Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарса (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Грипашка амӑшне сисмелле мар кӑлт! тӗртрӗ те, ку вара, тавҫӑрса илсе, йӑпӑр-япӑр куҫне шӑлса типӗтрӗ, лӑплантарса каларӗ:

Грипашка незаметно толкнула мать, и та, догадавшись, проворно вытерла глаза, успокаивающе сказала:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сахалтарах пуплешмеллеччӗ сӗтел хушшинче, ҫӑварна та пӗҫертместӗнччӗ, — лӑплантарса каларӗ Ильинична.

— Поменьше бы за столом гутарил, оно бы и не пекся, — утешала Ильинична.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Старик ҫавӑн пек ытла та айванла та вырӑнсӑр эрленнинчен кулса, Григорий ашшӗпе танлашрӗ, лӑплантарса каларӗ:

Столь нелепо и неуместно было проявление этой стариковской обидчивости, что Григорий, уже смеясь, поравнялся с отцом, примиряюще сказал:

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Степан пӗрре пӑхсах арӑмӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнине ӑнланчӗ, лӑплантарса каларӗ:

С первого взгляда Степан распознал ее настроение, сказал примиряюще:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юлашки сӑмахсене вӑл хӑратмалла сасӑпа каларӗ, ку сасӑ, Вершинина лӑплантарса, ҫакна ӗнентерчӗ: Коробиншӑн ӗҫре тус-юлташ ҫук иккен, ӗҫ принципӗсене пырса тивес пулсан, вӑл ниме те пӑхса тӑмасть имӗш.

Последние слова он произнес угрожающим тоном, который успокоил Вершинина и убедил его в том, что Коробин стоит выше приятельских отношений и не посмотрит ни на что, если дело коснется принципов.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ пустуй ан ҫилентер ҫынсене, Никитӑ! — тӑванӗн кӑра чунне лӑплантарса, хуллен канаш пачӗ Аникей.

— Ты зря не зли людей, Никита! — смиряя крутой нрав родича, тихо посоветовал Аникей.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ӑна ӗлкӗрме пулӗ, — лӑплантарса каларӗ Григорий.

— С этим успеется, — утешал его Григорий.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ас ту эсӗ: сана хӑвна та, сан тӑлӑх-турат ачусене те никам та килсе ачашлакан пулмӗ; никам та ҫӑлса хӑвармӗ сана тӳсмелле мар йывӑр ӗҫӳ-хӗлӳпе кӗлмӗҫ пурнӑҫунтан; никам та кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа чӑмӑртамӗ каҫсерен сан пуҫна; ывӑнса халтан кайнипе тӗшӗрӗлсе ӳкӗн эсӗ вырӑн ҫине, анчах никам та ӗлӗкрех вӑл лӑплантарса каланӑ пек: «Ан хурлан, Аниҫка! Пурӑнӑпӑр!» — тесе сан чунна вырттаракан пулмӗ.

И помни, что никто не приласкает ни тебя, ни твоих сирот, никто не избавит тебя от непосильной работы и нищеты, никто не прижмет к груди твою голову ночью, когда упадешь ты, раздавленная усталью, и никто не скажет тебе, как когда-то говорил он: «Не горюй, Аниська! Проживем!»

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня командирӗ казаксен ҫар тивӗҫӗ, тӑван ҫӗршыв, революци ҫинчен татах тем те пӗр пакӑлтатса тӑчӗ, казаксене лӑплантарса калаҫрӗ, ыйтусем ҫине уҫӑмсӑр ответсем пачӗ.

Сотенный еще долго говорил о воинском долге, родине, революции, успокаивал казаков, уклончиво отвечал на вопросы.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей кайри урисене каялла ларас пек хуҫлатакан, пӗтӗм ӳчӗпе чӗтренсе пыракан ӑйӑра лӑплантарса пычӗ.

