Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшӑрӑм (тĕпĕ: мӑшӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта мӑшӑрӑм Эльвира Львовна 13 ҫул ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Мӑшӑрӑм — ҫӗр ҫынни те, яла кайсан пахчаран тухма пӗлмест.

Супруга - земной человек, когда едем в деревню не вылезает из огорода.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

— Тая, мӑшӑрӑм, сана ҫичӗ ҫул мана пӗчӗкҫӗ ачана пӑхнӑ пек ачашласа пурӑннӑшӑн, ман юлташсене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе ӑсатса янӑшӑн питӗ пысӑк тав.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Каялла таврӑннӑ ҫӗре мӑшӑрӑм хваттерти аван япаласене пуҫтарнӑ та урӑх арҫынпа тӗнчене тухса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Мӑшӑрӑм Сергей Николаевич ЧПУн физикӑпа математика факультетне пӗтернӗ.

Супруг Сергей Николаевич закончил физико-математический факультет ЧГУ.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Мӑшӑрӑм Елизавета Михайловна вырӑс пулнӑран ывӑлӑма чӑвашла вӗрентмерӗмӗр.

Из-за того, что супруга Елизавета Михайловна русская, сына чувашскому языку не учили.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Мӑшӑрӑм манӑн – Патӑрьелӗнчен, Лилия Николаевна Николаева.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Халӗ ял-йыш, мӑшӑрӑм, ачасем ҫунат хушаҫҫӗ.

Теперь односельчане, супруга, дети дают мне крылья.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

"Молодежь в школьные годы много читала, сейчас их не заставить взять в руки книгу. Супруг больше прессу изучает. Главный читатель у нас - маленький внук. Нас каждый день просит почитать. И зять любит читать, приезжая в деревню всегда торопится в библиотеку", - сообщила Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Пурте фронтра чухне килте ларма пултараймастӑп. Ҫитменнине мӑшӑрӑм та вутлӑ-хӗмлӗ ҫӗрте фашистпа ҫапӑҫать. Тӑшман пульлине пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ юлташсемшӗн тавӑратӑпах!» — тесе хӑварнӑ хастар медсестра.

"Когда все на фронте не могу сидеть дома. И супруг на поле боя сражается с фашистами. Нужно отомстить за павших в бою друзей!" - сказала на прощание смелая медсестра.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче мӑшӑрӑм Людмила Петровна яланах район депутачӗ пулнӑ, — паллаштарчӗ Атнаш ялӗн старости, 67 ҫулти Михаил Васильев.

К слову, в свое время моя супруга Людмила Петровна всегда была районным депутатом, - познакомил 67 летний староста деревни Михаил Васильев.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Мӑшӑрӑм кӑҫал 65 ҫул тултарать.

Супругу в этом году 65 лет исполняется.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мӑшӑрӑм та шухӑшӑма ырларӗ.

Супруга тоже одобрила мысль.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мӑшӑрӑм нарӑсӑн 25-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мӑшӑрӑм Луиза Константиновна суд тытӑмӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мӑшӑрӑм та доярка пулнӑ, эпир пӗрлех ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мӑшӑрӑм килти пыл хурчӗсене пӑхма пулӑшать: рамӑсене карас карать, ҫуркунне вӗллесене ҫуса тасатать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мӑшӑрӑм, Алина Анатольевна, медицина сестри.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Мӑшӑрӑм Сережа питӗ юратать ҫак апата.

Муж мой Сережа очень любит эту еду.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех