Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иов 24

Пай: Библи –> Иов кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 11:32

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 331

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Пурне те Тытса Тӑракан мӗншӗн вӑхӑтне палӑртса хуман-ши?

Ӑна пӗлекенсем те Унӑн кунӗсене курмаҫҫӗ!

2. Хир чиккисене куҫараҫҫӗ,
выльӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ те хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ;
3. тӑлӑх-туратӑн ашакне илсе тухаҫҫӗ,
тӑлӑх арӑмӑн вӑкӑрне саклата илеҫҫӗ;
4. кӗлмӗҫсене ҫул ҫинчен тӗртсе яраҫҫӗ,
ҫӗр ҫинче мӗскӗне юлнисен пурин те пытанса пурӑнма тивет.

5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек,
тупӑш шыраса,
ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ;
ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать;
6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ,
йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ;
7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр,
пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ;
8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ,
хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ;
9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ,
кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ;
10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ,
выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ;
11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ,
юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.

12. Хулара йынӑшни илтӗнсе тӑрать,
ҫын аллинчен вилекенӗн чунӗ кӑшкӑрса макӑрать —
Турӑ вара ҫакна чармасть.

13. Вӗсем хушшинче ҫутта курайманнисем пур,
ҫавсем ҫутӑ ҫулне пӗлмеҫҫӗ,
унӑн ҫулӗпе ҫӳремеҫҫӗ.

14. Ҫын вӗлерекен тул ҫутӑличченех вӑранать,
мӗскӗне, кӗлмӗҫе вӗлерет,
ҫӗрле вара вӑрӑ туса ҫӳрет.

15. Аскӑн ҫыннӑн куҫӗ те каҫ пуласса кӗтсе тӑрать:
«мана никам та курас ҫук» тесе
питне хуплать.

16. Кӑнтӑрла сӑнаса хураҫҫӗ те
тӗттӗмленсессӗн ҫуртсене аялтан алтса кӗреҫҫӗ;
вӗсем ҫутта пӗлмеҫҫӗ.

17. Ирхи ҫутӑ вӗсемшӗн — вилӗм ӗмӗлкипе пӗрех:
вилӗм ӗмӗлкинчен сехӗрленсе курнӑ вӗсем.

18. Вӗсем шыв ҫийӗнче тытӑнса тӑраймӗҫ,
вӗсен ҫӗр ҫинчи пайӗ ылханлӑ,
вӗсен иҫӗм пахчийӗ енне каякан ҫул пуш-пушӑ.

19. Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк юр шывне ҫӑтнӑ пек,
ҫылӑхлӑ ҫынсене тамӑк ҫӑтса ярать.

20. Ӑна амӑшӗн варӗ те манса кайтӑр;
хурт-кӑпшанкӑ ҫисе килентӗр ӑна;
унӑн ячӗ те ан юлтӑр;
йӗркесӗр ҫын йывӑҫ хуҫӑлнӑ пек хуҫӑлса антӑр,
21. вӑл ача-пӑча курман арӑма та хӗсӗрлет,
тӑлӑх арӑма та усал кӑтартать.

22. Турӑ Хӑйӗн вӑйӗпе вӑйлисене те аркатать;
ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те вӗсем —
хӑйсем чӗрӗ юласси-юлмассине те пӗлмеҫҫӗ.

23. Турӑ вӗсене лӑпкӑн, тӑнӑҫлӑн пурӑнма май парать,
анчах вӗсен ҫулӗсене курсах тӑрать.

24. Вӗсем питӗ ҫӳле ҫӗкленчӗҫ те — акӑ вӗсем ҫук та:
ыттисем пекех ӳкеҫҫӗ те вилеҫҫӗ,
пучах тӑрри касӑлнӑ пек касӑлаҫҫӗ.

25. Ун пек мар-и? Кам мана суяпа тытӗ?
кам манӑн сӑмахӑма пӑрахӑҫ тӑвӗ?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех