Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манах сăмах пирĕн базăра пур.
манах (тĕпĕ: манах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манах пӳлӗмӗсен чӳречисем каҫхи тӗттӗме тинкерсе пӑхакан куҫсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Окна келий походили на глаза, глядящие в ночь.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Иеротей атте вӑл — манах, ун пеккисем хӑйсен укҫинчен уйрӑлма юратмаҫҫӗ.

— Отец Иеротей — монах, а они не любят расставаться с деньгами.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Куҫу пит ҫивчӗ санӑн, манах господин, темиҫе ҫул хушши пемен тенине шанас те килмест.

— Глаз у тебя меткий, ваше преподобие, и не верится мне, что ты несколько лет не стрелял…

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лайӑх та тӑвать папӑ, мӗн унӑн ҫамрӑклах манах пулмалла?

И хорошо сделает малый, зачем пошел в чернецы смолоду?

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Енчен унран манах тумтирне хывса илес пулсан, ун манахлӑхӗ те ним чухлӗ юлас ҫукчӗ.

Если бы с него сняли рясу, в нем не осталось бы почти ничего монашеского.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Отставкӑри чиновниксемпе манах мар ҫынсем сахал-и вара.

Разве мало отставных таможенников, да еще не служивших в таможне отшельников…

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Анчах та ман чухлӗ пурӑннӑ хӗрарӑм, — тата мсье Сторешник, епле пурӑннӑ-ха! — халӗ ӗнтӗ эпӗ, ӗлӗкхипе танлаштарсан, светтуй, манах, — ун пек хӗрарӑм бюстне сыхласа хӑварма пултараймасть! —

Но женщина, которая столько жила, как я, — и как жила, мсье Сторешник! — я теперь святая, схимница перед тем, что была, — такая женщина не может сохранить бюста! —

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех