Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫӳлхуҫа — Хӑйӗн сӑваплӑ Керменӗнче, Вӑл — Ҫӳлхуҫа, Унӑн аслӑ пуканӗ — тӳпере, Унӑн куҫӗ [мӗскӗне] курса тӑрать; Вӑл куҫне хӗссе этем ывӑлӗсене сӑнать.
Пс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Усал ҫын мӑнаҫланса мӗскӗне хӗсӗрлет: вӗсем хӑйсем шухӑшласа тупнӑ чее мелӗсемпе ҫыхланччӑр.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ мӗскӗне асапран хӑтарать, пусмӑрлӑхра хӑлхине уҫать.15. Он спасает бедного от беды его и в угнетении открывает ухо его.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тумтирӗ ҫуккипе асапланакансене, шӑнса ҫӳрекен мӗскӗне курсассӑн, 20. сурӑхӑмсен ҫӑмӗпе ӑшӑтмарӑм-и вӗсене, вӗсен ҫан-ҫурӑмӗ мана тав тумарӗ-и?
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫын вӗлерекен тул ҫутӑличченех вӑранать, мӗскӗне, кӗлмӗҫе вӗлерет, ҫӗрле вара вӑрӑ туса ҫӳрет.14. С рассветом встает убийца, умерщвляет бедного и нищего, а ночью бывает вором.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хир чиккисене куҫараҫҫӗ, выльӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ те хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ; 3. тӑлӑх-туратӑн ашакне илсе тухаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмӑн вӑкӑрне саклата илеҫҫӗ; 4. кӗлмӗҫсене ҫул ҫинчен тӗртсе яраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче мӗскӗне юлнисен пурин те пытанса пурӑнма тивет.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Выҫӑпа касӑлакансене ҫӑкӑрна пар, ҫарамас ҫынна тумтирне пар, хӑвӑнтан мӗн ытлашшине ҫук ҫынсене парса тӑр, мӗскӗне панӑ чухне выҫӑ куҫлӑ ан пул.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа чухӑна кӑларать те пуйтарать, мӗскӗне хӑварать те асла кӑларать.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сутра тӗрӗс мар ӗҫ ан тӑвӑр; мӗскӗне ан тапта, аслӑ ҫынна юрама ан тӑрӑш; йӑхташна тӳррипе сут ту.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.