Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗмре мелник курӑнми пулчӗ те ик-виҫ минутранах таврӑнчӗ, хӗрӗпе Краличе малти картишне ирттерчӗ, хапхана питӗрсе илчӗ.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем Вера Павловнӑна тата хытӑрах шанакан пулчӗҫ; каласса та Вера Павловна питӗ ӑнланмалла, ытла шала кӗрсе каймасӑр, пуласлӑха ытлашши илӗртӳллӗн сӑнласа памасӑр калать; пуласлӑха ытлашши илӗртӳллӗ сӑнласа пани тепӗр минутранах шанчӑксӑрлӑх ҫуратать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗпӗртетме ҫаплах чарӑнмарӗҫ, кулнипе, именнипе хӗрелсе кайнӑ Ефима тепӗр минутранах коридора кӑларса сирпӗтрӗҫ, анчах ун кӗпинчен татӑлса ӳкнӗ икӗ ҫанӑ класрах выртса юлчӗ, пӗр тӳммесӗр тӑрса юлнӑ кӗпине вара ҫухаран пуҫласа арки таранах ҫуркаласа пӗтерчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла акӑ, лайӑх астуса юл: вӗреннӗ хӗре эсӗ, вӗренмен ухмах, ним тума та кирлӗ мар, ӑна санпа пилӗк минутранах кичем пулать; ухмах хӗре вара эсӗ пачах кирлӗ мар: вӑл санран ӑс илес ҫук, мӗншӗн тесен вӑл санӑн хӑвӑн та ҫук, пухайман-ха.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Темиҫе минутранах вӗсем каллех Майданников кил картине пырса ҫитрӗҫ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун чухне те вӗсем кӑлӑхах хирӗҫсе кайрӗҫ, анчах ку самантлӑх харкашу ҫеҫ пулчӗ, темиҫе минутранах вӗсем килӗшрӗҫ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах тепӗр минутранах вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те питӗ хытӑ тарӑхнипе ҫӳҫне-пуҫне ҫатӑрласа тытса, ҫакӑн пек шухӑшлама тытӑнчӗ:Но через минуту он уже сидел за столом, ожесточенно вцепившись в волосы, думал:
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр минутранах пӑтӑр-пӑтӑр сайра ҫумӑр ӳккелеме пуҫларӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Темскерле хӑйне пӑхӑнман вӑй хӗтӗртнипе вӑл малтан темӗн те пӗр каласа тултарать, кайран, тепӗр виҫӗ минутранах, ӳкӗнет, хӑйӗн сӑмахӗсене тем пекех каялла илӗччӗ те, илме ҫук…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл тепӗр темиҫе минутранах хӑйӗн тӳлеклӗхӗ ҫавраҫил пек ҫаврӑнса каясса, «турӑ юнӗ сыпнине» хӑй тутипе хӑех «вараласа» тӑкасса пӗрре те кӗтменччӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Колхозран тухнисем шавлакаласа тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те тухса каяҫҫӗ, анчах тепӗр темиҫе минутранах ҫӗнӗ ушкӑн кӗпӗрленсе килет, вара алӑкран кӗричченех кӑшкӑрашма пуҫлаҫҫӗ:Выходцы, пошумев, уходили, а через несколько минут вваливалась новая толпа, и — с порога:
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хӑех пурлӑхне опись туса тухма та пулӑшрӗ, хӳхлесе йӗме пуҫланӑ карчӑкне хаяррӑн ура тапса хӑтӑрса тӑкрӗ, тепӗр минутранах вара, ҫиллине пусарса, ҫапла каларӗ:
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫывӑрасчӗ, — терӗ те Гаврила, тепӗр пилӗк минутранах хӑрлаттарма тытӑнчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл, минутранах иклетсе, пӗтӗмпех таткаланчӑк, хуҫкаланчӑк сӑмахсем хушшинчен пӗрре хӑрушшӑн чашкӑрса, тепре пыр тӗпӗпе кӑшкӑрса юрӑ ӗнӗрешет.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Карта кашни минутранах пӗчӗкленсе пычӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Майӗпен-майӗпенех Обломов хӑрама пӑрахрӗ, лӑпкӑ шухӑша кайрӗ; вӑл куҫне уҫса та пӑхмарӗ-ха, анчах тепӗр минутранах унӑн сӑнӗнче лӑпкӑ та пысӑк савӑнӑҫ палӑрчӗ; вӑл Штольц ҫине вӑраххӑн пӑхса илсен, унӑн куҫӗсенче кӑмӑл ҫемҫелни те, куҫҫулӗ те курӑнчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ах, турӑҫӑм, мӗнле пӗр минутранах ҫын улшӑнма пултарать!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах мана Олеся килте ҫук пек туйӑнса кайрӗ, хӑранипе кӑкӑрпала ҫӑварта сивӗ пулса ларчӗ, анчах тепӗр минутранах эпӗ ӑна куртӑм: вӑл питне стена еннелле тунӑ та, пуҫне минтер ӑшне пытарнӑскер, вырӑн ҫинче выртать.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пирвайхи сивӗ шыв ҫине кӑштах тӗтре сарӑлнӑ пек, Обломов кӗлетки тӑрӑх ырӑ канӑҫлӑх сӑрӑлтатса саланчӗ, тӗлӗрнӗҫемен туйӑмсем кӑштах сӳрӗлме тытӑнчӗҫ, тепӗр минутранах шухӑш йӗрӗ татӑлатчӗ пулӗ, анчах Илья Ильич сасартӑк тӑна кӗрсе, куҫне уҫрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах тепӗр темиҫе минутранах карап сылтӑм енне чалӑшать, унтан ӳпне ҫаврӑнса ӳкет те хӑвӑрт путать.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.