Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарчӗ (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан кулян, манӑн ҫапӑҫури тусӑм, — лӑплантарчӗ ӑна Сергей.

— Не печалься, мой боевой друг, — успокаивал Сергей.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Уй, параппан ҫап хуть! — лӑплантарчӗ Макариха.

— О, хоть в барабан бей! — успокоила Макариха.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫӗршывӑн шурӑмпуҫ килнӗ вӑхӑтри чаплӑ та тӗлӗнмелле илемне курни Озерова сасартӑках лӑплантарчӗ.

Это чудесное видение необъятной родной страны на утренней заре внезапно и быстро успокоило Озерова.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ну, нимех те мар, тусӑм! — лӑплантарчӗ комиссар, ача хумханса иккӗленсе тӑнине кура.

— Ну ничего, дружище! — утешил его комиссар, заметив выражение растерянности и беспокойства на лице мальчика.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ан хурлан, пурте йӗркеллӗ пулӗ, ӗнен, — лӑплантарчӗ ачана Петропавловский.

— Ничего, будем надеяться, что все обойдется, — успокоил его Петропавловский.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах вӑл ҫавӑнтах хӑйне лӑплантарчӗ: вӑл-ку пулсан, хӑш-пӗр чух Керчь гаванӗн Анлӑ мол хыҫӗнче, лӑпкӑ тинӗсӗн тӗкӗр пек шывӗнче хӑйсен мӗлкисене путӑшӗсемпе тӗкӗнсе ларакан евӗрлӗ гидросамолетсем тӑвакан ҫын тата тинӗс летчикӗ пулатӑп, терӗ.

Но тут же он утешал себя, что в крайнем случае станет морским летчиком и строителем гидросамолетов, вроде тех, которые иногда садились за Широким молом в Керченской гавани, касаясь поплавками собственного отражения на зеркальной поверхности спокойного моря.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Кӑна никам та тупас ҫук, — лӑплантарчӗ ӑна Ваня.

— Это никто не решит, — утешил его Ваня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хуҫи каҫпа пулӑ тытса таврӑнчӗ те, ӑна хваттершӗн тӳлессине пӗлнӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн карчӑкне ӳкӗтлесе лӑплантарчӗ, Ванюша мӗн тума хушнисене турӗ.

Ввечеру хозяин вернулся с рыбной ловли и, узнав, что ему будут платить за квартиру, усмирил свою бабу и удовлетворил требованиям Ванюши.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Манӑн экипаж, — хулпуҫҫине Николаев аллинчен палӑрнӑ-палӑрман пӑрӑнтарса, лӑплантарчӗ ӑна Ромашов.

— У меня экипаж, — успокоил его Ромашов, едва заметно уклоняясь плечом от руки Николаева.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

«Мӗнешкел мӗскӗннӗн курӑнатӑп пулас эпӗ!» — шутларӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах вӑтанчӑк ҫынсем час-часах тӑвакан леш яланхи меслетпе лӑплантарчӗ хӑйне хӑй:

«Каким я, должно быть, кажусь жалким!» — подумал он, но тотчас же успокоил себя тем обычным приемом, к которому часто прибегают застенчивые люди:

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫакӑ вара мана пӗтӗмпех лӑплантарчӗ.

Когда увидел это, я окончательно успокоился.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ кӗтӳҫ, ҫарранскер, ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер тата пилӗкӗ ҫумне вараланчӑк мишук ҫакса янӑскер, — пач тахҫанхи авалхи этем тейӗн ӑна — йыттисене лӑплантарчӗ те, ҫӗлӗкне хывса, ҫекӗллӗ вӑрӑм патакне йӑтса, кӳме патне пычӗ.

Старик-чебан, оборванный и босой, в теплой шапке, с грязным мешком у бедра и с крючком на длинной палке — совсем ветхозаветная фигура — унял собак и, снявши шапку, подошел к бричке.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Урамра ҫынсем ҫукки ҫак айван хӗрачана самай лӑплантарчӗ, вӑл урампа чупсах кайрӗ.

Но это безлюдье успокоило простодушную девочку, и она быстро побежала по улице.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Юрать-ха, Огнянов хупах хуҫине те, ун ҫемйине те лайӑх паллать, вӑл вӗсен аслӑ ачине тахҫан вӗрентсе курнӑ та, ҫакӑ ӑна кӑштах лӑплантарчӗ.

К счастью, Огнянов знал корчмаря и его семью, так как был когда-то учителем его старшего сына, это его немного успокаивало.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Э-э унтан хӑрамалли ҫук, — лӑплантарчӗ ӑна Остен, — урӑх ҫул ҫук кунта; каялла кӑна ан кайччӑр!

— Этого не бойся, — успокоил его Остей, — другой дороги нет; только если назад повернут!

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем кунта сан пирки мар-ха, — лӑплантарчӗ вӑл Огнянова, — ҫапах та пытан-ха эсӗ.

Они не за тобой, — успокоил он Огнянова, — но все-таки спрячься.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем тата та тавлашса тӑчӗҫ-ха, унтан Огнянов хуҫана лӑплантарчӗ те, унӑн хӑҫан тухса каясси ҫинчен тӗплӗн калаҫса татӑлчӗҫ.

Они спорили еще долго, но Огнянов рассеял опасения хозяина, и его отъезд был решен.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла, ун чухне манӑн ҫакна итлемеллех пулнӑ, ҫака мана питӗ лӑплантарчӗ, вӑл калаҫӑва кам пуҫласа ярсан та, эпӗ сире уншӑн, тусӑм, тав тӑватӑп.

Да, для меня тогда нужно было слышать это, это меня много успокоило, и кто бы ни устроил этот разговор, я очень благодарна за него вам, мой друг.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вера Павловна хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗччен шӑп ларчӗ, упӑшкине хӑйӗн пӳлӗмне кайма хушрӗ, унтан Лопухов, ун ҫумне пырса ларса, ӑна татах лӑплантарчӗ, нумай калаҫмарӗ, паллах, калаҫнинчен ытларах хӑйӗн сасси лӑпкӑ пулнипе лӑплантарчӗ, паллах ӗнтӗ, ун сасси ытлашши савӑнаҫлӑ та, ытлашши салху та тухмарӗ, тен, кӑштах вӑл шухӑша кайнине пӗлтерчӗ пулӗ, тата пит-куҫӗ те ҫавнах кӑтартрӗ пулас.

Половину времени Вера Павловна тихо сидела в своей комнате одна, отсылая мужа, половину времени он сидел подле нее и успокоивал ее все теми же немногими словами, конечно, больше не словами, а тем, что голос его был ровен и спокоен, разумеется, не бог знает как весел, но и не грустен, разве несколько выражал задумчивость, и лицо также.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тата икӗ кунтан учитель вӗсем каллех чей ӗҫсе ларнине курчӗ, каллех ӗҫместӗп терӗ те Марья Алексевнӑна йӑлтах лӑплантарчӗ.

Через два дня учитель опять нашел семейство за чаем и опять отказался от чаю и тем окончательно успокоил Марью Алексевну.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех