Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнтӑр (тĕпĕ: мӑнтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лузгина сӑмах пачӗҫ те, вӑл хӑйӗн мӑнтӑр кӗлеткипе ансӑр трибунӑ ӑшнелле хӗсӗнсе кӗме тытӑнчӗ, ҫакна курсан, пурте пӗр харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ, такам председателе пӗр айккинчен пуртӑпа чутласа илме сӗнчӗ.

Когда Лузгину предоставили слово и он стал втискиваться в узкую для его грузной фигуры трибуну, раздался дружный хохот, и кто-то под общее веселье предложил стесать председателя с одного бока топориком.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ларура ял Совечӗн председателӗ Екатерина Черкашина та, мӑнтӑр та сарлака хулпуҫҫиллӗ хӗрарӑм пулнӑ, вӑл алӑк патнех пӗччен ларнӑ, Черкашина Егор пуринчен малтан курчӗ те савӑнса кайрӗ, ӑна кӑчӑк туртса хӑй патне чӗнчӗ.

Особняком держалась на заседании и председатель сельского Совета Екатерина Черкашина — дородная, крутоплечая женщина, пристроившаяся у самой двери, она первая увидела Егора и оживилась, поманив его пальцем.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗчӗк ачана улталанӑ пекех улталарӗ вӗт, мӑнтӑр сысна!

«Обвел, как дитя малое, боров жирный!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Уксах Саввушкӑ хырӑмӗ ҫинче кӗрӗк пиншак аран-аран тӳмеленекен мӑнтӑр председатель ҫине пӑхса илчӗ те тӳссе тӑраймарӗ, сылтӑм урипе уксахласа, лаша таврашӗ ҫакакан ҫӗрелле лапӑстатрӗ.

Хромоногий Саввушка поглядел на председателя — тучного, располневшего до того, что полы полушубка еле сходились на животе, не выдержал и, припадая на правую ногу, заковылял к хомутовке.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— «Аван-и?» тесси ӑҫта-ха? — хыттӑн ыйтнӑ Сидор куккӑшӗн мӑнтӑр арӑмӗ.

— А где же «здравствуй»? — сурово спросила рыхлая жена дяди Сидора.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сидор куккӑшӗн арӑмӗ сайра ҫӳҫлӗ, курпун сӑмсаллӑ, усал сӑнлӑ, ҫамрӑках мар мӑнтӑр хӗрарӑм пулнӑ, анчах Костя амӑшне хирӗҫлемен, мӗнле хушнӑ ҫавӑн пек ҫырнӑ.

Жена дяди Сидора была уже немолодая, толстая женщина с жидкими волосами и злым горбоносым лицом, но Костя матери не перечил, писал, как велела.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Аникей хӑйӗн мӑнтӑр пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ.

Аникей хлопнул себя по жирным ляжкам.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл мӑкӑллӗ пуҫне кӑшӑл пек тытса тӑракан симӗсрех картусне хыврӗ те картус хӗрри ҫӗвӗ пек хӗретсе хӑварнӑ ҫамкипе картланса тӑракан кӗрен тӗслӗ мӑнтӑр ӗнсине шултра чечеклӗ сӑмса тутрипе шӑлма пуҫларӗ; унӑн мунча кӗрсе тухнӑ пек хӗрелнӗ кӳпшек пит ҫӑмартийӗсем тӑрӑх тар пӗрчисем юхса анчӗҫ, тӑваткалрах янаххи ҫинче йод сӗрнӗ хӑмӑр пӑнчӑ курӑнчӗ: васкаса хырӑннӑ чух кастарнӑ пулмалла.

Он сиял защитного цвета картуз, обручем стягивавший его шишкастую голову, и стал торопливо обтирать большим цветастым платком лоб, через который, как рубец, тянулась красноватая отметииа от картуза, и толстый загривок с розовой складкой; по рыхлым, распаренным, как после бани, щекам его катились капельки пота, на угловатой скуле темнело пятно йода — след свежего пореза: видно, второпях брился.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Старик сӳрӗккӗн утакан мӑнтӑр лашисене чӑпӑрккипе хӑмсарчӗ, кӗлеткипе каялла ҫаврӑнса, вӑкӑрсем кӳлнӗ хыҫалти виҫҫӗмӗш лав ҫине пушӑ аврипе кӑтартрӗ.