Сергей успокаивал жеребца, который приседал на задние ноги и дрожал всем телом.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗлӗрсех кайма пуҫласа, вӑл, хӑйне хӑй лӑплантарса, ҫапла шут турӗ: «Ыран шухӑшлап кун ҫинчен, халӗ ҫывӑрас, ҫывӑрас…»

Уже засыпая, успокоенно решил: «Завтра об этом, а сейчас спать, спать…»

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Полици кайтӑр, пире намӑс ӗнтӗ текех халӑха лӑплантарса ҫӳреме.

Полиция пущай, а нам, кубыть, и совестно.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак пурнӑҫра чи лайӑххи вӑл ҫав пурнӑҫ хӑйпе пӗрле канӑҫлӑх тата чун-чӗрене лӑплантарса ларас кӑмӑла илсе килмерӗ: йӑлтах урӑхла, пиншер ахаль совет ҫыннисен вӑй-хал ӗҫне ҫӑмӑллатса, пире, руководительсене, пурнӑҫ хӑй икӗ хут вӑйлӑнрах ӗҫлеме, кӑткӑс ыйтусене хӑюллӑнрах татса пама, хӑвӑртрах ҫаврӑнкалама хӗтӗртрӗ.

И самое примечательное в этой жизни то, что она не принесла с собой ни покоя, ни душевного спокойствия: напротив, облегчая физический труд сотен и тысяч простых людей, жизнь заставила нас работать с удвоенной силой, заставила смелее решать вопросы и энергичнее поворачиваться.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫапла та, анчах пурте мар, — пуҫларӗ Хворостянкин лашине лӑплантарса.

— Так, да не совсем, — начал Хворостянкин, успокоив коня.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫапла калани Бояркина труках лӑплантарса вырӑнне лартрӗ.

И этим сразу же заставил Бояркина успокоиться и сесть на место.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрарӑмсене лӑплантарса та пӑхнӑ, Осип Михайлович ватӑ ҫын, уксах, нимӗҫсем ӑна, колхозри активист пулнӑ пулсан та, усал тума кирлӗ мар, тесе ӗнентернӗ, анчах хӑй ӑшӗнче нимӗҫсем завхоза вӗлересрен хӑранӑ.

Она успокаивала женщин, уверяя, что Осипу Михайловичу, как человеку старому и калеке, не должны немцы сделать зла, хотя он и колхозный активист, но втайне боялась, что гитлеровцы погубят его.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑй ӑшӗнче вӑл Макарихӑна тем те каласа вӑрҫрӗ, ҫав вӑхӑтрах тата хӑйне хӑй лӑплантарса та хӑтланчӗ: «пултӑрах ӗнтӗ, ҫӑва патне вӑл распискӑпа! Кунта халь вӑхӑтра ҫаклатса илни паха, кая юлмалла мар!»

Про себя он ругал Макариху на разный лад, и в то же время успокаивал себя: «пусть будет, к черту ее с распиской! Здесь в нынешнее время, когда растаскивают добро, не надо отставать!»

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑйне хӑй аран лӑплантарса, Лозневой хӑйӗн картти ҫине паллӑ тума тытӑнчӗ.

Сдерживая волнение, Лозневой начал делать пометки на своей карте.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Агафон тӗрлӗ мыскара тума вилсе кайса юратать вӑл, пуринчен те шӳтлесе кулать, унӑн кӑмӑлӗ ҫавнашкал ӗнтӗ, — хӑйӑлтатарах тухакан сасӑпа лӑплантарса каларӗ ӑна Нагульнов.

Агафон до смерти любит всякие штучки выкидывать, он надо всеми подшучивает, такой уж у него характер, — хрипловатым баском успокаивающе отзывался Нагульнов.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хумханнипе, лӑпланма кушак аҫине лӑплантарса, карчӑк: — Халех тухса кай кунтан, усал-тӗсел, ылханлӑ басурман! Ырӑпа тухса кай, атту эпӗ сана тем туса хурӑп! — тесе кӑшкӑрса ярсан, ачасем пурте команда пана пек шӑпланчӗҫ.

Но они сразу же, словно по команде, стихли, как только старуха, успокоив разволновавшегося кота, закричала: — Уходи отсюда зараз же, нечистый дух, басурманин проклятый! Уходи добром, а то от меня заработаешь лиха!

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех