна хӑй те пӗлмен; хуть те мӗнле пулсан та, итлесен итлемесен те, ӑна темскер илтӗнет, анчах унӑн хӑй мӗн илтнине ӑнланса илме вӑхӑт ҫук; ҫапах та илтӗнет-ҫке-ха, сӑмах ҫырупа пӗртте ҫыхӑнса тӑман темӗнле урӑх япала ҫинчен пырать, вара Вера Павловна майӗпен итлеме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн патнеллех туртать: нервисем ӑна ҫыру ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн; вӑл нумайччен нимӗн те ӑнланаймарӗ, ҫапах та упӑшкин сивӗ те кӑмӑллӑн илтӗнекен сасси ӑна лӑплантарма пуҫларӗ, унтан вара вӑл ӑнланма та тытӑнчӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хулан вараланчӑк ҫӑра сывлӑшӗпе сывланӑ пирки, вӗсен пичӗсем шурса, сарӑхса кайнӑ, юнӗ пӑсӑлнӑ, нервисем, тутӑх металл усаллӑн кӑшкӑрашнипе, ҫын аллинчи ҫиҫӗм салхуллӑн ҫухӑрнипе чӗтренсе, суранланса пӗтнӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
— Нервсем! — терӗ вӑл тепӗр чухне йӑл кулса, куҫҫуль витӗр, хӑранине аран-аран пусарса тата ҫирӗпленсе ҫитеймен нервисем вӑранакан вӑйсемпе кӗрешнине чӑтса ирттерсе.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫурҫӗр тӗлӗнче асап тӳсекенсем ҫинчен-и, е хӑйӗн касса илнӗ чӑн-чӑн урисене шыраса ялсем тӑрӑх ҫӳрекен йывӑҫ ураллӑ упа ҫинчен юмах пуҫланать-и — сехӗрленсе ӳкнӗ ачан ҫӳҫӗ вирелле тӑрать; кӑмӑлӗ пӗрре лӑпланать, тепре вӗреме пуҫлать; вӑл вара тертленет, савӑнать, унӑн нервисем хӗлӗх пекех туртӑнса тӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Лиговская княгиня патӗнчен, унӑн хӗрӗ сывӑ мар — нервисем халсӑрланнӑ…— От княгини Лиговской; дочь ее больна — расслабление нервов…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫавӑнпа амӑшӗ те, хӑйӗн хӗрӗ ҫине пӑхса, чӗререн хӗпӗртет; хӗрӗн вара нервисем ҫеҫ урмӑшнӑ: вӑл ҫӗр каҫипех ҫывӑраймӗ, темиҫе хут макӑрӗ-ха.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта лётчикӑн нервисем ҫав тери хыттӑн туртӑнса, татӑласла карӑнса тӑраҫҫӗ те, хӑш чух вӑл командир мӗн шухӑшланине лешӗ приказ сӑмахӗсене каласа пӗтеричченех туса хурать.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑшра ирттернӗ кӗске вӑхӑт хушшинчех, Петров хӑйне ертсе пыраканни питӗ ӑста вӗҫме пултарнине курчӗ; Мересьев та, ҫул ҫинче кӗтмен ҫӗртен юриех темиҫе ҫӳллӗ вираж туса илнӗскер, хӑй ертсе пыракан лётчик лайӑх курма, ӑнланма пултарнине, унӑн нервисем ҫирӗп пулнине асӑрхарӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл шӑртланнӑ чух юлташӗсем пӗр шарламасӑрах унпа килӗшсе, ӑна нимӗн те каламан, ӑна, хӑй калашле, «пур патронсене те персе пӗтерме» ирӗк панӑ, тарӑхни иртиччен, унӑн вӑрҫӑра пӑсӑлнӑ нервисем лӑпланиччен, вӑл малтанхи пекех лӑпкӑ та савӑнӑҫлӑ пулса тӑриччен шарламасӑр кӗтнӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн хускалса кайнӑ нервисем ыйтнӑ пек, вӑл вырӑн ҫинче ҫаврӑнкалама та, урисемпе тапкаланма та пултараймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл Сид вӑранасран хӑрарӗ.Ворочаться и метаться, как ему хотелось, он не мог, опасаясь разбудить Сида.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.