Старик махнул кнутом на вяло переступавших сытых лошадей, повернулся назад и, указывая кнутовищем на третью сзади бычиную подводу, сказал:

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юланутҫӑсем ҫурӑмӗсене мӑкӑртса йӗнерсем ҫинче лӑпкӑн лараҫҫӗ, сарлака купарчаллӑ мӑнтӑр утсем кӗске каснӑ хӳрисене вылятаҫҫӗ, янкӑр ҫутӑ хӗвел ҫинче йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Всадники спокойно сутулились в седлах, упитанные ширококрупые лошади мотали куце обрезанными хвостами, лоснились под ярким солнцем.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тӑр, ачам, тӑр! — кӑшкӑрать Прохор, юпана хулӗпе тӗренсе, — Эпӗ сана, мӑнтӑр эсреле, шыв тӑрӑх та ӑсатнӑ, пӗлетӗп сана, пӗлетӗп, кахал!

— Вставай, вставай, браток! — кричал Прохор, подпирая столб плечом, — Я тебя, сатанюку толстую, по воде сопровождал, знаю тебя, знаю — лентяй!

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса, мӑнтӑр та лутраскер, хырӑмӗ лайӑхах палӑрнӑ ӗнтӗ.

полная и низенькая, с заметно выросшим круглым животом.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӳртрен инҫе те мар, пахчара, Рагулин арӑмӗ, мӑнтӑр та ватӑрах хӗрарӑм, кӗреплепе йӑрансене якатать.

На огороде, недалеко от хаты, жена Рагулина, полная пожилая женщина, расчищала граблями грядки.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темле хӑрӑка кӗтӗве ярсан та, унтан мӑнтӑр таврӑнать — хӑть тӳрех тараса ҫине тӑрат.

Хоть какую худорьбу туда выгони, а вернется каждая скотинка жирная — сразу можно на весы.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Начальствӑна мӑнтӑр сиктерет.

— Начальство с жиру бесится.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алӑк уҫӑлчӗ, Сергее хирӗҫ Федор Лукич сӑнарлӑ ватӑрах хӗрарӑм тухрӗ: вӑл ҫавӑн пекех мӑнтӑр, ҫавӑн пекех лӑпкӑ та ӑшӑ куҫлӑ, пичӗ те ҫаплах уҫӑ та кӑмӑллӑ.

Отворилась дверь, и вышла пожилая женщина, немного похожая на Федора Лукича: такая же грузная, тот же ласковый взгляд спокойных глаз, те же черты доброго, открытого лица.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр шурӑ кӗпеллӗ мӑнтӑр ҫын, ҫурӑмне пилот патнелле туса, Сергее хирӗҫ ларчӗ, сӑран портфельне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ.

Напротив него, спиной к пилоту, уселся полный мужчина в белой рубашке, с кожаным портфелем, лежавшим у него на коленях.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл сӑнарӗпе кӑмӑллӑ, анчах ытла мӑнтӑр, илемсӗр сӑмсаллӑ; тутисем хулӑн, шыҫнӑ пек, ҫӳлти тути уйрӑмах тачка, ун ҫинче пӗр пайӑрка ҫӳҫлӗ турпалли шӑна пек курӑнать…

Было оно добродушное, не в меру мясистое, с крупным носом; губы толстые, как бы припухшие, особенно верхняя, на которой сидела родинка с пучочком волос, похожая на муху…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑйсен мӑнтӑр кӗлеткисене чӗтрентереҫҫӗ (начаррисем ҫук, кашнин ҫийӗнчех улт-ҫичӗ хут юбка), пит тутрисене суллаҫҫӗ, чавсисене вылянтарса ташлаҫҫӗ.

Трясли полными задами (худых не было, на каждой по пять — семь юбок), махали кружевными утирками, сучили в пляске локтями.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пучаххисем патвар, тӗшшисем сулӑмлӑ, мӑнтӑр.

Колос ядреный, зерно тяжеловесное, пухлое.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех